bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
1 Samuel 22
1 Samuel 22
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 21
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 23 →
1
Давид унтан кайнӑ та Одолламри ҫӗр хӑвӑлне тарса пытаннӑ, унӑн пиччӗшӗсем тата ашшӗн пӗтӗм кил-йышӗ ҫавна илтнӗ те ун патне пынӑ.
2
Ун патне ӗнтӗ хӗн-хур тӳсекенсем, парӑмшӑн асапланакансем, чун-чӗри хуҫӑлнӑ ҫынсем пуҫтарӑннӑ, вӑл вӗсенӗн пуҫлӑхӗ пулса тӑнӑ; унпа пӗрле тӑватҫӗре яхӑн ҫын пулнӑ.
3
Давид ку вырӑнтан Моаври Массифӑна кайнӑ та Моав патшине ҫапла каланӑ: эпӗ Турӑ хама мӗн тӑвассине пӗличчен манӑн аттепе анне сирӗн патӑрта пурӑнччӑрччӗ, тенӗ.
4
Вӗсене вӑл Моав патши патне илсе пынӑ, вӗсем вара Давид пытанса пурӑннӑ вӑхӑтра тӑршшӗпех унта пурӑннӑ.
5
Анчах Гад пророк Давида каланӑ: ку хӳтлӗхре ан юл, хускал, Иуда ҫӗрне кай, тенӗ. Давид тухса кайнӑ та Херет вӑрманне ҫитнӗ.
6
Саул ӗнтӗ Давидпа унӑн ҫыннисем унта пырса ҫитнине илтнӗ. Саул ун чухне Гивӑра ту ҫинчи юман айӗнче ларнӑ, унӑн аллинче сӑнӑ пулнӑ, ӑна хӑйӗн пӗтӗм тарҫи хупӑрласа тӑнӑ.
7
Хӑйне хупӑрласа тӑракан тарҫисене Саул ҫапла каланӑ: итлӗр-ха, Вениамин ывӑлӗсем! Иессей ывӑлӗ сире пурне те уйсемпе иҫӗм ҫырли пахчисем парать-и вара, сире пурне те пинпӳсемпе ҫӗрпӳсем тӑвать-и?
8
мӗн эсир пурте мана хирӗҫ каварлашнӑ, манӑн ывӑл Иессей ывӑлӗпе туслашнӑ чухне ҫавӑн ҫинчен мана никам та пӗлтермерӗ, манӑн ывӑл мана хирӗҫ манӑн чурана вӑрттӑн кавар тума хӗтӗртнӗ, — ку халӗ паллӑ ӗнтӗ, — ҫавӑн чухне мӗншӗн эсир мана хӗрхенмерӗр, мӗншӗн ҫавна мана уҫса памарӑр? тенӗ.
9
Саул тарҫисемпе пӗрле тӑракан Идумея ҫынни Доик ҫапла хуравласа каланӑ: эпӗ Иессей ывӑлӗ Номва хулине Ахитув ывӑлӗ Ахимелех патне килнине куртӑм,
10
лешӗ уншӑн Ҫӳлхуҫана тархасларӗ, ӑна апат-ҫимӗҫ те, Голиаф филистимӑн хӗҫне те пачӗ, тенӗ.
11
Патша вара Ахимелеха — Ахитув ывӑлне, священника — тата унӑн ашшӗн пӗтӗм кил-йышне, Номвӑри священниксене, чӗнтерсе килме ҫын янӑ; вӗсем пурте патша патне ҫитнӗ.
12
Саул: итле-ха, Ахитув ывӑлӗ, тенӗ. Лешӗ хуравланӑ: эпӗ кунтах, хуҫамӑм, тенӗ.
13
Саул ӑна каланӑ: эсир, Иессей ывӑлӗпе иксӗр, мӗншӗн мана хирӗҫ каварлашнӑ, мӗншӗн эсӗ ӑна ҫӑкӑр тата хӗҫ панӑ, уншӑн Турра тархасланӑ, — ку халӗ паллӑ ӗнтӗ, — вӑл мана хирӗҫ тӑтӑр, вӑрттӑн кавар тутӑр терӗн-им? тенӗ.
14
Ахимелех патшана хуравласа каланӑ: мӗнпур чуру хушшинче Давид пек шанчӑклӑ ҫын кам пур-ха тата? вӑл — патша кӗрӳшӗ те, эсӗ хушнине пурӑнӑҫа килтерекенӗ те, ӑна сан кил-йышу та хисеплет.
15
Уншӑн эпӗ халӗ ҫеҫ Турра тархаслама пуҫланӑ-и вара? Ҫук, патшамӑм, хӑвӑн чуруна тата ман аттемӗн кил-йышне ан айӑпла: ку ӗҫ ҫинчен санӑн чуру нимӗн те пӗлмест, тенӗ.
16
Патша каланӑ: санӑн вилмелле пулать, Ахимелех, санӑн та, аҫун пӗтӗм кил-йышӗн те вилмелле пулать, тенӗ.
17
Саул хӑйпе юнашар тӑракан сыхлавҫисене ҫапла каланӑ: кайӑр та Ҫӳлхуҫа священникӗсене вӗлерсе тухӑр — вӗсем те Давидпа пӗр сӑмахлӑ, вӗсем те, вӑл тарнине пӗлсе тӑрсах, мана нимӗн те каламан, тенӗ. Анчах патша тарҫисем Ҫӳлхуҫа священникӗсене вӗлерме алӑ ҫӗклесшӗн пулман.
18
Вара патша Доика каланӑ: эсӗ кай, священниксене эсӗ вӗлерсе тух, тенӗ. Идумея ҫынни Доик кайнӑ та священниксене тапӑннӑ, йӗтӗн ефод тӑхӑнса ҫӳрекенскерсене ҫав кун сакӑрвун пилӗк ара вӗлерса тухнӑ;
19
Номвӑна та, священниксен хулине, хӗҫпе аркатса тӑкнӑ; арҫынсемпе хӗрарӑмсене, яш ачасемпе пӗчӗк ачасене, вӑкӑрне, ашакне, сурӑхне — пӗтӗмпе хӗҫпе касса тӑкнӑ.
20
Ахитув ывӑлӗн Ахимелехӑн пӗр ывӑлӗ ҫеҫ, Авиафар ятлӑскер, хӑтӑлса юлнӑ, вӑл Давид патне тарса ӳкнӗ.
21
Авиафар Давида ӗнтӗ Саул Ҫӳлхуҫа священникӗсене вӗлерни ҫинчен каласа панӑ.
22
Давид Авиафара каланӑ: ҫав кун, Идумея ҫынни Доик унта пулнӑ кун, вӑл Саула евитлессе пӗлтӗм эпӗ; санӑн аҫу килӗнчи пур чуншӑн та эпӗ айӑплӑ;
23
юл ман патӑмра, ан хӑра: манӑн чуна шыракан санӑн чунна та шырӗ; эсӗ ман патӑмра сыхлӑхра пулӑн, тенӗ.
← Chapter 21
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 23 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31