bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Deuteronomy 24
Deuteronomy 24
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 23
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 25 →
1
Кам та кам хӗр илсе унӑн упӑшки пулать, кайран арӑмӗ ҫумӗнче мӗн те пулин йӗрӗнмелли тупнипе унран сивӗнет пулсассӑн, упӑшкийӗ уйӑрнине кӑтартакан ҫыру ҫыртӑр, ҫырӑва арӑмне алӑран парса ӑна килӗнчен кӑларса ятӑр,
2
арӑмӗ вара унӑн килӗнчен тухса кайӗ те урӑх ҫынна качча тухӗ,
3
анчах ҫак юлашки упӑшки те ӑна, курайми пулса, уйӑрнине кӑтартакан ҫыру ҫырса килӗнчен кӑларса ярсассӑн е ӑна качча илнӗ ҫав юлашки упӑшки вилсе кайсассӑн,
4
унӑн пӗрремӗш упӑшки, ӑна кӑларса янӑскер, ҫапла чыссӑрланнӑ арӑмне тепӗр хут арӑм тума илеймест: ку вӑл Ҫӳлхуҫа [Турру] умӗнче йӗрӗнчӗк ӗҫ пулать, хӑвна Ҫӳлхуҫа Турру еткерлӗхе парас ҫӗре ан ирсӗрлет.
5
Кам хальтерех авланнӑ, ҫавӑ вӑрҫа ан кайтӑр, ун ҫине нимӗнле тивӗҫ те хумалла мар; пӗр ҫул хушши вӑл хӑйӗн килӗнче ирӗкре юлтӑр, качча илнӗ арӑмне савӑнтарса пурӑнтӑр.
6
Никамӑн та алӑ арманӗн ҫиелти е тӗпри чулне салука илмелле мар, ун пек ҫын чуна салука илет.
7
Кам та кам хӑйӗн тӑванӗсенчен, Израиль ывӑлӗсенчен, хӑшне те пулин вӑрласа кайнипе, ӑна чура туса сутса янипе лекет, ҫавӑн пек вӑрра вӗлерме тытса памалла; усал ӗҫе хӑвӑр хушшӑртан ҫапла пӗтерсе пыр.
8
Асту, тилҫе ҫыпҫӑнсассӑн, хӑвӑра левит священниксем вӗрентес пӗтӗм [саккуна] тӗрӗс тытса, тӗплӗ пурӑнӑҫласа тӑр; эпӗ вӗсене мӗн хушнине тӗплӗн пурӑнӑҫласа тӑрӑр;
9
хӑвӑр Египетран килнӗ чухне Ҫӳлхуҫа Турру Мариама ҫул ҫинче мӗн тунине асӑнта тытсах тӑр.
10
Ҫывӑх ҫыннуна мӗн те пулин кивҫен парсассӑн, ун патне салук илме кайсассӑн, килне ан кӗр,
11
урамра кӗтсе тӑр, эсӗ кивҫен панӑ ҫын вара хӑйӗн салукне урама илсе тухса парӗ;
12
эхер те вӑл чухӑн ҫын пулсассӑн, эсӗ унӑн салукне ху ҫывӑрма выртиччен [хӑвӑн патӑнта] тытса ан тӑр;
13
хӗвел анса ларнӑ чухне ӑна салукне каялла тавӑрса пар: вӑл хӑйӗн тумтирӗпе ҫывӑрма вырттӑр та сана ырӑ сунтӑр — ҫакӑ санӑн хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турру умӗнче тунӑ тӳрӗ ӗҫ шутланать.
14
Хӑвӑн тӑванусенчен е ютран килсе сан ҫӗрӳнте, сан килӳ-ҫуртунта пурӑнакансенчен тара кӗрӗшсе ӗҫлекене — чухӑн, кӗлмӗҫ ҫынна — ан кӳрентер;
15
ӑна ӗҫӗшӗн хунӑ хака ҫав куннех, хӗвел анса ларичченех, тӳлесе тат, мӗншӗн тесессӗн вӑл чухӑн, чунӗ ҫавна кӗтет: унӑн сана ӳпкелесе Ҫӳлхуҫана тилмӗрсе йӑлӑнмалла ан пултӑр, сан ҫинче ҫапла ҫылӑх ан пултӑр.
16
Ашшӗсене ачисен айӑпӗшӗн вӗлермелле мар, ачисене те ашшӗсен айӑпӗшӗн вӗлермелле мар; кашнийӗ хӑй тунӑ усал ӗҫшӗн вилӗме тивӗҫлӗ.
17
Ютран килнӗ ҫынна, тӑлӑх ачана [тата тӑлӑх арӑма] тӗрӗс мар сут ан ту, тӑлӑх арӑмӑн тумтирне салука ан ил;
18
асӑнта тыт: эсӗ ху та Египетра чура пулса пурӑннӑ, сана унтан Ҫӳлхуҫа [Турру] ҫӑлса кӑларнӑ, ҫавӑнпа эпӗ сана ҫапла тума хушатӑп та.
19
Хирте тырӑ вырнӑ чухне ану ҫине кӗлте манса хӑварсассӑн, ӑна илмешкӗн каялла ан таврӑн: вӑл ӗнтӗ ютран килнӗ ҫын валли, [кӗлмӗҫ валли,] тӑлӑх ачапа тӑлӑх арӑм валли юлтӑр, ҫавӑншӑн сана Ҫӳлхуҫа Турру ху аллупа тӑвакан пур ӗҫӳнте те пиллӗх патӑр.
20
Ҫу йывӑҫҫисене силлесе ҫырлине пуҫтарнӑ чухне ху хыҫҫӑн туратсене ан тӗрӗсле: мӗн юлни ютран килнӗ ҫын валли, тӑлӑх ачапа тӑлӑх арӑм валли юлтӑр. [Асӑнта тыт: эсӗ ху та Египет ҫӗрӗнче чура пулса пурӑннӑ, ҫавӑнпа эпӗ сана ҫапла тума хушатӑп та.]
21
Хӑвӑн иҫӗм пахчинче ҫырла татнӑ чухне ху хыҫҫӑн юлнине ан пуҫтар: ютран килнӗ ҫын валли, тӑлӑх ачапа тӑлӑх арӑм валли юлтӑр;
22
асӑнта тыт: эсӗ Египет ҫӗрӗнче чура пулса пурӑннӑ, ҫавӑнпа эпӗ сана ҫапла тума хушатӑп та.
← Chapter 23
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 25 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34