bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
1 Samuel 4
1 Samuel 4
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 3
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 5 →
1
[Филистимсем Израиль халӑхӗпе ҫапӑҫма пуҫтарӑннӑ.] Израиль халӑхӗ филистимсене хирӗҫ вӑрҫӑ вӑрҫма тухнӑ, Авен-Езер патӗнче тапӑр лартса чарӑнса тӑнӑ, филистимсем Афек хули ҫывӑхӗнче чарӑнса тӑнӑ.
2
Филистимсем Израиль ҫыннисене хирӗҫ тӑрса тухнӑ та, ҫапӑҫу пулса иртнӗ, филистимсем Израиль халӑхне парӑнтарнӑ, вӗсем вӑрҫӑ хирӗнче тӑватӑ пине яхӑн ҫынна пӗтерсе тӑкнӑ.
3
Халӑх тапӑра таврӑннӑ; вара Израилӗн аслӑ ҫыннисем каланӑ: Ҫӳлхуҫа пире паян филистимсен умӗнче мӗншӗн пӗтерсе тӑкрӗ-ха? Силомран Ҫӳлхуҫанӑн саккун арчине илсе килес, вӑл пирӗнпе пӗрле пырӗ, пире хамӑр тӑшмансен аллинчен хӑтарӗ, тенӗ.
4
Вара Силома ҫынсем янӑ, вӗсем унтан херувимсем ҫинче ларакан Саваоф Ҫӳлхуҫанӑн саккун арчине илсе килнӗ; Турӑ саккунӗн арчипе пӗрле Илийӗн икӗ ывӑлӗ, Офнипе Финеес, ҫитнӗ.
5
Ҫӳлхуҫа саккунӗн арчи тапӑра пырса ҫитсессӗн, пӗтӗм Израиль ҫӗр чӗтренмелле хыттӑн кӑшкӑрса янӑ.
6
Филистимсем кӑшкӑрашу шавне илтнӗ те ҫапла каланӑ: еврейсен тапӑрӗнче мӗншӗн ҫакӑн пек вӑйлӑ кӑшкӑрашаҫҫӗ-ха? тенӗ. Вара Ҫӳлхуҫа саккунӗн арчи тапӑра пырса ҫитнине пӗлнӗ.
7
Филистимсем, хӑраса ӳксе, каланӑ: вӗсем патне тапӑра ҫав Турӑ килнӗ, тенӗ. Тата каланӑ: пире хуйхӑ ҫитрӗ! ун пекки ӗнер те, виҫӗм кун та пулман, тенӗ;
8
пире хуйхӑ ҫитрӗ! ҫак хӑватлӑ Турӑ аллинчен пире кам хӑтарӗ? Ку вӑл шӑпах пушхирте Египет ҫыннисене тем тӗрлӗ асаплантарса пӗтернӗ Турӑ;
9
ҫирӗп тӑрӑр та паттӑр пулӑр, филистимсем, еврейсем сирӗн патӑрта чуралӑхра пулнӑ пек, сирӗн хӑвӑрӑн еврейсен аллине чуралӑха кӗрсе ӳкмелле ан пултӑр; паттӑр пулӑр та вӗсемпе ҫапӑҫӑр, тенӗ.
10
Ҫапӑҫнӑ вара филистимсем, Израиль ҫыннисене ҫӗмӗрсе тӑкнӑ, чӗрӗ юлнисем кашнийӗ хӑйӗн чатӑрне тарса пытаннӑ, вӗсем ҫав тери пысӑк ҫухату тӳснӗ, Израиль ҫыннисенчен вӑтӑр пин ҫуран ҫын пӗтнӗ.
11
Турӑ арчине те туртса илнӗ, Илийӗн икӗ ывӑлӗ Офнипе Финеес та вилнӗ.
12
Вениамин йӑхӗн пӗр ҫынни ҫапӑҫу хирӗнчен тарса тухнӑ та ҫав кунах Силома ҫитнӗ; ҫийӗнчи тумтирне вӑл ҫуркаласа пӗтернӗ пулнӑ, пуҫӗ ҫине вӑл тусан сапнӑ пулнӑ.
13
Вӑл пырса ҫитнӗ чухне Илий хапха умӗнче, ҫул хӗрринчи ларкӑч ҫинче, пӑхса ларнӑ, мӗншӗн тесессӗн унӑн чӗри Турӑ арчишӗн сехӗрленсе-чӗтресе тӑнӑ. Ҫав этем хулана килсе хыпар тусассӑн, пӗтӗм хула хыттӑн ахлатса янӑ.
14
Ҫапла кӑшкӑрнине-йӗнине илтсессӗн, Илий каланӑ: мӗншӗн ҫапла шавлаҫҫӗ? тенӗ. Ҫийӗнчех хайхи ҫын пырса тӑнӑ та Илие пӗтӗмпех каласа панӑ.
15
Илий ун чухне тӑхӑрвун саккӑрта пулнӑ; ӗнтӗ унӑн куҫӗ те тӗксӗмленнӗ, курми пулнӑ.
16
Ҫав ҫын Илие каланӑ: эпӗ тапӑртан килтӗм, ҫапӑҫу хирӗнчен паян тартӑм, тенӗ. Илий ӑна: мӗн пулса иртрӗ-ха, ывӑлӑм? тенӗ.
17
Хыпарҫӑ ҫапла хуравласа каланӑ: Израиль ӗнтӗ филистимсенчен тарма пуҫларӗ, халӑха питӗ вӑйлӑ хирсе тӑкрӗҫ, санӑн икӗ ывӑлу та, Офнипе Финеес та, вилчӗҫ, Турӑ саккунӗн арчине туртса илчӗҫ, тенӗ.
18
Турӑ саккунӗн арчийӗ ҫинчен илтсенех, Илий хапха умӗнчи ларкӑч ҫинчен месерле кайса ӳксе ҫурӑм шӑммине хуҫса пӑрахнӑ та ҫавӑнтах вилсе выртнӑ — вӑл ӗнтӗ ватӑ та кӳпшеке пулнӑ. Вӑл хӗрӗх ҫул хушши Израиль тӳри пулнӑ.
19
Унӑн кинӗ, Финеес арӑмӗ, халь-халь ҫуратасла йывӑр ҫын пулнӑ. Турӑ арчине туртса илни ҫинчен тата хӑйӗн хуняшшӗпе упӑшки вилсе кайни ҫинчен илтсессӗн, вӑл чӗркуҫҫи ҫине авӑнса аннӑ та, пилӗк каснипе аптӑраса ӳксе, ҫавӑнтах ҫуратса панӑ.
20
Вӑл вилес умӗн ун тавра тӑракан хӗрарӑмсем ӑна каланӑ: ан хӑра, эсӗ ывӑл ҫуратрӑн, тенӗ. Анчах вӑл чӗнмен, вӗсене тӑна илмен.
21
Ачине вӑл Ихавод тесе ят панӑ, мӗншӗн тесессӗн Турӑ арчине ярса илнине, хуняшшӗпе упӑшки [вилнине] пӗлсессӗн, вӑл: «Израильрен чап пӑрӑнчӗ» тенӗ.
22
Вӑл каланӑ: Израильрен чап пӑрӑнчӗ, мӗншӗн тесессӗн Турӑ арчине туртса илчӗҫ, тенӗ.
← Chapter 3
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 5 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31