bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Deuteronomy 20
Deuteronomy 20
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 19
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 21 →
1
Эсӗ хӑвӑн тӑшманна хирӗҫ вӑрҫӑпа тухсассӑн, унӑн учӗсемпе ҫар ураписем [тата] халӑхӗ те санӑннинчен нумайраххине курсассӑн, ан хӑра вӗсенчен, мӗншӗн тесессӗн санпа пӗрле хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турру, Вӑл сана Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ.
2
Ҫапӑҫу тытӑнаспа священник пырса халӑхпа калаҫтӑр,
3
вӑл халӑха ҫапла калатӑр: эй Израиль, итле! эсир паян хӑвӑр тӑшманӑрсене хирӗҫ вӑрҫа кӗретӗр, чӗрӗрсем шуйханса ан ӳкчӗр сирӗн, ан хӑрӑр, ан шикленӗр, сехӗрленсе ан тӑрӑр вӗсенчен:
4
сирӗн хута кӗрсе ҫапӑҫма [тата] сире ҫӑлса хӑварма сирӗнпе пӗрле Ҫӳлхуҫа Туррӑр пырать, тетӗр.
5
Халӑха пӑхса тӑракансем вара ҫапла каласа пӗлтерччӗр: кам та кам ҫӗнӗ ҫурт лартса ӑна хӑтлама ӗлкӗреймен, ҫавӑ кайтӑр, килне таврӑнтӑр: унӑн ҫапӑҫура вилмелле ан пултӑр, ҫуртне урӑххин хӑтламалла ан пултӑр;
6
кам та кам иҫӗм пахчи лартса ӳстерсе унпа усӑ курма ӗлкӗреймен, ҫавӑ та кайтӑр, килне таврӑнтӑр: унӑн ҫапӑҫура вилмелле ан пултӑр, иҫӗм пахчипе урӑххин усӑ курмалла ан пултӑр;
7
кам та кам ҫураҫса хунӑ хӗрне качча илме ӗлкӗреймен, ҫавӑ та кайтӑр, килне таврӑнтӑр: унӑн ҫапӑҫура вилмелле ан пултӑр, ҫураҫнӑ хӗрне урӑххин качча илмелле ан пултӑр, теччӗр.
8
Халӑха пӑхса тӑракансем тата ҫапла каласа пӗлтерӗҫ: кам хӑравҫӑ та хавшак, ҫавӑ кайтӑр, килне таврӑнтӑр: вӑл хӑйӗн чӗрине кура тӑванӗсене те шиклӗ чӗреллӗ туса ан ятӑр, тейӗҫ.
9
Халӑха пӑхса тӑракансем ҫакна пӗтӗмпе каласа пӗтерсессӗн, ҫар пуҫлӑхӗсене халӑха ертсе кайма тӑратмалла.
10
Ҫӗнтерсе илме шутланӑ хула патне ҫитсессӗн, малтан ӑна килӗшӳ тума сӗн;
11
эхер те вӑл санпа килӗшӳ тума хапӑлласа сана хапха уҫса кӗртсессӗн, унти мӗнпур халӑх сана хырҫӑ тӳлесе тӑма, пӑхӑнса тӑма тытӑнӗ;
12
вӑл килӗшӳ тума шухӑшламасассӑн, санпа вӑрҫӑ вӑрҫасах тесессӗн, эсӗ ӑна хупӑрласа ил,
13
Ҫӳлхуҫа Турру ӑна хӑвӑн аллуна парсассӑн, унти мӗнпур ар халӑха вичкӗн хӗҫпе касса тух;
14
арӑмӗсемпе ачисене, выльӑх-чӗрлӗхне, хулара мӗн пуррине пурне те, унӑн пӗтӗм пурлӑхне вара ху валли ил, Ҫӳлхуҫа Турру хӑвӑн аллуна панӑ тӑшманусен пурлӑхӗпе усӑ курса пурӑн;
15
ҫак халӑхсен хулисенӗн шутне кӗмен, хӑвӑнтан чылай инҫетри хуласене пурне те ҫапла ту эсӗ.
16
Ҫӳлхуҫа Турру хӑвӑн аллуна паракан ҫак халӑхсен хулисенче вара пӗр чуна та чӗрӗ ан хӑвар,
17
хӑвна Ҫӳлхуҫа Турру хушнӑ пек, вӗсене — хетсене, аморрейсене, ханаансене, ферезейсене, евейсене, иевусейсене [тата гергесейсене] — тӗппипе пӗтермелле тупала:
18
вӗсем сире хӑйсен туррисемшӗн туса тӑнӑ ирсӗрлӗхсене тума ан вӗрентчӗр, сирӗн хӑвӑрӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑр умӗнче ҫылӑха кӗмелле ан пултӑр.
19
[Мӗнле те пулин] хулана туртса илес тесе ӑна нумай хушӑ хупӑрласа тӑратӑн пулсассӑн, унӑн ҫимӗҫ кӳрекен йывӑҫӗсене ан ҫӗмӗр, ҫав таврари ҫӗрсене те пушӑ тӑратса ан хӑвар: хирти йывӑҫ этем мар, вӑл санран хӳмепе ҫирӗплетнӗ вырӑна тарса пытанаймӗ;
20
эсӗ хӑш йывӑҫсем апата юрӑхлӑ ҫимӗҫ паманнине пӗлетӗн, ҫавсене вара хуҫма-касма пултаратӑн, вӗсенчен хӑвӑнпа вӑрҫӑ вӑрҫакан хулана мӗн парӑнтаричченех хирӗҫ тӑмашкӑн тӗреклӗ хӳтӗсем тума пултаратӑн.
← Chapter 19
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 21 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34