bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
1 Samuel 3
1 Samuel 3
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 2
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 4 →
1
Ҫамрӑк ача Самуил ӗнтӗ Илий патӗнче Ҫӳлхуҫана ӗҫлесе пурӑннӑ; ун чухне Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ сайра пулнӑ, Турӑ курӑнни-уҫса пани те тӑтӑшах пулман.
2
Ҫав вӑхӑтра, Илий хӑй вырӑнӗнче выртнӑ чухне, — вӑл тӗлӗре пуҫланӑ ӗнтӗ, ҫавӑнпа вӑл курман та, —
3
Турӑ ҫутаткӑҫӗ сӳнмен пулнӑ-ха, Самуил вара Турӑ арчи ларакан Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче выртнӑ;
4
Ҫӳлхуҫа Самуила чӗнсе каланӑ: [Самуил, Самуил!] Лешӗ хуравланӑ: эпӗ кунтах! тенӗ.
5
Вара ача Илий патне чупса пынӑ та: эпӗ кунтах! эсӗ мана чӗнтӗн, тенӗ. Анчах лешӗ: эпӗ сана чӗнмен; каялла кайса вырт, тенӗ. Ача вара каялла кайса выртнӑ.
6
Анчах Ҫӳлхуҫа Самуила тепӗр хут чӗннӗ: [Самуил, Самуил!] Вӑл тӑнӑ та, Илий патне иккӗмӗш хут пырса: эпӗ кунтах! эсӗ мана чӗнтӗн, тенӗ. Анчах лешӗ: эпӗ сана чӗнмен, ывӑлӑм; каялла кайса вырт, тенӗ.
7
Самуил унччен Ҫӳлхуҫа сассине илтмен пулнӑ-ха, халиччен уншӑн Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ уҫӑлман-ха.
8
Ҫӳлхуҫа Самуила тата тепре, виҫҫӗмӗш хут, чӗннӗ. Ача тӑнӑ та, Илий патне пырса: эпӗ кунтах! эсӗ мана чӗнтӗн, тенӗ. Илий вара ҫак ачана Ҫӳлхуҫа чӗннине ӑнланса илнӗ.
9
Илий Самуила каланӑ: каялла кайса вырт, [Чӗнекенӗ] хӑвна чӗнсессӗн, эсӗ ҫапла кала: Ҫӳлхуҫамӑм, кала: Санӑн чуру итлет, те, тенӗ. Самуил хӑйӗн вырӑнне кайса выртнӑ.
10
Ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа килнӗ, каллех Унӑн сасси илтӗннӗ: Самуил, Самуил! Самуил вара: кала, [Ҫӳлхуҫамӑм,] Санӑн чуру итлет, тенӗ.
11
Ҫӳлхуҫа Самуила ҫапла каланӑ: акӑ Эпӗ Израильре пӗр ӗҫ тӑвӑп та, ҫавӑн ҫинчен илтекенӗн икӗ хӑлхи те янӑраса кайӗ;
12
ҫав кун Эпӗ Илий килӗ ҫинчен мӗн каланине йӑлтах пурӑнӑҫа килтерӗп; Эпӗ пуҫлӑп та вӗҫлӗп;
13
Эпӗ ӑна пӗлтертӗм: вӑл хӑйӗн ывӑлӗсем чыссӑр ӗҫсем тунине пӗлнӗ, анчах вӗсене ҫӑварлӑхламан, ҫав айӑпшӑн Эпӗ вӗсенӗн килне ӗмӗрлӗхе хаса паратӑп, терӗм;
14
ҫавӑнпа тупа туса калатӑп: Илий килӗн айӑпне нимӗнле парне те, тырӑ-пулӑ парни те ӗмӗрне те ҫырлахтарас ҫук.
15
Самуил ирччен ҫывӑрнӑ, [ирех тӑнӑ та] Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн алӑкӗсене уҫса янӑ; Самуил хӑй курнине Илие пӗлтерме хӑранӑ.
16
Илий ӑна хӑех чӗнсе илнӗ: Самуил ывӑлӑм! тенӗ. Лешӗ: эпӗ кунтах! тенӗ.
17
Илий ҫапла каланӑ: сана мӗн каланӑ? манран ан пытар; хӑвна каланинчен эсӗ манран мӗн те пулин пытарас пулсассӑн, Турӑ сана ӑна та, кӑна та кӑтартӗ, тата ытларах та кӑтартӗ, тенӗ.
18
Самуил ӑна йӑлтах, нимӗн пытармасӑр, каласа панӑ. Вара [Илий] каланӑ: Вӑл — Ҫӳлхуҫа; Хӑй мӗн тӑвас тет, ҫавна тӑвать, тенӗ.
19
Самуил ӳссе ҫитнӗ, Ҫӳлхуҫа унпа пӗрлех пулнӑ; Самуила мӗн каланинчен пӗр сӑмах та пурнӑҫланмасӑр юлман.
20
Ҫӳлхуҫа Самуила пророк пулма суйласа илнине пӗтӗм Израиль — Данран пуҫласа Вирсавия таранччен — пӗлнӗ.
21
Самуила Силомра Хӑйӗн сӑмахӗ урлӑ Хӑйне уҫса панӑ хыҫҫӑн та Ҫӳлхуҫа Силомра курӑнма пӑрахман. [Самуил Ҫӳлхуҫа пророкӗ пулнине Израильре пур ҫӗрте те, ҫӗрӗн пӗр вӗҫӗнчен пуҫласа тепӗр вӗҫне ҫитиех, ӗненме тытӑннӑ. Илий ӗнтӗ питӗ ватӑлса ҫитнӗ, унӑн ывӑлӗсем вара ҫаплах Ҫӳлхуҫа умӗнче хӑйсенӗн юрӑхсӑр ҫулӗпе ҫӳренӗ.] Самуил ӗнтӗ пӗтӗм Израильпе калаҫнӑ.
← Chapter 2
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 4 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31