bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
1 Samuel 13
1 Samuel 13
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 12
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 14 →
1
Саул патшана ларнӑранпа ҫулталӑк иртнӗ, Израильре иккӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Саул Израиль ҫыннисенчен хӑйне валли виҫӗ пинне суйласа илнӗ:
2
икӗ пинӗ Саулпа пӗрле Михмас хулинче тата Вефиль тӑвӗ ҫинче пулнӑ, пинӗшӗ Ионафанпа пӗрле Вениамин ҫӗрӗнчи Гива хулинче пулнӑ; ытти халӑха вӑл хӑйсен килӗсене янӑ.
3
Ионафан Гивӑра тӑнӑ филистимсен хурал ушкӑнне аркатса тӑкнӑ; филистимсем ҫакӑн ҫинчен илтнӗ. Саул вара: еврейсем илтчӗр! тесе, пӗтӗм ҫӗршывӗ тӑрӑх трупа кӑшкӑртса янраттарса тухнӑ.
4
Саул филистимсен хурал ушкӑнне аркатса тӑкни ҫинчен, ӗнтӗ филистимсем Израиле курайми пулни ҫинчен пӗтӗм Израиль илтнӗ, вара халӑх Саул патне Галгала пухӑннӑ.
5
Филистимсем те Израиле хирӗҫ вӑрҫӑ вӑрҫма пуҫтарӑннӑ: вӑтӑр пин ҫар урапи, ултӑ пинлӗ утлӑ ҫар тата тинӗс хӗрринчи хӑйӑр пӗрчи пек йышлӑ халӑх; пынӑ та Михмасра Беф-Авенӑн хӗвелтухӑҫ енне тапӑр лартса чарӑнса тӑнӑ.
6
Израиль ҫыннисем, халӑха хӗссе лартнине, хӑйсем хӑрушлӑха кӗрсе ӳкнине курса, ҫӗр хӑвӑлӗсене, ту ҫурӑкӗсене, чул хысакӗсем хушшине, пашнесене, шӑтӑксене тарса пытаннӑ;
7
еврейсенчен хӑшӗ-пӗри вара Иордан леш енне Гадпа Галаад ҫӗршывне каҫса кайнӑ; Саул Галгалрах пулнӑ-ха, унпа пӗрле пулнӑ пӗтӗм халӑх хӑрасах ӳкнӗ.
8
Вӑл Самуил палӑртса хунӑ вӑхӑта ҫичӗ кун кӗтнӗ, анчах Самуил Галгала пыман; вара халӑх Саул патӗнчен тарма пуҫланӑ.
9
Саул ӗнтӗ ҫапла каланӑ: пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне валли тата канӑҫлӑх парни валли палӑртса хунисене ман патӑма илсе килӗр, тенӗ. Вӑл вара пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парне кӳнӗ.
10
Вӑл пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парне кӳнӗ ҫеҫ — акӑ Самуил пырса ҫитет; Саул ӑна саламлама хирӗҫ тухнӑ.
11
Анчах та Самуил: эсӗ мӗн турӑн? тенӗ. Саул хуравланӑ: эпӗ хам патӑмран халӑх тарма пуҫланине куртӑм, эсӗ вара палӑртса хунӑ вӑхӑтра ҫитеймерӗн, филистимсем ав Михмаса пухӑнчӗҫ;
12
эпӗ ӗнтӗ ҫапла шухӑшларӑм: «филистимсем халь-халь ман патӑма Галгала ҫитӗҫ, эпӗ вара Ҫӳлхуҫана ҫырлахтарман та-ха» терӗм, ҫавӑнпа пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парне кӳме шут тытрӑм, тенӗ.
13
Самуил Саула каланӑ: Ҫӳлхуҫа Турру хӑвна мӗн хушнине итлемесӗр эсӗ япӑх турӑн, Ӑна итленӗ пулсассӑн халӗ Ҫӳлхуҫа сана яланлӑхах Израиль патши пулма ҫирӗплетнӗ пулӗччӗ;
14
эсӗ ӗнтӗ ӗмӗрех патша пулаймӑн: Ҫӳлхуҫа Хӑй валли Хӑйӗн чӗри кӑмӑллакан ар тупӗ, Ҫӳлхуҫа ӑна Хӑй халӑхӗн ҫулпуҫӗ пулма хушӗ, мӗншӗн тесессӗн эсӗ Ҫӳлхуҫа хӑвна мӗн хушнине тӳрре кӑлармарӑн, тенӗ.
15
Самуил вара Галгалран Вениаминсен Гивине кайнӑ; [Саул та хӑйпе пӗрле юлнӑ ҫынсемпе Галгалран Вениаминсен Гивине кайма тухнӑ, ҫавӑн чухне вӗсене тӑшман ҫарӗ тапӑннӑ;] Саул хӑйпе пӗрле пулнӑ ҫынсене шутласа пӑхнӑ та, вӗсем ултҫӗр ҫын пулнӑ.
16
Саул хӑйӗн ывӑлӗпе Ионафанпа тата хӑйсемпе пӗрле пулнӑ ҫынсемпе Вениаминсен Гивинче пытанса ларнӑ, [пӑшӑрханнӑ]; филистимсем вара Михмасра тапӑрпа тӑнӑ.
17
Ҫӗре тустарма-ҫаратма филистимсен тапӑрӗнчен виҫӗ ҫар ушкӑнӗ тухнӑ: пӗри Офра енне, Суаль хутлӑхне, кайнӑ,
18
тепӗр ушкӑнӗ Вефорон ҫулӗпе кайнӑ, виҫҫӗмӗшӗ вара Цевоим айлӑмӗн чикки еннелле, пушхирелле, кайнӑ.
19
Израиль ҫӗрӗнче пӗр тимӗрҫӗ те пулман, мӗншӗн тесессӗн Филисти ҫыннисем еврейсем хӗҫ е сӑнӑ тӑвасран хӑранӑ.
20
Израиль ҫыннисен суха тӗренӗ, кӗреҫи, сенӗкӗ, пуртти катӑлсассӑн-мӑкалсассӑн е шӑчӑ вӗҫне тӳрлетмелле пулсассӑн, хӑйсен суха тӗренне, кӗреҫине, пурттине тата катмакне хӑйрама филистимсем патне ҫӳремелле пулнӑ.
22
Ҫавӑнпа та [Михмас] вӑрҫинче Саулпа тата Ионафанпа пӗрле пулнӑ халӑхӑн хӗҫ те, сӑнӑ та пулман, вӗсем Саулпа Ионафанӑн, унӑн ывӑлӗн, ҫеҫ пулнӑ.
23
Ӗнтӗ филистимсен малти ушкӑнӗ Михмас каҫми патне ҫитсе тухнӑ.
← Chapter 12
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 14 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31