bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
1 Samuel 12
1 Samuel 12
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 11
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 13 →
1
Самуил пӗтӗм Израиле ҫапла каланӑ: акӑ эпӗ, эсир мана мӗн каланине итлесе, сире валли патша лартрӑм,
2
акӑ ӗнтӗ патша сирӗн умӑрта ҫӳрет; эпӗ вара ватӑлтӑм, кӑвакартӑм; манӑн ывӑлӑмсем те сирӗнпе пӗрле; эпӗ ҫамрӑклӑхӑмран пуҫласа паянхи кунчченех сирӗн умӑрта ҫӳрерӗм;
3
акӑ вӑл эпӗ; эхер те эпӗ камран та пулин вӑкӑрне илнӗ пулсассӑн, ашакне илнӗ пулсассӑн, кама та пулин кӳрентернӗ, хӗсӗрленӗ пулсассӑн, камран та пулин парне илсе унӑн тавӑҫне курмӑш тунӑ пулсассӑн, Ҫӳлхуҫа умӗнче тата Вӑл ҫу сӗрнӗ ҫын умӗнче мана хирӗҫ кӳнтелӗр, — эпӗ сире каялла тавӑрса парӑп, тенӗ.
4
Хуравланӑ ӑна: эсӗ пире кӳрентермен, хӗсӗрлемен, никамран та нимӗн те илмен.
5
Вӑл вӗсене каланӑ: эсир мана айӑпламалли нимӗн те тупайманнине паян Ҫӳлхуҫа курчӗ, Унӑн ҫу сӗрсе янӑ ҫынни те курчӗ, тенӗ. Ҫынсем: чӑн та курчӗҫ, тенӗ.
6
Ҫакӑн хыҫҫӑн Самуил халӑха каланӑ: [кӳнтеленӗ —] Моисейпе Аарона ҫӗкленӗ, пирӗн аттесене Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ Ҫӳлхуҫа, тенӗ.
7
Халӗ вара ман ума тӑрӑр та, Ҫӳлхуҫа умӗнче эпӗ сирӗнпе Вӑл сирӗншӗн тата сирӗн аҫӑрсемшӗн тунӑ мӗнпур ырӑ ӗҫе асӑнса сутлашӑп.
8
Иаков Египета куҫса килсессӗн, сирӗн аҫӑрсем Ҫӳлхуҫана тархаслама пуҫласассӑн, Ҫӳлхуҫа Моисейпе Аарона янӑ, вӗсем вара сирӗн аҫӑрсене, Египетран илсе тухса, ҫак вырӑна вырӑнаҫтарнӑ.
9
Анчах вӗсем хӑйсенӗн Ҫӳлхуҫа Туррине манса кайнӑ, Вӑл вара вӗсене хӑйсене хирӗҫ ҫапӑҫнӑ Сисара аллине, Асор ҫарпуҫӗн аллине, панӑ, унтан филистимсен аллине, Моав патшин аллине панӑ.
10
Вӗсем ӗнтӗ Ҫӳлхуҫана тархасланӑ: «эпир ҫылӑха кӗтӗмӗр, Ҫӳлхуҫана манса Ваалсемпе Астартӑсене пуҫҫапма пуҫларӑмӑр, халӗ пире хамӑр тӑшмансен аллинчен хӑтарсам, малашне эпир Сана пӑхӑнса пурӑнӑпӑр» тенӗ,
11
Ҫӳлхуҫа вара, Иероваала, Варака, Иеффая тата Самуила ярса, сире хӑвӑра хупӑрласа тӑнӑ тӑшмансен аллинчен хӑтарнӑ, эсир ӗнтӗ пӗр шикленмесӗр пурӑннӑ.
12
Анчах эсир, хӑвӑра хирӗҫ Наас, Аммон патши, килнине курсассӑн, мана каларӑр: «пире патша тытса тӑтӑр» терӗр, ара, сирӗн Патшӑр — Ҫӳлхуҫа Туррӑр-ҫке.
13
Акӑ ӗнтӗ вӑл — хӑвӑр суйласа лартнӑ, хӑвӑр ыйтса илнӗ патша: акӑ Ҫӳлхуҫа сире патша пачӗ.
14
Эхер те Ҫӳлхуҫаран хӑратӑр пулсан, Ӑна пӑхӑнса тӑратӑр пулсан, Ӑна итлетӗр пулсан, Ҫӳлхуҫа хушнине хирӗҫлеместӗр пулсан, хӑвӑр та, сире тытса тӑракан патшӑр та Ҫӳлхуҫа Туррӑр хыҫҫӑн ҫӳретӗр пулсан, [Ҫӳлхуҫа алли сире хирӗҫ пулас ҫук];
15
эхер те Ҫӳлхуҫа сассине итлемесессӗн, Ҫӳлхуҫа хушнине хирӗҫлесессӗн, Ҫӳлхуҫа алли, сирӗн аҫӑрсене хирӗҫ пулнӑ пекех, сире те хирӗҫ пулӗ.
16
Халӗ акӑ тӑрӑр та Ҫӳлхуҫа сирӗн куҫӑр умӗнче тӑвакан аслӑ ӗҫе курӑр:
17
тулӑ вырмалли вӑхӑт мар-и халӗ? Эпӗ акӑ Ҫӳлхуҫана тархасласа чӗнӗп те, Вӑл аслатипе ҫумӑр ярса парӗ, эсир вара, хӑвӑр валли патша ыйтса, Ҫӳлхуҫа умӗнче мӗн тери пысӑк ҫылӑх тунине пӗлсе-курса тӑрӑр.
18
Самуил ӗнтӗ Ҫӳлхуҫана тархасласа чӗннӗ те, Ҫӳлхуҫа ҫав кун аслатипе ҫумӑр янӑ; пӗтӗм халӑх Ҫӳлхуҫапа Самуилран сехӗрленсе ӳкнӗ.
19
Вара пӗтӗм халӑх Самуила каланӑ: пирӗн вилсе пӗтес марччӗ — хӑвӑн чурусемшӗн Ҫӳлхуҫа Турруна кӗлтусамччӗ; эпир ӗнтӗ, хамӑр валли патша ыйтса, хамӑрӑн мӗнпур ҫылӑх ҫумне тепӗр ҫылӑх хушрӑмӑр, тенӗ.
20
Самуил халӑха ҫапла хуравланӑ: ан хӑрӑр, эсир ку ҫылӑха турӑр ӗнтӗ, анчах эсир Ҫӳлхуҫаран ҫеҫ ан пӑрӑнӑр, пӗтӗм чун-чӗререн Ҫӳлхуҫана пӑхӑнса тӑрӑр,
21
ниме юрӑхсӑр турӑсем хыҫҫӑн ан кайӑр, вӗсем усӑ та кӳреймеҫҫӗ, ҫӑлаймаҫҫӗ те: вӗсем — ӑҫтиҫук ҫеҫ.
22
Ҫӳлхуҫа вара Хӑйӗн халӑхне Хӑйӗн аслӑ ячӗшӗн пӑрахмӗ: Ҫӳлхуҫа сире Хӑйӗн халӑхӗ пулма суйласа илнӗ;
23
эпӗ те, сирӗншӗн кӗлтума пӑрахса, Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫылӑха кӗмӗп, сире ырӑ та тӗрӗс ҫулпа пыма вӗрентӗп;
24
анчах Ҫӳлхуҫаран хӑрӑр, Уншӑн чӑннипех, пӗтӗм чун-чӗререн, ӗҫлесе тӑрӑр — Вӑл сирӗншӗн мӗн тери аслӑ ӗҫсем тунине эсир ӗнтӗ хӑвӑрах куратӑр;
25
эхер те эсир усал ӗҫ тӑвас пулсассӑн, хӑвӑр та, патшӑр та пӗтетӗр.
← Chapter 11
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 13 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31