bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
1 Samuel 27
1 Samuel 27
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 26
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 28 →
1
Давид вара хӑй ӑшӗнче ҫапла шутланӑ: хӑҫан та пулин эпӗ Саул аллине лекетӗпех ӗнтӗ, маншӑн филистимсен ҫӗрне тарса хӑтӑлассинчен лайӑххи нимӗн те ҫук; вара Саул манран хӑпӗ, малашне мана пӗтӗм Израиль ҫӗрӗ тӑрӑх шыраса ҫӳремӗ, эпӗ те унран хӑтӑлӑп, тенӗ.
2
Вара Давид, хӑйпе пӗрле пулнӑ ултҫӗр ара илсе, Анхус патне — Маох ывӑлӗ, Геф патши патне — кайнӑ.
3
Давидпа унӑн ҫыннисем кашнийӗ хӑйӗн кил-йышӗпе пӗрле Анхус патӗнче Гефра пурӑннӑ, Давидпа пӗрле унӑн икӗ арӑмӗ — Изреель хӗрӗ Ахиноама тата Авигея, Навал арӑмӗ пулнӑскер, Кармил хӗрӗ — пулнӑ.
4
Давид Гефа тарса кайни ҫинчен Саул патне хыпар ҫитернӗ, анчах Саул ӑна текех шыраман.
5
Давид Анхуса ҫапла каланӑ: санӑн куҫу умӗнче ырӑлӑх тупрӑм пулсассӑн, мана пӗр пӗчӗк хулара вырӑн паринччӗҫ те, эпӗ ҫавӑнта пурӑнӑттӑм; мӗншӗн-ха санӑн чурун санпа пӗрле патша хулинче пурӑнмалла? тенӗ.
6
Анхус вара ӑна Секелаг хулине панӑ; ҫавӑнпа Секелаг халичченех Иудея патшисен хули шутланать.
7
Давид Филисти ҫӗршывӗнче пурӗ ҫулталӑк та тӑватӑ уйӑх пурӑннӑ.
8
Вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн Давидпа унӑн ҫыннисем тахҫантанпах ҫак ҫӗршывра Сур пушхирӗпе Египет хутлӑхӗнче пурӑнакан Гессур, Гизрий, Амалик халӑхӗсене тапӑннӑ.
9
Давид ҫак ҫӗршыва тустарсах тӑнӑ, арҫыннине те, хӗрарӑмне те чӗррӗн хӑварман, сурӑхне те, вӑкӑрне те, ашакне те, тӗвине те, тумтирне те пӗтӗмпе турта-турта илнӗ; каялла таврӑннӑ, Анхус патне пыра-пыра кайнӑ.
10
Анхус Давида: кама тапӑнтӑр-ха паян? тенӗ. Давид каланӑ: кӑнтӑрти Иудея ҫӗршывне, кӑнтӑрти Иерахмеел ҫӗршывне тата кӑнтӑрти Кеней ҫӗршывне, тенӗ.
11
Давид пӗр арҫынна та, пӗр хӗрарӑма та чӗррӗн хӑварман, вӗсене Гефа та илсе пыман, вӑл ҫапла шутланӑ: вӗсем пирӗн ҫинчен: «Давид ҫапла хӑтланчӗ, вӑл Филисти ҫӗршывӗнче пурӑннӑ чухне хӑйне ҫапла тыткаларӗ» тесе евит тума пултараҫҫӗ, тенӗ.
12
Анхус вара, Давида ӗненсе, ҫапла шухӑшланӑ: вӑл ӗнтӗ хӑйӗн Израиль халӑхне йӗрӗнтерсе ҫитернӗ, малашне ӗмӗрлӗхех манӑн тарҫӑ пулӗ, тенӗ.
← Chapter 26
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 28 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31