bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
1 Samuel 24
1 Samuel 24
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 23
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 25 →
1
Давид унтан кайнӑ та Ен-Гадди теекен ҫӗрте сыхӑ вырӑнта пурӑннӑ.
2
Саул филистимсем патӗнчен таврӑнсассӑн, ӑна ҫапла каласа хыпарланӑ: Давид Ен-Гадди пушхирӗнче ҫӳрет, тенӗ.
3
Саул Израильри чи паттӑр арсенчен виҫӗ пин ҫын суйласа илнӗ те ту качакисем пурӑнакан сӑрт-ту тӑрӑх Давидпа унӑн ҫыннисене шырама кайнӑ.
4
Вӗсем ҫул хӗрринчи сурӑх карти патне пырса тухнӑ; унта ҫӗр хӑвӑлӗ пулнӑ, Саул унта тула тухма кӗнӗ; Давидпа унӑн ҫыннисем вара ҫӗр хӑвӑлӗнче шаларах ларнӑ.
5
Давида унӑн ҫыннисем каланӑ: Ҫӳлхуҫа сана: «Эпӗ санӑн тӑшманна сан аллуна парӑп, эсӗ ӑна мӗн тӑвас тенине тӑвӑн» тесе каланӑччӗ, акӑ ҫав кун ҫитрӗ, тенӗ. Давид тӑнӑ та шӑппӑн кӑна Саулӑн ҫиелти тумтирӗн аркине касса илнӗ.
6
Анчах ҫакӑн хыҫҫӑн хӑй Саул тумтирӗн аркине касса илнишӗн Давидӑн чӗри ыратса кайнӑ.
7
Вӑл хӑйӗн ҫыннисене каланӑ: хамӑн хуҫамӑм ҫине, Ҫӳлхуҫа ҫу сӗрсе янӑ ҫын ҫине, алӑ хума Ҫӳлхуҫа мана ирӗк ан патӑр, мӗншӗн тесессӗн вӑл — Ҫӳлхуҫа ҫу сӗрсе янӑ ҫын, тенӗ.
8
Ҫак сӑмахпа Давид хӑйӗн ҫыннисене тытса чарнӑ, вӗсене Саула тапӑнма паман. Саул ӗнтӗ ҫӗр хӑвӑлӗнчен тухнӑ та хӑй ҫулӗпе кайнӑ.
9
Давид та ҫӗр хӑвӑлӗнчен тухнӑ, вӑл Саул хыҫҫӑн: хуҫамӑм, патшамӑм! тесе кӑшкӑрнӑ. Саул каялла ҫаврӑнса пӑхнӑ, Давид [ӑна] ҫӗр ҫине ӳксе пуҫҫапнӑ.
10
Вара Давид Саула каланӑ: мӗншӗн эсӗ «Давид сана хирӗҫ усал ӗҫ тӑвасшӑн» теекен ҫынсен сӑмахне итлетӗн?
11
Акӑ паян хӑвӑн куҫупа хӑвах куртӑн, Ҫӳлхуҫа сана ҫӗр хӑвӑлӗнче манӑн аллӑма пачӗ; сана вӗлерме сӗнекенсем те пулчӗҫ; анчах эпӗ сана хӗрхентӗм те: «хамӑн хуҫамӑм ҫине аллӑма ҫӗклеместӗп, вӑл — Ҫӳлхуҫа ҫу сӗрсе янӑ ҫын» терӗм.
12
Аттеҫӗм! манӑн аллӑмри тумтирӳн арки вӗҫне пӑх-ха; эпӗ сан тумтирӳн аркине касса илтӗм, хӑвна вӗлермерӗм; пӗлсе-ӗненсе тӑр: манра усаллӑх та, каварлӑх та ҫук; эпӗ, сана хирӗҫле ӗҫ туса, ҫылӑха кӗмен; эсӗ вара манӑн чунӑма шыратӑн, эсӗ ӑна пӗтересшӗн.
13
Ӗнтӗ санпа ман хушшӑмӑрти ӗҫсене Ҫӳлхуҫа татса патӑр, Ҫӳлхуҫа сана маншӑн тавӑртӑр; анчах та манӑн аллӑм сана тӗкӗнес ҫук;
14
авалхи каларӑш: «йӗркесӗр ҫынран йӗркесӗр ӗҫ ҫуралать» тет. Манӑн аллӑм вара сана тӗкӗнес ҫук.
15
Кама хирӗҫ тухрӗ-ха Израиль патши? Кам хыҫҫӑн хӑвалатӑн эсӗ? Вилӗ йытӑ хыҫҫӑн, ниме тӑман чӗрчун, пӑрҫа, хыҫҫӑн.
16
Сут тӑваканни Ҫӳлхуҫа пултӑр, санпа ман хушшӑмӑрти тавӑҫа татса патӑр. Вӑл манӑн ӗҫе тӗпчесе-тишкерсе тухӗ те мана санӑн аллунтан хӑтарӗ, тенӗ.
17
Давид ҫак сӑмахсене Саула каласа пӗтерсессӗн, Саул каланӑ: санӑн сассу-и ку, Давид ывӑлӑм? тенӗ. Вара Саул кӑшкӑрсах йӗрсе янӑ,
18
ӗнтӗ Давида ҫапла каланӑ: эсӗ манран тӳрӗрех — эсӗ мана ырӑпа тавӑртӑн, эпӗ сана усалпа тавӑртӑм;
19
мана ырӑ туса, ҫакна эсӗ паян кӑтартса патӑн: Ҫӳлхуҫа мана хӑвӑн аллуна панӑ хыҫҫӑн та мана вӗлермерӗн.
20
Хӑйӗн тӑшманне шыраса тупнӑ хыҫҫӑн кам-ха ӑна ырӑ ҫула кӑларса ятӑр? Паян маншӑн тунӑ ӗҫшӗн Ҫӳлхуҫа сана ырӑлӑх парӗ.
21
Халӗ ӗнтӗ эпӗ пӗлсех тӑратӑп: эсӗ патша пулатӑн, Израиль патшалӑхӗ санӑн аллунта ҫирӗп тӑрӗ.
22
Эппин, эпӗ вилнӗ хыҫҫӑн манӑн тӑхӑмсене тӗп тумастӑп тесе, аттем килӗнче манӑн ятӑма пӗтерместӗп тесе, Ҫӳлхуҫа умӗнче тупа ту, тенӗ.
23
Давид Саула тупа тунӑ. Саул хӑйӗн килне кайнӑ, Давидпа унӑн ҫыннисем вара ҫирӗплетнӗ хӳтлӗх вырӑна хӑпарнӑ.
← Chapter 23
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 25 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31