bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
1 Samuel 6
1 Samuel 6
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 5
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 7 →
1
Ҫӳлхуҫа арчи Филисти ҫӗрӗнче ҫичӗ уйӑх пулнӑ, [ӗнтӗ ҫав ҫӗрте шӑши ӗрчесе тулнӑ].
2
Филистимсем апӑссене, тухатакансене [тата ӑрӑмҫӑсене] пухнӑ та ҫапла каланӑ: Ҫӳлхуҫа арчипеле мӗн тумалла-ши пирӗн? ӑна хӑй вырӑнне мӗнле ӑсатмаллине вӗрентӗр-ха пире, тенӗ.
3
Лешӗсем каланӑ: эхер те эсир Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗн [халал] арчине каялла ярас тетӗр пулсассӑн, ӑна ахаль ан ярӑр, Ӑна ӳкӗнӗҫ парни кӳрӗр; вара сывалса ҫитӗр те Унӑн алли сирӗн ҫинчен мӗншӗн сирӗлменнине пӗлӗр, тенӗ.
4
Вара вӗсем: пирӗн Ӑна мӗнле ӳкӗнӗҫ парни кӳмелле-ши? тенӗ. Лешӗсем каланӑ: Филисти ҫӗрне тытса тӑракансем миҫен пулнине кура пилӗк ылтӑн мӑкӑль тата пилӗк ылтӑн шӑши памалла, мӗншӗн тесессӗн эсир те, сире тытса тӑракансем те пӗр асапах тӳснӗ;
5
ҫапла вара хӑвӑра асаплантарнӑ шыҫӑ-мӑкӑльсен тата ҫӗре ҫаратса хӑваракан шӑшисен кӗлеткисене шӑратса кӑларӑр та Израиль Туррине аслӑласа мухтӑр; тен, Вӑл хӑвӑр ҫинче, сирӗн туррӑрсем ҫинче тата сирӗн ҫӗрӗр ҫинче тытса тӑракан аллине ҫӑмӑллатӗ;
6
мӗншӗн-ха сирӗн хӑвӑр чӗрӗре Египет ҫыннисемпе фараон пек хаярлантармалла? ав ун чухне Ҫӳлхуҫа вӗсене Хӑйӗн вӑйне кӑтартрӗ те, вӗсем Израиль ҫыннисене кӑларса ячӗҫ, лешӗсем кайрӗҫ;
7
эсир тытӑр та пӗр ҫӗнӗ ҫар урапи тӑвӑр, пуҫласа пӑруланӑ икӗ ӗне суйласа илӗр, халиччен вӗсене хӑмӑт тивмен пултӑр, ҫав ӗнесене ҫар урапи кӳлӗр, пӑрушӗсене, вӗсенчен уйӑрса, килӗрте хӑварӑр;
8
унтан Ҫӳлхуҫа арчине илӗр те ӑна ҫар урапи ҫине лартӑр, Ӑна ӳкӗнӗҫ парни кӳме хатӗрленӗ ылтӑн япаласене ун айккине пӗр ещӗкпе лартса хурӑр; кӑларса ярӑр ӑна, кайтӑрах;
9
пӑхсах тӑрӑр, эхер те вӑл хӑйӗн ҫӗрӗ енне, Вефсамис енне, каять пулсассӑн, ҫак шутсӑр усал ӗҫе пире хирӗҫ вӑл тунӑ; эхер те унталла каймасть пулсассӑн, эпир пӗлсе тӑрӑпӑр, пире асаплантараканни унӑн алли пулман, ку асап пире ӑнсӑртран ҫитнӗ, тенӗ.
10
Вара вӗсем ҫапла тунӑ: пуҫласа пӑруланӑ икӗ ӗне суйласа илнӗ те вӗсене ҫар урапи кӳлсе янӑ, вӗсен пӑрушӗсене килӗсенче хӑварнӑ;
11
Ҫӳлхуҫа арчине тата ылтӑн шӑшисемпе мӑкӑль ӗренкисем тултарнӑ ещӗке ҫар урапи ҫине лартнӑ.
12
Ӗнесем тӳрех Вефсамис ҫулӗ патнелле кайнӑ; пӗр ҫулпах пынӑ, мӗкӗрсе пынӑ, анчах сылтӑмалла та, сулахаялла та пӑрӑнман; Филисти ҫулпуҫӗсем вара вӗсем хыҫҫӑн Вефсамис чиккине ҫитиех пынӑ.
13
Вефсамисра пурӑнакансем ҫав вӑхӑтра айлӑмра тулӑ вырнӑ, пӑхнӑ та Ҫӳлхуҫа арчине курах кайнӑ, ӑна курсассӑн савӑнсах ӳкнӗ.
14
Ҫар урапи Вефсамис ҫыннин Иисусӑн хирне ҫитнӗ те тӑпах чарӑннӑ; кунта пысӑк чул пулнӑ, ҫар урапине вутӑ валли вакласа тӑкнӑ, ӗнисене пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлхуҫана парне кӳнӗ.
15
Левитсем, Ҫӳлхуҫа арчине тата унпа юнашар ларакан ылтӑн япаласем тултарнӑ ещӗке йӑтса антарса, ҫав пысӑк чул ҫине лартнӑ; Вефсамисра пурӑнакансем вара ҫав кунхине выльӑх пусса Ҫӳлхуҫана парне кӳнӗ, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнесем кӳнӗ.
16
Ҫакна Филисти ҫӗрне тытса тӑракан пилӗк пуҫлӑх курнӑ, ҫав кунах вӗсем Аккарона таврӑннӑ.
17
Филистимсем Ҫӳлхуҫана кӳнӗ ӳкӗнӗҫ парнинчи ҫак ылтӑн мӑкӑльсенчен пӗри Азотшӑн, пӗри Газӑшӑн, пӗри Гефшӑн, пӗри Аккароншӑн пулнӑ;
18
ылтӑн шӑшийӗсем вара Филисти хулисен шутне кура, вӗсене тытса тӑракан пилӗк ҫын шутне кура, Ҫӳлхуҫа арчине лартса хунӑ пысӑк чул патне ҫити тӑсӑлакан ҫирӗплетнӗ хуласемпе уҫӑ ялсен ятӗнчен пулнӑ. Ҫав чул паян кунчченех Вефсамис ҫыннин Иисусӑн хирӗнче выртать.
19
[Вефсамисра пурӑнакан Иехонния ывӑлӗсенӗн Ҫӳлхуҫа арчине курнӑшӑн савӑнмалла мар пулса тухнӑ.] Вефсамисра пурӑнакансем Ҫӳлхуҫа арчине уҫа-уҫа пӑхнӑ, ҫавӑншӑн Вӑл вӗсене хӗн кӑтартнӑ, аллӑ пин те ҫитмӗл ҫынна пӗтерсе тӑкнӑ; ӗнтӗ халӑх макӑрса янӑ, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа халӑха шутсӑр пысӑк асап кӑтартнӑ.
20
Вара Вефсамисра пурӑнакансем каланӑ: Ҫӳлхуҫа умӗнче, ҫакӑ сӑваплӑ Турӑ умӗнче, кам тӑма пултарайӗ? пирӗн патӑмӑртан Вӑл кам патне кайӗ? тенӗ.
21
Вара вӗсем Кириаф-Иарим хулинче пурӑнакансем патне элчӗсем янӑ, вӗсене: «филистимсем Ҫӳлхуҫа арчине тавӑрса пачӗҫ; килӗр, ӑна хӑвӑр патӑра илсе кайӑр» теме хушнӑ.
← Chapter 5
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 7 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31