bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
1 Samuel 14
1 Samuel 14
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 13
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 15 →
1
Пӗр кунхине Ионафан, Саул ывӑлӗ, хӑйӗн кӑрал йӑтса ҫӳрекен тарҫине каланӑ: атя леш енне, филистимсен тапӑрӗ патне, каҫатпӑр, тенӗ. Ашшӗне вӑл ҫакӑн ҫинчен каламан.
2
Саул ун чухне Гива хули хӗрринче, Мигрон теекен вырӑнти нар йывӑҫӗ айӗнче, тӑнӑ. Унпа пӗрле ултҫӗре яхӑн ҫын
3
тата Ахия пулнӑ; Силомра Ҫӳлхуҫа священникӗнче тӑраканскер, ефод тӑхӑнса ҫӳрекенскер, Ахия вӑл Иохаведпа пӗртӑван Ахитув ывӑлӗ пулнӑ, Ахитув — Финеес ывӑлӗ, Финеес вара Илий ывӑлӗ пулнӑ. Халӑхӗ Ионафан кайнине пӗлмен те.
4
Ионафан филистимсен ҫар ушкӑнӗ тӑракан вырӑна илсе тухакан ҫула шыранӑ тӗлте, пӗр енче те шӗвӗр ту хысакӗ, тепӗр енче те шӗвӗр ту хысакӗ пулнӑ: пӗрин ячӗ — Боцец, тепӗрин ячӗ — Сене;
5
пӗр хысакӗ ҫурҫӗр енчен Михмас еннелле, тепӗри кӑнтӑр енчен Гива еннелле тухса тӑнӑ.
6
Ионафан кӑрал йӑтса ҫӳрекен тарҫине ҫапла каланӑ: атя ҫак ӳт кастарманнисен тапӑрӗ енне каҫатпӑр; тен, пире Ҫӳлхуҫа пулӑшӗ: Ҫӳлхуҫашӑн нумай ҫын урлӑ ҫӑласси те, сахал ҫын урлӑ ҫӑласси те йывӑр мар, тенӗ.
7
Кӑрал йӑтса ҫӳрекенӗ хуравланӑ: чӗрӳ мӗн хушать, ҫавна ту; ӑҫта каяс килет, ҫавӑнта кай, акӑ эпӗ санпа пӗрлех, тенӗ.
8
Ионафан каланӑ: эпир ҫав ҫынсем патне каҫӑпӑр та вӗсем пире курмалла пырса тӑрӑпӑр;
9
эхер те вӗсем пире: «эпир сирӗн патӑра пыриччен чарӑнса тӑрӑр» тесессӗн, эпир хамӑр вырӑнта чарӑнса тӑрӑпӑр та вӗсем патне хӑпармӑпӑр;
10
эхер те: «пирӗн патӑмӑра хӑпарӑр» тесессӗн, эпир хӑпарӑпӑр — эппин, Ҫӳлхуҫа вӗсене пирӗн алла панӑ; ку пире систернӗ паллӑ пулӗ, тенӗ.
11
Вӗсем хӑйсене филистимсен ҫарӗ асӑрхамалла вырӑна тӑнӑ, лешӗсем: акӑ еврейсем хӑйсем пытанса ларнӑ ту хушӑкӗсенчен тухаҫҫӗ, тенӗ.
12
Ӗнтӗ ҫар ушкӑнӗнчи ҫынсем Ионафанпа унӑн кӑралне йӑтса ҫӳрекен тарҫине кӑшкӑрса каланӑ: пирӗн патӑмӑра хӑпарӑр, эпир сире пӗр сӑмах калӑпӑр, тенӗ. Ионафан вара кӑрал йӑтса ҫӳрекен тарҫине ҫапла каланӑ: ман хыҫҫӑн пыр — Ҫӳлхуҫа вӗсене Израиль аллине пачӗ, тенӗ.
13
Ионафан вара, алли-урипе ҫакланса, ҫӳлелле хӑпарнӑ, кӑрал йӑтса ҫӳрекенӗ ун хыҫҫӑн пынӑ. Филистимсем акӑ Ионафан умне тӑкӑнма пуҫланӑ, кӑрал йӑтса ҫӳрекенӗ вӗсене ун хыҫҫӑн пӗтерсе пынӑ.
14
Ионафанпа унӑн кӑралне йӑтса ҫӳрекенӗ пӗрремӗш хут тапӑннӑ хыҫҫӑн хирте ҫирӗм ҫынна яхӑн выртса юлнӑ, хирӗ вара икӗ вӑкӑр яра кун сухаласа пӑрахакан лаптӑкӑн ҫурри пысӑкӑш пулнӑ.
15
Ӗнтӗ филистимсем — хиртисем те, тапӑртисем те — пурте сехӗрленсе ӳкнӗ; таврари ҫӗре тустарса-ҫаратса ҫӳрекен чи малти ҫар ушкӑнӗсем шуйханса ӳкнӗ [те ҫапӑҫасшӑн пулман]; пӗтӗм ҫӗр кисреннӗ, Ҫӳлхуҫа сехӗрлентерсе пӑрахнӑ.
16
Вениаминсен Гивинчи Саул хуралҫисем ҫынсен ушкӑнӗ унталла та кунталла, тӗлли-паллисӗр чупкаланине асӑрханӑ.
17
Саул вара хӑйпе пӗрле пулнӑ халӑха ҫапла каланӑ: хӑвӑр хушшӑрта тӗрӗслесе-пӑхса тухӑр, хамӑр ҫынсенчен кам ҫуккине пӗлӗр, тенӗ. Пӑхса тухнӑ та, акӑ Ионафанпа унӑн кӑралне йӑтса ҫӳрекенӗ ҫук-мӗн.
18
Вара Саул Ахийӑна: «Турӑ кивотне илсе кил» тенӗ: Турӑ кивочӗ ун чухне Израиль ывӑлӗсемпе пулнӑ.
19
Саул священникпа калаҫнӑ вӑхӑтра филистимсен тапӑрӗнчи шуйхашу ытларах та ытларах [сарӑлса] вӑйлансах кайнӑ. Саул вара священника: ӗнтӗ аллуна ус, тенӗ.
20
Вара Саул тата унпа пӗрле пулнӑ пӗтӗм халӑх хыттӑн кӑшкӑрса янӑ та ҫапӑҫу вырӑнне ҫитсе тухнӑ, унта хӑрушла шуйхану пулса иртнӗ иккен: ҫывӑх ҫынсем пӗр-пӗрне хӗҫпе чике-чике пӑрахнӑ.
21
Вара ӗнер-виҫӗмкун филистимсем патӗнче пулнӑ, вӗсен тапӑрӗнче тӑнӑ, вӗсемпе пӗрле ҫӳренӗ еврейсем те Саулпа тата Ионафанпа пӗрле пулнӑ Израиль ҫыннисем ҫумне хутшӑннӑ;
22
Ефрем тӑвӗ ҫинче пытанса пурӑннӑ Израиль ҫыннисем те, филистимсем тарнине пӗлсессӗн, хӑйсен халӑхӗ ҫумне хутшӑнса пӗрле ҫапӑҫнӑ.
23
Ҫӳлхуҫа ҫав кун Израиле ҫӑлса хӑварнӑ; ҫапӑҫу Беф-Авен патне ҫитиех тӑсӑлнӑ. [Саулпа вунӑ пин чухлӗ ҫын пулнӑ, ҫапӑҫу Ефрем тӑвӗ ҫинчи хулара талккӑшпех пынӑ.]
24
Израиль ҫыннисем ӗнтӗ ҫав кун халтан кайса ҫитнӗ; анчах Саул [пӗр шухӑшламасӑр] халӑха тупаласа ҫапла каланӑ: кам та кам каҫчен, эпӗ хамӑн тӑшмансене тавӑриччен, ҫӑкӑр тутанса пӑхать, ҫавӑн патне ылхан ҫитет, тенӗ. Вара пӗр ҫын та апат тутанса пӑхман.
25
Пӗтӗм халӑх вӑрмана кайнӑ, унти уҫланкӑра пыл пулнӑ.
26
Вӑрмана кӗрсен халӑх: акӑ пыл юхать, тенӗ. Анчах ӑна пӗри те тӗкӗнмен, мӗншӗн тесессӗн халӑх тупана пӑсасран хӑранӑ.
27
Ионафан вара, ашшӗ халӑха тупаланине илтменскер, аллинчи патак вӗҫӗпе караслӑ пыла пуҫса илсе ҫӑварне хыпнӑ, ӗнтӗ унӑн куҫӗсем ҫуталсах кайнӑ.
28
Пӗр ҫынни ӑна ҫапла тесе каланӑ: санӑн аҫу: «кам та кам паян апат тутанать, ҫавна ылхан ҫитет» тесе халӑха тупаларӗ; ҫавӑнпа ӗнтӗ халӑх халтан кайрӗ, тенӗ.
29
Вара Ионафан каланӑ: манӑн атте ҫӗршыва хӑратса пӑрахнӑ; кур-ха, эпӗ ҫак пыла кӑштах тутанса пӑхрӑм та, куҫӑмсем ҫуталсах кайрӗҫ;
30
халӑх хӑйӗн тӑшманӗсем патӗнче тупнӑ тупӑшпа апатланнӑ пулсассӑн, эпир паян филистимсене тата хытӑрах аркатмастӑмӑрччӗ-и вара? тенӗ.
31
Филистимсене ҫав кун Михмасран пуҫласа Аиалона ҫитиех аркатса пынӑ, халӑх халтан кайса ҫитнӗ.
32
Халӑх ӗнтӗ тупӑш патне ыткӑннӑ, сурӑхсене, вӑкӑрсене, пӑрусене ярса тытса ҫӗр ҫинчех пусса пӑрахнӑ, халӑх юнлӑ аш ҫинӗ.
33
Саула ҫапла каласа пӗлтернӗ: акӑ халӑх Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫылӑха кӗрет, юнпах ҫиет, тенӗ. Саул каланӑ: эсир ҫылӑха кӗтӗр; халӗ ман патӑма пысӑк чул кустарса килӗр, тенӗ.
34
Унтан Саул каланӑ: халӑх хушшине кайӑр та калӑр: кашниех хӑйӗн вӑкӑрне, хӑйӗн сурӑхне ман патӑма илсе килтӗр те ҫакӑнта пустӑр, вара ҫийӗрех, Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫылӑха ан кӗрӗр, юнпа ан ҫийӗр, тенӗ. Вара ҫӗрле кашнийӗ хӑйӗн аллипе хӑйӗн вӑкӑрне [е хӑйӗн сурӑхне] ҫавӑтса пынӑ та ҫавӑнта пуснӑ.
35
Саул Ҫӳлхуҫана парне кӳмелли вырӑн тунӑ: ку вӑл Саул Ҫӳлхуҫа ячӗпе тунӑ парне кӳмелли вырӑнсенчен пӗрремӗшӗ пулнӑ.
36
Саул каланӑ: филистимсене ҫӗрле йӗрлесе кайӑпӑр, вӗсене тул ҫутӑличчен тустарӑпӑр, пӗр чӗрӗ ҫын та хӑвармӑпӑр, тенӗ. Ӑна: хӑвна мӗнле лайӑх пек туйӑнать, ҫавӑн пек ту, тенӗ. Анчах та священник: Турӑран ыйтар, тенӗ.
37
Саул вара Турӑран ыйтнӑ: манӑн филистимсене йӗрлесе каймалла-ши? вӗсене Израиль аллине парӑн-ши? тенӗ. Анчах Вӑл ҫав кун ӑна хуравламан.
38
Вара Саул каланӑ: халӑх пуҫлӑхӗсем пурте кунта килччӗр те халӗ кам ҫылӑхлине тӗпчесе пӗлччӗр;
39
Израиле ҫӑлса хӑварнӑ Ҫӳлхуҫа чӗрӗ, эхер те Ионафан ывӑлӑм ҫылӑхлӑ пулса тухсассӑн, вӑл та вилетех, тенӗ. Анчах пӗтӗм халӑх хушшинчен ӑна пӗр ҫын та хуравламан.
40
Саул вара пӗтӗм Израиль ҫыннине каланӑ: эсир пӗр енне тӑрӑр, эпир — Ионафан ывӑлӑмпа иксӗмӗр — тепӗр енне тӑрӑпӑр, тенӗ. Халӑх ӑна: хӑвна мӗнле лайӑх пек туйӑнать, ҫавӑн пек ту, тенӗ.
41
Саул каланӑ: эй Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри! [мӗншӗн-ха Эсӗ паян Хӑвӑн чуруна хуравламарӑн? ҫавӑн айӑпӗ манра-ши е Ионафан ывӑлӑмра-ши? эй Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри!] паллӑ парсамччӗ. [Эхер те Хӑвӑн халӑху, Израиль, айӑплӑ пулсассӑн, тасатсамччӗ ӑна, тенӗ.] Айӑпӗ Ионафанпа Саул ҫинче пулнӑ, халӑх тӳрре тухнӑ.
42
Унтан Саул ҫапла каланӑ: халӗ манпа Ионафан ывӑлӑм хушшинче шӑпа ярӑр, [Ҫӳлхуҫа кам ятне асӑнать, ҫавӑ вилтӗр, тенӗ. Халӑх Саула: ун пек ан пултӑр! тенӗ. Анчах Саул хӑйӗн сӑмахӗ ҫинех тӑнӑ. Вара унпа Ионафан хушшинче шӑпа янӑ,] шӑпа Ионафана тухнӑ.
43
Саул ӗнтӗ Ионафана: кала-ха мана, эсӗ мӗн турӑн? тенӗ. Ионафан ӑна ҫапла каласа панӑ: эпӗ хамӑн аллӑмри патак вӗҫӗпе кӑштах пыл астиврӗм; акӑ ӗнтӗ манӑн вилмелле, тенӗ.
44
Саул каланӑ: Турӑ мана ун пек те, кун пек те тутӑр, тата ытларах та тутӑр; Ионафан, санӑн паян вилмелле! тенӗ.
45
Анчах халӑх Саула каланӑ: Израиле ҫакӑн пек хӑватлӑн ҫӑлса хӑварнӑ Ионафанӑн вилмелле-и? Кун пекки пулас ҫук! Ҫӳлхуҫа чӗрӗ, унӑн пӗр ҫӳҫ пӗрчийӗ те ҫӗре ӳкмӗ, мӗншӗн тесессӗн вӑл паян Турӑпа пӗрле ҫӳрерӗ, тенӗ. Халӑх Ионафана ҫӑлса хӑварнӑ, вӑл вилмен.
46
Саул филистимсене йӗрленӗ ҫӗртен каялла таврӑннӑ; филистимсем хӑйсенӗн вырӑнне кайнӑ.
47
Саул хӑйӗн патшалӑхне, Израиле, ҫирӗплетнӗ, таврари тӑшманӗсемпе — Моавпа, Аммон ҫыннисемпе, Эдомпа [тата Вефорпа], Сова патшисемпе, филистимсемпе — ҫапӑҫнӑ, пур ҫӗрте те, кирек кама хирӗҫ кайсассӑн та, тытӑҫу уншӑн ӑнӑҫлӑ вӗҫленнӗ.
48
Ҫар пухса, Амалика парӑнтарнӑ, Израиле ӑна ҫаратакансен аллинчен ирӗке кӑларнӑ.
49
Саулӑн ҫак ывӑлсем пулнӑ: Ионафан, Иессуи тата Мелхисуа; хӗрӗсем вара: асли — Мерова ятлӑ, кӗҫӗнни — Мелхола ятлӑ.
50
Саул арӑмӗ Ахиноамь ятлӑ пулнӑ, вӑл Ахимаац хӗрӗ пулнӑ; унӑн ҫарпуҫӗ — Авенир, вӑл Саул ашшӗпе пӗртӑван Нирӑн ывӑлӗ пулнӑ.
51
Саул ашшӗ Кис тата Авенир ашшӗ Нир вара Авиил ывӑлӗсем пулнӑ.
52
Саул вӑхӑтӗнче пӗр вӗҫсӗр филистимсене хирӗҫ ҫапӑҫнӑ. Пӗр-пӗр тӗреклӗ те вӑрҫма-ҫапӑҫма пултаракан ҫынна курсассӑн, Саул ӑна хӑй патне илнӗ.
← Chapter 13
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 15 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31