bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
1 Samuel 23
1 Samuel 23
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 22
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 24 →
1
Давида ҫапла тесе хыпарланӑ: акӑ филистимсем Кеиле тапӑннӑ та анкартисене ҫаратаҫҫӗ, тенӗ.
2
Давид ӗнтӗ Ҫӳлхуҫаран тархасласа ыйтнӑ: каймалла-и манӑн, ҫав филистимсене ҫӗнтерейӗп-и эпӗ? тенӗ. Ҫӳлхуҫа Давида хуравланӑ: кай, эсӗ филистимсене ҫӗнтерӗн те Кеиле хӑтарӑн, тенӗ.
3
Анчах Давидпа пӗрле пулнисем ӑна каланӑ: эпир кунта Иудейӑра та хӑратпӑр, Филисти ҫарӗсене хирӗҫ Кеиле мӗнле каяс-ха пирӗн? [эпир филистимсен тыткӑнне лекӗпӗр,] тенӗ.
4
Давид каллех Ҫӳлхуҫаран тархасласа ыйтнӑ та, Ҫӳлхуҫа ӑна хуравласа каланӑ: тӑр та Кеиле кай — Эпӗ филистимсене санӑн аллуна парӑп, тенӗ.
5
Давид хӑйӗн ҫыннисемпе Кеиле кайнӑ, филистимсемпе ҫапӑҫнӑ, вӗсен выльӑх-чӗрлӗхне хӑваласа тухнӑ, вӗсене вӑйлӑ аркатнӑ, ҫапла вара Давид Кеильре пурӑнакансене ҫӑлса хӑварнӑ.
6
Авиафар, Ахимелех ывӑлӗ, Давид патне тарса [унпа пӗрле] Кеиле кайнӑ чухне хӑйпе пӗрле ефодне те илсе пынӑ.
7
Саула ӗнтӗ Давид Кеиле ҫитни ҫинчен хыпар ҫитернӗ, Саул вара каланӑ: Турӑ ӑна манӑн аллӑма пачӗ: хапхаллӑ та ҫӑраллӑ-сӑлӑплӑ хулана кӗрсе, вӑл хӑйне хӑй питӗрсе лартрӗ, тенӗ.
8
Вара Саул пӗтӗм халӑха вӑрҫӑ вӑрҫма — Кеиле кайма, Давидпа унӑн ҫыннисене хупӑрласа илме — пуҫтарнӑ.
9
Саул усал ӗҫ шухӑшласа хунине пӗлсессӗн, Давид Авиафар священника каланӑ: [Ҫӳлхуҫа] ефодне илсе кил, тенӗ.
10
Давид вара ҫапла каланӑ: эй Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ! Санӑн чуру илтрӗ ӗнтӗ: Саул мана пула Кеиле ҫитме, хулана аркатса-тустарса тухма хатӗрленет.
11
Кеиль ҫыннисем мана унӑн аллине тыттарса яраҫҫӗ-и? Санӑн чуру илтнӗ пек, Саул кунта килет-и? Эй Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ! Хӑвӑн чуруна уҫҫӑн пӗлтерсемччӗ! тенӗ. Ҫӳлхуҫа ӑна: килет, тенӗ.
12
Давид тата каланӑ: Кеиль ҫыннисем мана тата манӑн ҫыннӑмсене Саул аллине тыттарса яраҫҫӗ-и? тенӗ. Ҫӳлхуҫа: тыттарса яраҫҫӗ, тенӗ.
13
Вара Давидпа унӑн ҫыннисем, ултҫӗр ҫынна яхӑн, хускалнӑ та Кеильрен тухса кайнӑ, ӑҫта май килнӗ, ҫавӑнта ҫӳренӗ. Саула ӗнтӗ Давид Кеильрен тухса тарни ҫинчен пӗлтернӗ те, вӑл унта кайман та.
14
Давид вара пушхирте ҫын ҫӳремен вырӑнта, каярах Зиф пушхирӗнчи ту ҫинче пытанса пурӑннӑ. Саул ӑна кашни кун шыранӑ; анчах Турӑ Давида унӑн аллине паман.
15
Давид хӑйӗн чунне Саул епле шыранине курнӑ; Давид Зиф пушхирӗнчи вӑрманта пурӑннӑ.
16
Ионафан ӗнтӗ, Саул ывӑлӗ, Давид патне вӑрмана пынӑ, хӑйӗн тусне: «Ҫӳлхуҫана шан» тесе, вӑй-хал кӳнӗ,
17
ӑна ҫапла каланӑ: ан хӑра, Саул аттем сана шыраса тупаймӗ, эсӗ Израиль патши пулӑн, эпӗ сан хыҫҫӑн иккӗмӗшӗ пулӑп; Саул аттем те ҫакна пӗлсе тӑрать, тенӗ.
18
Вӗсем Ҫӳлхуҫа умӗнче хӑйсем хушшинче килӗшӳ тунӑ; Давид вӑрманта юлнӑ, Ионафан хӑйӗн килне кайнӑ.
19
Зиф ҫыннисем Саул патне Гива хулине пынӑ та каланӑ: Давид пирӗн патӑмӑрта, ҫын ҫӳремен вырӑнта, вӑрманта, Иесимонран сылтӑмарах ларакан Гахил сӑрчӗ ҫинче, пытанса пурӑнать;
20
эппин, кӑмӑлу пулсассӑн, патша, кай ҫавӑнта; пирӗн тивӗҫ ӑна патша аллине тытса парасси пулӗ, тенӗ.
21
Саул вӗсене каланӑ: мана хӗрхеннӗшӗн сире Ҫӳлхуҫа пиллӗх парӗ;
22
кайӑр, тӗплӗнрех тӗрӗслесе пӑхӑр, унӑн ҫулне-йӗрне, ури ярса пуснӑ вырӑна тӗпчӗр, ӑна ҫавӑнта курнӑ ҫынсенчен ыйтса пӗлӗр — мана вӑл питех те чее пулни ҫинчен калаҫҫӗ;
23
вӑл пытанса пурӑнакан пӗтӗм хӳтлӗх вырӑна сӑнаса тӑрӑр, ман патӑма тӗрӗс хыпарпа килӗр, вара эпӗ сирӗнпе пӗрле кайӑп; вӑл ҫакӑ ҫӗр ҫинчех пулсассӑн, эпӗ ӑна Иуда ҫӗрӗнчи пин-пин ҫын хушшинче шыраса тухӑп, тенӗ.
24
Лешӗсем вара Зиф хулине Саултан маларах тухса кайнӑ. Давидпа унӑн ҫыннисем Иесимонран сылтӑмарах, Маон пушхирӗнче тӳремлӗхре, тӑнӑ.
25
Саул хӑйӗн ҫыннисемпе ӑна шырама кайнӑ. Анчах Давида ҫакӑн ҫинчен пӗлтернӗ те, вӑл вара, чул ту енне куҫса, Маон пушхирӗнчех юлнӑ. Саул ҫавна илтнӗ те Давид хыҫҫӑн Маон пушхирне васканӑ.
26
Саул тӑвӑн пӗр енӗпе пынӑ, Давид хӑйӗн ҫыннисемпе тӑвӑн тепӗр енче пулнӑ. Давид Саулран аяккарах кайма васканӑ чухне, Саул хӑйӗн ҫыннисемпе ҫавра ҫулпа кайса, Давидпа унӑн ҫыннисен ҫулне пӳлсе вӗсене ярса тытасшӑн ҫӳренӗ чухне
27
Саул патне хыпарҫӑ ҫитнӗ те каланӑ: васкасах каялла таврӑн: филистимсем пирӗн ҫӗр ҫине тапӑнчӗҫ, тенӗ.
28
Давида йӗрлеме пӑрахса, Саул каялла ҫаврӑннӑ та филистимсене хирӗҫ кайнӑ; ҫавӑнпа ҫак вырӑна Села-Гаммахлекоф тесе ят панӑ.
← Chapter 22
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 24 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31