bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Deuteronomy 3
Deuteronomy 3
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 2
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 4 →
1
Эпир унтан каялла ҫаврӑнтӑмӑр та Васан патнелле кайрӑмӑр, пире хирӗҫ Ог — Васан патши — хӑйӗн мӗнпур халӑхӗпе Едреи хули патӗнче вӑрҫӑпа тухрӗ.
2
Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: унран ан хӑра, Эпӗ ӑна, унӑн халӑхне те, унӑн ҫӗрне те пӗтӗмпех санӑн аллуна парӑп, эсӗ вара ӑна Есевон хулинче пурӑннӑ Сигона, аморрейсен патшине, мӗн кӑтартнӑ, ҫавнах кӑтартӑн, терӗ.
3
Ҫӳлхуҫа, пирӗн Туррӑмӑр, Ога — Васан патшине — тата унӑн пӗтӗм халӑхне пирӗн алла пачӗ; эпир ӑна ҫапса аркатрӑмӑр, ҫапла унӑн ҫыннисенчен пӗри те чӗрӗ юлмарӗ;
4
ҫавӑн чухне эпир унӑн мӗнпур хулине туртса илтӗмӗр; вӗсен эпир илмен хула юлмарӗ: утмӑл хула, пӗтӗм Аргов ҫӗрӗ, Васан патшин Огӑн патшалӑхӗ;
5
ҫак хуласене пурне те ҫӳллӗ хӳмесемпе, хапхасемпе, сӑлӑпсемпе тӗреклӗлетнӗччӗ, вӗсемсӗр пуҫне тата темӗн чухлӗ тӗреклӗлетмен хулаччӗ;
6
эпир вӗсене тупаларӑмӑр, Сигонӑн — Есевон патшин — кашни хулине арҫынни-хӗрарӑмӗ, ачи-пӑчи-мӗнӗпех пӗтерсе тухнӑ пек тупаларӑмӑр;
7
анчах мӗнпур выльӑхне тата хуласенче мӗн туртса илнине хамӑр валли тупӑш вырӑнне хӑвартӑмӑр.
8
Ҫавӑн чухне эпир аморрейсен икӗ патшин аллинчен ҫак ҫӗре, Иордан ку енчи Арнон юхӑм шывӗнчен пуҫласа Ермон тӑвӗ таран тӑсӑлакан ҫӗре, —
9
Сидон ҫыннисем Ермона Сирион теҫҫӗ, аморрейсем ӑна Сенир теҫҫӗ, —
10
тӳремлӗхри мӗнпур хулана, пӗтӗм Галаада, Салха хулинчен пуҫласа Едреи хулине ҫитиччен пӗтӗм Васана, Васан патши Ог патшалӑхӗн хулисене туртса илтӗмӗр;
11
ӗнтӗ рефаимсенчен Ог, Васан патши, анчах тӑрса юлнӑччӗ. Авӑ унӑн вырӑнӗ, тимӗртен тунӑскер, вӑл халӗ те Раввӑра, Аммон ывӑлӗсем патӗнче: унӑн тӑршшӗ, арҫын чикипе, тӑхӑр чике, сарлакӑшӗ — тӑватӑ чике.
12
Ҫак ҫӗре эпир ун чухне Арнон юхӑм шывӗ патӗнчи Ароертан пуҫласах илтӗмӗр; вара Галаад тӑвӗн ҫуррине, хули-мӗнӗпе, эпӗ Рувим йӑхӗпе Гад йӑхне патӑм;
13
Галаадӑн юлашки пайне тата пӗтӗм Васана, Ог патшалӑхне, эпӗ Манассиян ҫур йӑхне патӑм, ӑна пӗтӗм Аргов ҫӗрӗпе пӗтӗм Васана патӑм. [Ӑна рефаимсен ҫӗрӗ теҫҫӗ.]
14
Иаир, Манассия ывӑлӗ, пӗтӗм Аргов ҫӗрне Гесурпа Мааха ҫӗрӗсен чиккине ҫитичченех илчӗ, Васана вӑл хӑйӗн ячӗпе «Иаир ялӗсем» теме пуҫларӗ, вӗсем халӗ те ҫавах;
15
Махира эпӗ Галаад ҫӗрне патӑм;
16
Рувим йӑхӗпе Гад йӑхне вара Галаадран пуҫласа Арнон юхӑм шывӗ таран, юхӑм шывпа Аммон ывӑлӗсен ҫӗр чиккийӗ пулакан Иавок ҫырми хушшинче выртакан ҫӗре,
17
ҫавӑн пекех тӳремлӗхпе Иордан шывне, чикӗ пулса тӑраканскере, Киннерефран пуҫласа тӳремлӗхри тинӗс — Тӑварлӑ тинӗс — хӗррине ҫитиччен, Фасга тӑвӗ патӗнчи тухӑҫ енчи ҫӗре, патӑм.
18
Ҫавӑн чухне эпӗ сире ҫапла хушса каларӑм: Ҫӳлхуҫа, хӑвӑр Туррӑр, ҫак ҫӗре сире еткерлӗхе пачӗ; ҫапӑҫма пултаракансем пурте, вӑрҫа хатӗрленсе, хӑвӑрӑн тӑванӑрсенчен — Израиль ывӑлӗсенчен — малта пырӑр;
19
арӑмӑрсемпе ачӑрсем анчах, выльӑх-чӗрлӗхӗр анчах [эпӗ сирӗн выльӑх нумаййине пӗлетӗп] эпӗ хӑвӑра панӑ хуласенче юлччӑр,
20
Ҫӳлхуҫа [Турӑ] сирӗн тӑванӑрсене, сире хӑвӑра панӑ пек, тӑнӑҫлӑх париччен, вӗсем те Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр, хӑйсене Иордан леш енче паракан ҫӗре еткерлӗхе иличчен вӗсемпе пӗрле пулӑр; вара кашнийӗ эпӗ сире панӑ еткер ҫӗрӗре таврӑнӑр, терӗм.
21
Иисуса та эпӗ ун чухне ҫапла астутарса каласа хутӑм: санӑн куҫу Ҫӳлхуҫа, хӑвӑр Туррӑр, ҫав икӗ патшана мӗн кӑтартнине пӗтӗмпех курчӗ; эсӗ иртсе тухас патшалӑхсене те Ҫӳлхуҫа ҫавнах кӑтартӗ;
22
вӗсенчен ан хӑрӑр, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа, хӑвӑр Туррӑр, Хӑй сирӗн хута кӗрсе ҫапӑҫать, терӗм.
23
Эпӗ ун чухне Ҫӳлхуҫана кӗлтуса ҫапла каларӑм:
24
эй Ҫӳлхуҫа Патша, Эсӗ Хӑвӑн чуруна Хӑвӑн аслӑлӑхна, [Хӑвӑн хӑватна,] Хӑвӑн ҫирӗп аллуна [тата пысӑк вӑйна] кӑтарта пуҫларӑн; ӗнтӗ тӳпере, ҫӗр ҫинче Эсӗ тунӑ пек ӗҫсем тума пултараканӗ, Сан пек хӑватлӑскер мӗнле турӑ пур-ши тата?
25
мана Иордан урлӑ каҫса леш енчи ҫав ырӑ ҫӗре, ҫав хӳхӗм тӑва тата Ливана курма парсамччӗ, терӗм.
26
Анчах сире пула Ҫӳлхуҫа мана ҫилленнӗччӗ те мана тӑнламарӗ, Ҫӳлхуҫа мана ҫапла каларӗ: ҫитӗ сана, ҫакӑн ҫинчен Мана урӑх ан кала;
27
Фасга тӑвӗн тӑррине хӑпар та хӑвӑн куҫупа тинӗс енне, ҫурҫӗр енне, кӑнтӑр енне, тухӑҫ енне пӑхса ил, хӑвӑн куҫупа ху курса юл, мӗншӗн тесессӗн эсӗ ҫак Иордан леш енне каҫаймастӑн;
28
Иисуса вӗрентсе хӑвар, ӑна вӑй илме, ҫирӗп тӑма пар; ӗнтӗ вӑл халӑх умӗнчен пырӗ, вӑлах эсӗ хӑвӑн куҫупа ху курас [пӗтӗм] ҫӗре халӑха пайӑн-пайӑн валеҫсе парӗ, терӗ.
29
Эпир вара айлӑмра, Беф-Фегор хулипе тӗлме-тӗл, чарӑнса тӑтӑмӑр.
← Chapter 2
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 4 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34