bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
1 Samuel 26
1 Samuel 26
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 25
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 27 →
1
Саул патне Гивӑна [кӑнтӑр енчен] зифейсем ҫитнӗ те каланӑ: Давид пирӗн патӑмӑрта, Иесимонран сылтӑмарах, Гахила сӑрчӗ ҫинче, пытанса пурӑнать, тенӗ.
2
Саул тӳрех хускалнӑ та, Давида Зиф пушхирӗнче шырамашкӑн хӑйпе пӗрле израильсен чи паттӑр виҫӗ пин арне илсе, Зиф пушхирне аннӑ.
3
Саул Иесимонран сылтӑмарах, Гахила сӑрчӗ ҫинче, ҫул хӗрринче, чарӑнса тӑнӑ; Давид ун чухне пушхирте пулнӑ, вӑл хӑй хыҫҫӑн ҫак пушхире Саул ҫитнине асӑрханӑ;
4
Давид йӗрлевҫӗсем янӑ та Саул чӑнах та [Кеильрен] килнине пӗлнӗ.
5
Давид [вӑрттӑн] тухса кайнӑ та Саул тапӑрӑн ларса тухнӑ вырӑна ҫитнӗ, вӑл Саул ӑҫта ҫывӑрнине те, Авенир — Нир ывӑлӗ, Саул ҫарпуҫӗ — ӑҫта ҫывӑрнине те курнӑ. Саул чатӑрта ҫывӑрнӑ, халӑх ун тавра вырӑнаҫса тухнӑ.
6
Давид хет ҫыннине Ахимелеха тата Авессана — Саруия ывӑлне, Иоав пӗртӑванне — ҫапла каланӑ: Саул тапӑрне кам манпа пӗрле пырать? тенӗ. Авесса: санпа эпӗ пыратӑп, тенӗ.
7
Давид Авессапа пӗрле Саул ҫыннисем патне ҫӗрле ҫитнӗ; акӑ Саул чатӑрта ҫывӑрать, сӑннине хӑй пуҫелӗкӗ ҫумне тӑрӑнтарнӑ; Авенир тата халӑх ун йӗри-тавра выртаҫҫӗ.
8
Авесса Давида каланӑ: паян Турӑ хӑвӑн тӑшманна санӑн аллуна пачӗ; эппин, ирӗк парсам, эпӗ ӑна сӑннӑмпа пӗрре чиксех ҫӗр ҫумне пӑталаса лартӑп, иккӗмӗш хут чикмелле пулмӗ, тенӗ.
9
Анчах Давид Авессана каланӑ: ан вӗлер ӑна: Турӑ ҫу сӗрсе янӑ ҫын ҫине алӑ ҫӗклекене хӑҫан хаса паманни пур? тенӗ.
10
Давид тата каланӑ: Ҫӳлхуҫа чӗрӗ! ӑна Ҫӳлхуҫа тӗп тутӑр е, кунӗ ҫитсессӗн, хӑех вилӗ, е вӑрҫа кайса пӗтӗ; мана вара Ҫӳлхуҫа Хӑй ҫу сӗрсе янӑ ҫын ҫине алӑ ҫӗклеме ирӗк ан патӑрах;
11
унӑн пуҫелӗкӗ тӗлӗнчи сӑннине тата шыв савӑтне ил те, хамӑр патӑмӑра кайӑпӑр, тенӗ.
12
Давид Саулӑн пуҫелӗкӗ тӗлӗнче тӑнӑ сӑннипе шыв савӑтне илнӗ те, вӗсем хӑйсем патне кайнӑ; ҫавна никам та курман, никам та пӗлмен, никам та вӑранман, пурте ҫывӑрнӑ: Ҫӳлхуҫа вӗсем ҫине йывӑр ыйхӑ янӑ.
13
Давид тепӗр енне каҫнӑ та аякри ту тӑррине тӑнӑ; вӗсен хушши чылаях пулнӑ.
14
Давид халӑха тата Авенира, Нир ывӑлне, кӑшкӑрса чӗнсе каланӑ: итле-ха, Авенир, тенӗ. Лешӗ: кам эсӗ, мӗн кӑшкӑратӑн, мӗн-ма патшана кансӗрлетӗн? тенӗ.
15
Давид ӗнтӗ Авенира ҫапла каланӑ: ар мар-им эсӗ, Израильре санпа кам танлашма пултарайӗ? Мӗншӗн эсӗ хӑвӑн хуҫуна, патшана, упрамастӑн? авӑ унта пӗри патшана, санӑн хуҫуна, вӗлерме пырса кайнӑ.
16
Лайӑх мар тӑватӑн эсӗ; Ҫӳлхуҫа чӗрӗ! хӑвӑр хуҫӑра, Ҫӳлхуҫа ҫу сӗрсе янӑ ҫынна, упраманшӑн эсир вилӗме тивӗҫлӗ. Пӑхса ил-ха, патшан хӑйӗн пуҫелӗкӗ патӗнче пулнӑ сӑнни тата шыв савӑчӗ ӑҫта? тенӗ.
17
Саул Давид сассине палласа илнӗ те: санӑн сассу-и ку, Давид ывӑлӑм? тенӗ. Давид каланӑ: манӑн сасӑ ҫав, хуҫамӑм, патшамӑм, тенӗ.
18
Вӑл тата каланӑ: хуҫамӑм хӑйӗн чурине мӗншӗн йӗрлесе ҫӳрет-ши? мӗн турӑм эпӗ? мӗнле усал ӗҫ пур-ши ман аллӑмра?
19
Патша хуҫамӑм халӗ хӑйӗн чури каланине вӗҫне ҫитиччен итлинччӗ: эхер те сана Ҫӳлхуҫа мана хирӗҫ тӑратрӗ пулсассӑн, ку вӑл эсӗ кӳрекен ырӑ шӑршӑллӑ парне вырӑнне пултӑр; эхер те ҫынсен ывӑлӗсем хӗтӗртрӗҫ пулсассӑн, вӗсем Ҫӳлхуҫа умӗнче ылханлӑ пулӗҫ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем мана Ҫӳлхуҫа халӑхӗ хушшинче пурӑнма памарӗҫ, ҫӗршывран хӑваласа ячӗҫ: «кай, урӑх турӑсене пуҫҫапса пурӑн» терӗҫ.
20
Анчах Ҫӳлхуҫа умӗнче манӑн юн ҫӗр ҫине тӑкӑнас ҫук: Израиль патши ӗнтӗ, тусем тӑрӑх хир чӑххине хӑваланӑ пек, ниме тӑман пӗр чӗрчуна, пӑрҫана, шырама тухнӑ.
21
Саул вара ҫапла каланӑ: ҫылӑха кӗтӗм эпӗ; таврӑн, Давид ывӑлӑм, текех усал сунмӑп сана: эсӗ паян та манӑн чунӑма тивмерӗн, саншӑн вӑл питех те хаклӑ пулчӗ; ӑссӑрла хӑтлантӑм эпӗ, питӗ нумай ҫылӑх турӑм, тенӗ.
22
Давид ҫапла хуравласа каланӑ: акӑ патша сӑнни — пӗр тарҫи килтӗр те илсе кайтӑр;
23
Ҫӳлхуҫа пире иксӗмӗре тӳрӗлӗхӗмӗре те чӑнлӑхӑмӑра кура тавӑрса патӑр, Ҫӳлхуҫа сана манӑн алла пачӗ, анчах эпӗ Ҫӳлхуҫа ҫу сӗрнӗскерӗ ҫине алӑ ҫӗклесшӗн пулмарӑм;
24
паян санӑн пурӑнӑҫу маншӑн мӗн тери хаклӑ пулнӑ пек, манӑн пурӑнӑҫӑм та Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫавӑн пек хаклӑ пултӑрччӗ, [Вӑл мана хӳтӗлетӗрччӗ,] мана тӗрлӗ инкек-синкекрен хӑтартӑрччӗ! тенӗ.
25
Саул Давида каланӑ: пиллӗхлӗ эсӗ, Давид ывӑлӑм; ӗҫне те тӑватӑн, ҫӗнтерме те ҫӗнтеретӗн, тенӗ. Давид вара хӑйӗн ҫулӗпе кайнӑ, Саул хӑйӗн вырӑнне таврӑннӑ.
← Chapter 25
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 27 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31