bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
1 Samuel 1
1 Samuel 1
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 2 →
1
Ефрем тӑвӗ ҫинчи Рамафаим-Цофим хулинче пӗр ҫын, Ефрафа ҫынни, пурӑннӑ. Ӑна Елкана тесе чӗннӗ. Вӑл Иерохам ывӑлӗ пулнӑ, Иерохам — Илий ывӑлӗ, Илий — Тоху ывӑлӗ, Тоху вара Цуф ывӑлӗ пулнӑ;
2
Елканӑн икӗ арӑм пулнӑ: пӗрне Анна, тепӗрне Феннана тесе чӗннӗ; Феннанӑн ача пулнӑ, Аннӑн ача пулман.
3
Палӑртнӑ кунсенче ҫак ҫын Саваоф Ҫӳлхуҫана пуҫҫапма тата ӑна парне кӳме хӑйӗн хулинчен Силома ҫӳренӗ; унта [Илий тата] унӑн икӗ ывӑлӗ, Офнипе Финеес, Ҫӳлхуҫа священникӗсем пулнӑ.
4
Парне кӳнӗ кун Елкана унӑн пайӗсене хӑйӗн арӑмне Феннанӑна тата унӑн мӗнпур ывӑлӗпе хӗрне уйӑрса панӑ;
5
Аннӑна вара [унӑн ача ҫук тесе] ятарлӑ пай панӑ; Ҫӳлхуҫа Аннӑн варне хупӑ тытнӑ пулин те, упӑшки ӑна [Феннанӑна юратнинчен ытларах] юратнӑ.
6
Феннана Аннӑна кулянтарсах тӑнӑ, Ҫӳлхуҫа унӑн варне хупӑ тытнине аса илтерсе, ӳпкелешмелли сӑлтав тупа-тупа панӑ.
7
Турӑ Ҫуртне кайса килмессерен, кашни ҫулах, ҫапла пулнӑ: лешӗ хурлантарнӑ, ку вара йӗнӗ [те ӳпкелешнӗ], апат та ҫимен.
8
Елкана, упӑшки, ӑна ҫапла каланӑ: Анна! [Лешӗ: эпӗ кунтах, тенӗ. Елкана каланӑ:] мӗншӗн йӗретӗн-ха, мӗншӗн ҫиместӗн, мӗншӗн чӗрӳ хурланать-ха санӑн? эпӗ саншӑн вунӑ ывӑлтан та лайӑхрах мар-и вара? тенӗ.
9
Пӗррехинче, Силомра пӗрле ӗҫсе ҫинӗ хыҫҫӑн, Анна вырӑнтан ҫӗкленнӗ те [Ҫӳлхуҫа умне тӑнӑ]. Ҫав вӑхӑтра Илий священник Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн алӑкӗ умӗнчи ларкӑч ҫинче ларнӑ-мӗн.
10
Анна, пӗтӗм чун-чӗререн хурланса, Ҫӳлхуҫана кӗлтунӑ, татӑлса макӑрнӑ,
11
вӑл ҫапла каласа тупа тунӑ: эй [Пурне те Тума Пултаракан Турӑ,] Саваоф Ҫӳлхуҫа! Эсӗ Хӑвӑн чурун хурлӑхӗ ҫине хӗрхенсе пӑхсассӑн, мана аса илсессӗн, Эсӗ Хӑвӑн чуруна манса каймасассӑн, Эсӗ Хӑвӑн чуруна арҫын ачаллӑ тусассӑн, эпӗ ӑна унӑн кунӗсем вӗҫленичченех Ҫӳлхуҫана [халалласа] парӑп, [вӑл эрех те, ҫиккер те ӗҫмӗ,] унӑн пуҫне нихӑҫан та ҫӳҫ илекен ҫӗҫӗ сӗртӗнмӗ.
12
Вӑл Ҫӳлхуҫа умӗнче чылайччен кӗлтунӑ хушӑра Илий унӑн тути-ҫӑварӗ ҫине пӑхса тӑнӑ;
13
Анна хӑй ӑшӗнче каланӑран, сассине кӑлармасӑр тути-ҫӑварне ҫеҫ хускатнӑран Илий ӑна ӳсӗр пулӗ тесе шутланӑ.
14
Вара Илий ҫапла каланӑ: хӑҫанччен ӳсӗр пулӑн эсӗ? эрехӳнтен урӑл [та Турӑ умӗнчен кай], тенӗ.
15
Анна ҫапла хуравласа каланӑ: апла мар, хуҫамӑм; эпӗ — чун-чӗререн хурланакан арӑм, эрех те, ҫиккер те ӗҫмен эпӗ; чунӑма Ҫӳлхуҫа умӗнче уҫса патӑм;
16
хӑвӑн чуруна юрӑхсӑр хӗрарӑм тесе ан шутла, эпӗ хама чӑтма ҫук хурлӑх пуснӑран ҫапла нумайччен калаҫрӑм, тенӗ.
17
Илий ҫапла хуравласа каланӑ: лӑпланса каях эппин, Израиль Турри эсӗ Унран мӗн ыйтнине пурӑнӑҫа килтерӗ, тенӗ.
18
Анна вара каланӑ: санӑн чуру сан куҫу умӗнче ырӑлӑх туптӑрччӗ! тенӗ. Вӑл ӗнтӗ хӑй ҫулӗпе кайнӑ, апат та ҫинӗ, унӑн сӑнӗ-пичӗ унчченхи пекех хурлӑхлӑ пулман.
19
Вӗсем ирпеле тӑнӑ та Ҫӳлхуҫана пуҫҫапнӑ, унтан Рамӑна, хӑйсен килне, таврӑннӑ. Елкана хӑйӗн арӑмӗпе Аннӑпа хутшӑннӑ, Ҫӳлхуҫа Аннӑна аса илнӗ.
20
Кӑштах вӑхӑт иртсессӗн, Анна йывӑр ҫын пулнӑ та ывӑл ҫуратса панӑ, ӑна Самуил тесе ят хунӑ; [вӑл ҫапла каланӑ:] эпӗ ӑна Ҫӳлхуҫаран [Саваоф Турӑран] ыйтса илтӗм, тенӗ.
21
Унӑн упӑшки Елкана хӑйӗн пӗтӗм кил-йышӗпе пӗрле [Силома] — Ҫӳлхуҫана ҫулсерен кӳрекен парнене кӳме, мӗн тума асӑннине вырӑна килтерме [тата хӑй ҫӗрӗ ӳстернӗ мӗнпур ҫимӗҫӗн вуннӑмӗш пайне пама] — тухса кайнӑ.
22
Анна [унпа пӗрле] кайман, упӑшкине вӑл ҫапла каланӑ: ачана кӑкӑр ӗмӗртме пӑрахтарсассӑн, вӑл кӑштах ӳссессӗн, эпӗ ӑна хамах илсе кайӑп та вӑл Ҫӳлхуҫа умне тӑрӗ, яланлӑхах унта юлӗ, тенӗ.
23
Елкана вара, упӑшки, ӑна ҫапла каланӑ: ху мӗн тӑвас тетӗн, ҫавна ту; ӑна кӑкӑр ӗмӗртме пӑрахтариччен юлах; анчах [сан чӗлхӳ-ҫӑварунтан тухнӑ] сӑмаха Ҫӳлхуҫа ҫирӗплеттӗрччӗ, тенӗ. Арӑмӗ вара килтех юлнӑ, ачине хӑҫанччен ӗмӗртмелле пулнӑ, ҫавӑн пек ӗмӗртнӗ те вӑл.
24
Ачине кӑкӑр ӗмӗртме пӑрахтарсассӑн, вӑл ӑна Силома илсе кайнӑ, хӑйпе пӗрле виҫӗ пӑру, [ҫӑкӑрсем,] пӗр ефа ҫӑнӑх тата пӗр такмак эрех илсе вӗсем Силома Турӑ Ҫуртне ҫитнӗ, [ача та пӗрлех пулнӑ]; ачи пӗчӗк пулнӑ-ха.
25
[Ачана Ҫӳлхуҫа умне илсе пынӑ; унӑн ашшӗ Ҫӳлхуҫана парне кӳнӗ, палӑртнӑ кунсенче мӗнле парне кӳрсе тӑнӑ, ун чухне те ҫавӑн пек парне кӳнӗ. Ачине ҫавӑтса кӗнӗ,] пӑру пуснӑ; ачине [амӑшӗ, Анна,] Илий патне илсе пынӑ та
26
каланӑ: эй хуҫамӑм! санӑн чуну чӗрӗ пултӑрах, хуҫамӑм! эпӗ шӑпах сан умӑнта тӑрса Ҫӳлхуҫана кӗлтунӑ хӗрарӑм пулатӑп;
27
эпӗ ҫак ачашӑн кӗлтурӑм, Ҫӳлхуҫа эпӗ Хӑйӗнчен ыйтнине ҫитерчӗ;
28
эпӗ ӑна унӑн кунҫулӗ мӗн вӗҫленичченех Ҫӳлхуҫана паратӑп — вӑл Ҫӳлхуҫашӑн ӗҫлесе тӑрӗ, тенӗ. Вара вӑл ҫавӑнта Ҫӳлхуҫа умне ӳксе пуҫҫапнӑ.
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 2 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31