bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
1 Samuel 7
1 Samuel 7
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 6
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 8 →
1
Кириаф-Иаримра пурӑнакансем килнӗ те Ҫӳлхуҫа арчине илсе кайнӑ, ӑна Аминадав ҫуртне, сӑрт ҫине, йӑтса ҫитернӗ, Елеазара, унӑн ывӑлне, Ҫӳлхуҫа арчине сыхлама хушнӑ.
2
Ҫӳлхуҫа арчи Кириаф-Иаримра юлнӑранпа нумай вӑхӑт, пӗр ҫирӗм ҫул, иртнӗ. Пӗтӗм Израиль халӑхӗ Ҫӳлхуҫа енне ҫаврӑннӑ.
3
Самуил вара пӗтӗм Израиль халӑхне ҫапла тесе каланӑ: эсир пӗтӗм чун-чӗререн Ҫӳлхуҫа енне ҫаврӑнатӑр пулсассӑн, ют ҫӗр туррисемпе Астартӑсене хӑвӑр хушшӑртан хӑваласа ярӑр, хӑвӑр чӗрӗре Ҫӳлхуҫана вырӑнаҫтарӑр, пӗр Уншӑн ҫеҫ ӗҫлесе тӑрӑр, Вӑл вара сире филистимсен аллинчен хӑтарӗ, тенӗ.
4
Израиль ывӑлӗсем Ваалсемпе Астартӑсене хӑваласа янӑ та пӗртен-пӗр Ҫӳлхуҫашӑн ҫеҫ ӗҫлесе пурӑнма пуҫланӑ.
5
Каланӑ вара Самуил: Израиль ҫыннисене пурне те Массифа хулине пуҫтарӑр та, эпӗ сирӗншӗн Ҫӳлхуҫана кӗлтӑвӑп, тенӗ.
6
Вара Массифӑна пуҫтарӑннӑ, шыв ӑсса, Ҫӳлхуҫа умне тӑкнӑ, ҫав кун эпир Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫылӑха кӗтӗмӗр тесе типӗ тытнӑ. Самуил Массифӑра Израиль ывӑлӗсен тавӑҫӗсене татса панӑ.
7
Филистимсем Израиль ывӑлӗсем Массифӑна пухӑннине пӗлсессӗн, Филисти ҫулпуҫӗсем Израиле хирӗҫ кайнӑ. Ҫакӑн ҫинчен илтсессӗн Израиль ҫыннисем филистимсенчен хӑраса ӳкнӗ.
8
Ӗнтӗ Израиль ывӑлӗсем Самуила каланӑ: пирӗншӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑра тархаслама ан чарӑн, Вӑл пире филистимсен аллинчен ҫӑлтӑрччӗ, тенӗ. [Самуил каланӑ: эпӗ Ҫӳлхуҫа Туррӑмран хӑпас ҫук, сирӗншӗн тархасласа кӗлтума чарӑнас ҫук! тенӗ.]
9
Самуил чӗчӗ ӗмекен пӗр путеке суйласа илнӗ те ӑна [пӗтӗм халӑхпа пӗрле] пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлхуҫана парне кӳнӗ, Самуил ӗнтӗ Ҫӳлхуҫана Израильшӗн тархасланӑ, ӑна Ҫӳлхуҫа илтнӗ.
10
Самуил пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парне кӳнӗ чухне филистимсем Израильпе ҫапӑҫма ҫитнӗ. Анчах ҫав кун Ҫӳлхуҫа филистимсен тӗлӗнче аслати сассиллӗн хӑрушла кӗмсӗртеттерсе янӑ та вӗсене сехӗрлентерсе пӑрахнӑ, вӗсем ӗнтӗ тарма пуҫланӑ.
11
Израиль ҫыннисем, Массифӑран тапранса тухса, филистимсене хыҫалтан хӑваласа кайнӑ, вӗсене Вефхор ҫывӑхӗнчи вырӑна ҫитичченех аркатса пынӑ.
12
Самуил пӗр чул илнӗ те ӑна Массифӑпа Сен хушшине вырӑнаҫтарса лартнӑ, ҫавна вӑл, Авен-Езер тесе ят парса, ҫапла каланӑ: Ҫӳлхуҫа пире ҫак вырӑна ҫитиччен пулӑшрӗ, тенӗ.
13
Филистимсене ҫапла йӑвашлатнӑ, вӗсем Израиль ҫӗрӗ ҫине ҫӳреме пӑрахнӑ; Самуил пурӑннӑ чухне филистимсене Ҫӳлхуҫа алли пусса тӑнӑ.
14
Филистимсем Израильрен туртса илнӗ хуласене, Аккаронран пуҫласа Гефа ҫити, Израиле каялла тавӑрса панӑ, Израиль вӗсемпе чикӗллӗ ҫӗрсене те Филисти аллинчен хӑтарнӑ, Израильпе аморрейсем хушшинче тӑнӑҫлӑх пуҫланнӑ.
15
Самуил ӗнтӗ пурӑнӑҫӗ тӑршшӗпех Израиль тӳри пулнӑ:
16
ҫултан ҫулах вӑл Вефиль, Галгал тата Массифа хулисене ҫитсе ҫаврӑнса тухнӑ, ҫавӑнти мӗнпур вырӑнта Израиле сут тунӑ;
17
кайран вӑл Рамӑна таврӑннӑ, мӗншӗн тесессӗн унӑн килӗ-ҫурчӗ ҫавӑнта пулнӑ, унта вӑл Израиле сут тунӑ, унта вӑл Ҫӳлхуҫана парне кӳмелли вырӑн туса лартнӑ.
← Chapter 6
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 8 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31