bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
1 Samuel 19
1 Samuel 19
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 18
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 20 →
1
Саул Ионафана, хӑйӗн ывӑлне, тата хӑйӗн мӗнпур тарҫине Давида вӗлерме каланӑ; анчах Ионафан, Саул ывӑлӗ, Давида питӗ юратнӑ.
2
Ионафан, Давида пӗлтерсе, ҫапла каланӑ: манӑн Саул аттем сана вӗлересшӗн; ыран сыхлануллӑ пул; вӑрттӑн вырӑнта пытанса лар;
3
эпӗ аттемпе пӗрле хире тухӑп та эсӗ пытанса тӑракан вырӑнта пулӑп, аттемпе сан ҫинчен калаҫӑп, хам мӗн пӗлнине сана каласа парӑп, тенӗ.
4
Ионафан ӗнтӗ Саула, хӑйӗн ашшӗне, Давид ҫинчен питӗ лайӑх каланӑ, вӑл ӑна ҫапла каланӑ: патша хӑйӗн чурине Давида хирӗҫ ҫылӑх ан тутӑр: вӑл сана хирӗҫ пырса ҫылӑха кӗмен, вӑл саншӑн усӑллӑ ӗҫсем ҫеҫ тунӑ;
5
Филисти ҫыннине тӗп тунӑ чухне вӑл вилӗмле хӑрушлӑха лекрӗ; Ҫӳлхуҫа вара пӗтӗм Израиле пысӑк ҫӑлӑнӑҫ пачӗ; эсӗ ҫавна куртӑн, савӑнтӑн; мӗншӗн-ха эсӗ, айӑпсӑр юна хирӗҫ пырса, ҫылӑха кӗресшӗн, Давида сӑлтавсӑрах вӗлересшӗн? тенӗ.
6
Саул Ионафана итленӗ, Саул ҫапла тупа тунӑ: Ҫӳлхуҫа чӗрӗ, Давид вилес ҫук, тенӗ.
7
Ионафан ӗнтӗ Давида чӗнсе илнӗ те ӑна ҫав сӑмахсене каласа панӑ, Ионафан вара Давида Саул патне илсе пынӑ, Давид ун патӗнче ӗнер, виҫӗмкун пурӑннӑ пекех пурӑннӑ.
8
Каллех вӑрҫӑ пуҫланнӑ, Давид филистимсене хирӗҫ ҫапӑҫнӑ, вӗсене вӑйлӑн аркатса тӑкнӑ, вӗсем унран тарса пӗтнӗ.
9
Турӑ ирӗкӗпе Саула каллех усал сывлӑш тапӑннӑ, пӗррехинче вӑл килӗнче ларнӑ пулнӑ, аллинче сӑнӑ пулнӑ, Давид кӗсле каласа ларнӑ.
10
Саул сӑннипелен Давида стена ҫумне пӑталаса лартасшӑн пулнӑ, анчах Давид Саулран пӑрӑнса ӗлкӗрнӗ, сӑнни стенана тӑрӑнса ларнӑ; Давид ҫав каҫ тухса тарса ҫӑлӑнса юлнӑ.
11
Давида сыхласа тӑрса ирччен вӗлерме хушса, Саул хӑйӗн тарҫисене Давид килне янӑ. Давида Мелхола, хӑйӗн арӑмӗ, каланӑ: эхер те эсӗ ҫак каҫ чунна ҫӑлса хӑвармасассӑн, ыран сана вӗлереҫҫӗ, тенӗ.
12
Мелхола Давида чӳрече витӗр антарса янӑ, вӑл кайнӑ, тарса хӑтӑлнӑ.
13
Мелхола вара кил йӗрӗхне илнӗ те ӑна Давид вырӑнӗ ҫине хунӑ, пуҫ вӗҫне качака тирӗ хунӑ, ҫиелтен тумтирпе витнӗ.
14
Саул хӑйӗн тарҫисене Давида тытма янӑ; анчах Мелхола: вӑл чирлӗ, тенӗ.
15
Вара Саул, тарҫисене Давида тӗрӗслеме хушса ярса, ҫапла каланӑ: ӑна вӗлерме ман патӑма вырӑнӗ-мӗнӗпех йӑтса килӗр, тенӗ.
16
Тарҫӑсем ҫитнӗ те, акӑ вырӑн ҫинче — тӑм кӗлетке, пуҫ вӗҫӗнче — качака тирӗ.
17
Ҫакӑн хыҫҫӑн Саул Мелхолӑна каланӑ: мӗншӗн эсӗ мана ҫапла улталарӑн, манӑн тӑшмана кӑларса ятӑн, вӑл тартӑр терӗн-и? тенӗ. Мелхола Саула ҫапла каланӑ: вӑл: мана кӑларса яр, унсӑрӑн эпӗ сана вӗлеретӗп, терӗ, тенӗ.
18
Давид тарса ӳкнӗ те ҫӑлӑннӑ, вӑл Самуил патне Рамӑна ҫитнӗ, хӑйне Саул мӗн тунине ӑна пӗтӗмпех каласа панӑ. Вӑл Самуилпа пӗрле тухса кайнӑ, вӗсем Навафра [Рамӑра] чарӑнса тӑнӑ.
19
Саула: Давид — Навафра, Рамӑра тесе пӗлтернӗ.
20
Саул хӑйӗн тарҫисене Давида тытма хушса янӑ, анчах пророкла калаҫакан пророк ушкӑнне тата вӗсене ертсе пыракан Самуила курсассӑн, вӗсем ҫине Турӑ Сывлӑшӗ аннӑ та, вӗсем те пророкла калаҫма пуҫланӑ.
21
Ҫакӑн ҫинчен Саула пӗлтернӗ, вӑл вара урӑх тарҫӑсем янӑ, анчах кусем те пророкла калаҫма пуҫланӑ. Каярах тата урӑх тарҫӑсем янӑ, вӗсем те пророкла калаҫма пуҫланӑ.
22
[Ҫилленсе ҫитсе,] Саул хӑй те Рамӑна тухса кайнӑ, вара Сефа теекен вырӑнти пысӑк ҫӑлкуҫ патне ҫитнӗ те: Самуилпа Давид ӑҫта-ши? тесе ыйтнӑ. Ӑна: ҫакӑнта, Навафра, Рамӑра, тенӗ.
23
Вӑл Рамӑри Навафа кайнӑ, ун ҫине те Турӑ Сывлӑшӗ аннӑ, вӑл вара Рамӑри Навафа ҫитиччен пророкла калаҫса пынӑ.
24
Унтан вӑл тумтирне хывнӑ та Самуил умӗнче пророкла калаҫнӑ, ҫав кунне кунӗпе тата ҫӗрӗпе тумтир тӑхӑнмасӑр выртнӑ; ҫавӑнпа ӗнтӗ: «Саул та пророк пулчӗ-ши вара?» теҫҫӗ.
← Chapter 18
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 20 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31