bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
1 Samuel 20
1 Samuel 20
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 19
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 21 →
1
Давид, Рамӑри Навафран тарса кайса, Ионафан патне ҫитнӗ те каланӑ: мӗн турӑм-ши эпӗ, мӗн тӗрӗс марри турӑм-ши, санӑн аҫу умӗнче мӗнпе ҫылӑха кӗтӗм-ши, мӗншӗн вӑл манӑн чуна шырать-ха? тенӗ.
2
[Ионафан] ӑна каланӑ: ҫук, эсӗ вилместӗн; мана каламасӑр атте пысӑк ӗҫ те, пӗчӗк ӗҫ те тумасть; ку ӗҫе те мӗншӗн манран пытармалла-ха унӑн? кун пекки пулас ҫук, тенӗ.
3
Давид тупа туса каланӑ: санӑн аҫу эсӗ мана кӑмӑлланине питӗ лайӑх пӗлет, ҫавӑнпа вӑл хӑйне хӑй: «Ионафан ҫакӑн ҫинчен ан пӗлтӗр, кулянса ан ӳктӗр» тет; Ҫӳлхуҫа чӗрӗ, санӑн чуну та чӗрӗ! ӗнтӗ манпала вилӗм хушшинче пӗр утӑм ҫеҫ юлчӗ, тенӗ.
4
Ионафан Давида каланӑ: санӑн чуну мӗн ыйтнине эпӗ йӑлтах тӑвӑп, тенӗ.
5
Давид Ионафана каланӑ: ыран акӑ ҫӗнӗ уйӑх уявӗ, манӑн патшапа юнашар сӗтел хушшинче лармалла; мана тытса ан тӑр, каям, эпӗ виҫминехи каҫчен хирте пытанса пурӑнӑп.
6
Эхер те санӑн аҫу ман ҫинчен ыйтсассӑн, эсӗ: «Давид манран ирӗк ыйтса хӑйӗн хулине Вифлееме кайрӗ: вӗсенӗн пӗтӗм йӑхӗ унта ҫулталӑкшӑн кӳмелли парне парать» те.
7
Эхер те, ҫакӑнпа килӗшсе, вӑл: «юрать» тесессӗн, санӑн чуру тӑнӑҫлӑ ҫӳрӗ; эхер те тарӑхса кайсассӑн, пӗлсех тӑр, вӑл усал ӗҫ тума шутласа хунӑ.
8
Эсӗ вара хӑвӑн чуруна ырӑ тусам, — эсӗ хӑвӑн чурупа Ҫӳлхуҫа умӗнче килӗшӳ тусаччӗ, — манӑн мӗнле те пулин айӑп пулсассӑн, вӗлер мана; мӗншӗн-ха санӑн мана хӑвӑн аҫу патне илсе каймалла? тенӗ.
9
Ионафан каланӑ: санпа нимӗн те пулмасть; эхер те аттем сана хирӗҫ усал ӗҫ тума шутласа хунине пӗлсессӗн, сана ҫавӑн ҫинчен пӗлтермӗп-и вара? тенӗ.
10
Давид Ионафана каланӑ: эхер те аҫу сана хаяррӑн хуравласассӑн, кам пӗлтерӗ-ха мана? тенӗ.
11
Ионафан Давида каланӑ: атя-ха, хире тухар, тенӗ. Вара иккӗшӗ те хире тухнӑ.
12
Ионафан Давида каланӑ: Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри чӗрӗ! эпӗ ыран ҫак вӑхӑталла е ыран мар тепӗр кун аттерен пӗтӗмпе ыйтса пӗлӗп; эхер те вӑл Давид ҫинчен кӑмӑллӑ калаҫсассӑн, эпӗ сан патна ҫын ямӑп, сана тӳрех пӗлтермӗп,
13
Ионафана Ҫӳлхуҫа ӑна та, кӑна та кӑтарттӑр, тата ытларах та кӑтарттӑр. Эхер те манӑн атте сана хирӗҫ усал ӗҫ тума шутлать пулсассӑн, ҫакна эпӗ сана тӳрех пӗлтерӗп, сана ирӗке ярӑп, каях вара: Ҫӳлхуҫа ман аттепе пулнӑ пек, Вӑл санпа пӗрле те пултӑр!
14
Анчах эсӗ те, эпӗ сывах юлас пулсассӑн, мана Ҫӳлхуҫа ырӑлӑхне кӳр.
15
Эхер те эпӗ вилес пулсассӑн, манӑн килӗме ан пӑрах, нихӑҫан та — Ҫӳлхуҫа ҫӗр ҫинчен Давидӑн мӗнпур тӑшманне пӗтерсе тӑксассӑн та — ӑна хӑвӑн ырӑлӑхна кӑтартма ан пӑрах, тенӗ.
16
Ионафан ҫапла Давид килӗпе килӗшӳ тунӑ та каланӑ: Ҫӳлхуҫа Давид тӑшманӗсенчен шыраса илтӗр! тенӗ.
17
Ионафан ӗнтӗ туслӑх ячӗпе тупа тунӑ, мӗншӗн тесессӗн Давида вӑл хӑйӗн чунне юратнӑ пекех юратнӑ.
18
Ионафан ӑна каланӑ: ыран ҫӗнӗ уйӑх уявӗ, сан ҫинчен ыйтӗҫ, мӗншӗн тесессӗн санӑн вырӑну пушах пулӗ;
19
ҫавӑнпа та виҫҫӗмӗш кунне эсӗ аяла ан та ху унччен пытаннӑ вырӑна васка, Азель чулӗ патне пырса лар;
20
эпӗ, тӗл пеме тухнӑ пек, ҫав еннелле виҫӗ ҫӗмрен вӗҫтерӗп;
21
тарҫӑма ҫӗмренсене илме ярӑп: «пыр, ҫӗмренсене илсе кил» тейӗп, эхер те ӑна: «авӑ ҫӗмренсем хӑвӑн хыҫӑнтах, ил вӗсене» терӗм пулсассӑн, эсӗ ман патӑма пыр, мӗншӗн тесессӗн сана татулӑх кӗтет, Ҫӳлхуҫа чӗрӗ, сана нимӗн те пулмӗ;
22
эхер те тарҫӑма: «авӑ ҫӗмренсем хӑвӑн умӑнтах» терӗм пулсассӑн, каях вара: Ҫӳлхуҫа сана кайма хушать;
23
эпир санпа мӗн калаҫнине курса-итлесе тӑраканӗ Ҫӳлхуҫа пулчӗ, Вӑл ӗмӗрлӗх кӳнтелен, тенӗ.
24
Давид вара хире пытаннӑ. Ҫӗнӗ уйӑх уявӗ ҫитнӗ, акӑ патша апатланма ларнӑ.
25
Патша, йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, хӑй вырӑнне стена ҫумӗнчи ларкӑч ҫине ларнӑ, Ионафан Саула хирӗҫ ларнӑ, Авенир Саул ҫывӑхне ларнӑ; Давид вырӑнӗ вара пушах пулнӑ.
26
Ҫав кун Саул нимӗн те каламан, мӗншӗн тесессӗн вӑл ҫакӑ ӑнсӑртран килсе тухнӑ, Давид таса мар, тасалма ӗлкӗреймен пулӗ тесе шухӑшланӑ.
27
Ҫӗнӗ уйӑх уявӗн иккӗмӗш кунӗ те ҫитнӗ, Давид вырӑнӗ вара ҫаплах пушӑ пулнӑ. Ҫавӑн чухне Саул хӑйӗн ывӑлне Ионафана каланӑ: мӗншӗн-ха Иессей ывӑлӗ ӗнер те, паян та апата килмерӗ? тенӗ.
28
Ионафан ӗнтӗ Саула хуравланӑ: Давид манран Вифлеема кайма ирӗк ыйтса илчӗ;
29
вӑл ҫапла каларӗ: «кайма ирӗк парсамччӗ мана: пирӗн хулара хамӑр тӑвансем парне кӳме пуҫтарӑнаҫҫӗ, пиччем ман пата йыхрав ячӗ; санӑн куҫу умӗнче ырӑлӑх тупрӑм пулсассӑн, каям та пиччемсене курса килем» терӗ; ҫавӑнпа вӑл патша апатне килеймерӗ, тенӗ.
30
Ҫавӑн чухне Саул, Ионафана ҫилленсе, кӑтӑрсах кайнӑ: юрӑхсӑр, путсӗр ывӑл! эсӗ хӑвна тата хӑвӑн аннӳне намӑса хӑварса, Иессей ывӑлӗпе туслашса кайнине пӗлместӗп-им эпӗ?
31
ҫак тӗнчере Иессей ывӑлӗ пурӑннӑ чухне эсӗ те, санӑн патшалӑху та тытӑнса тӑраяс ҫук; халех ун патне ҫын яр та ӑна ман патӑма илсе кил: вӑл — вилмелли ҫын, тенӗ.
32
Ионафан вара Саула, хӑйӗн ашшӗне, ҫапла хуравланӑ: мӗншӗн вӗлермелле-ха ӑна? мӗн тунӑ вӑл? тенӗ.
33
Ывӑлне вӗлерсе пӑрахаслах, Саул ун ҫине сӑнӑ ывӑтнӑ. Ионафан вара ашшӗ Давида вӗлермех шут тытнине ӑнланса илнӗ.
34
Ионафан, хытах ҫилленсе кайса, сӗтел хушшинчен тухнӑ, ҫӗнӗ уйӑх уявӗн иккӗмӗш кунӗнче вӑл апат та ҫимен, мӗншӗн тесессӗн Давидшӑн хуйхӑрнӑ, тата хӑйне ашшӗ кӳрентернӗшӗн куляннӑ.
35
Тепӗр кунхине ирхине, Давида каласа хунӑ вӑхӑтра, Ионафан хире тухнӑ, унпа пӗрле тарҫӑ, ҫамрӑк ача, пулнӑ.
36
Вӑл тарҫине каланӑ: чуп, эпӗ перекен ҫӗмренсене шыра, тенӗ. Ача чупса кайнӑ, Ионафан вара ҫӗмренӗсене тарҫӑран иртсе кайса малта ӳкмелле пенӗ.
37
Ача ҫӗмренсем ӳкнӗ еннелле чупнӑ, Ионафан ун хыҫӗнчен кӑшкӑрса: авӑ, ҫӗмрен сан умӑнта, тенӗ.
38
Вӑл тарҫи хыҫӗнчен тата тепре те кӑшкӑрса каланӑ: хӑвӑртрах чуп, чарӑнса ан тӑр! тенӗ. Ача Ионафан ҫӗмренӗсене пуҫтарса илнӗ те хуҫи патне пынӑ.
39
Ача нимӗн те пӗлмен; ку мӗне пӗлтернине Ионафанпа Давид ҫеҫ пӗлнӗ.
40
Ионафан хӑйӗн кӑралне ачана панӑ та: куна каялла хулана илсе кай, тенӗ.
41
Ача кайсассӑн, Давид кӑнтӑр енчен хӑпарнӑ та виҫӗ хутчен ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ; икӗ тус пӗр-пӗрне чуптунӑ, иккӗшӗ те йӗнӗ, Давид тата хытӑрах йӗнӗ.
42
Вара Ионафан Давида каланӑ: ыррӑн-сыввӑн кай, эпир санпа иксӗмӗр Ҫӳлхуҫа ячӗпе тупа туса: «санпа ман хушшӑмра та, санӑн вӑрлӑхупа манӑн вӑрлӑх хушшинче те Ҫӳлхуҫа пултӑр» тени ӗмӗр-ӗмӗре пытӑр, тенӗ.
43
[Давид] ӗнтӗ ҫула тухнӑ, Ионафан хулана таврӑннӑ.
← Chapter 19
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 21 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31