bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
1 Samuel 2
1 Samuel 2
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 1
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 3 →
1
Анна ӗнтӗ ҫапла каласа кӗлтунӑ: чӗреме Ҫӳлхуҫа савӑнтарчӗ; Туррӑм манӑн мӑйракана ҫӗклерӗ; чӗлхе-ҫӑварӑм тӑшманӑмсене хирӗҫ уҫӑлчӗ: Эсӗ мана ҫӑлнӑшӑн савӑнатӑп.
2
Ҫӳлхуҫа пек сӑвапли урӑх ҫук; Сансӑр пуҫне урӑх никам та ҫук; пирӗн Турӑ пек тӗрекли урӑх ҫук.
3
Урӑх мӑнаҫлӑ ан калаҫӑр; чӗлхӗр-ҫӑварӑртан чӑрсӑр сӑмах ан тухтӑр: Ҫӳлхуҫа — пурне те пӗлекен Турӑ, Унӑн ӗҫӗсем те виҫеллӗ.
4
Вӑйлисен уххи хуҫӑлса ӳкет, халсӑррисем вара пилӗкне хӑват ҫыхаҫҫӗ;
5
тутӑ пурӑнакансем ҫӑкӑршӑн ӗҫлеҫҫӗ, выҫӑ пурӑнакансем канса лараҫҫӗ; ача туманни те ҫичӗ хут ҫуратать, нумай ачалли вара халсӑр пулать.
6
Ҫӳлхуҫа вӗлерет те чӗртсе тӑратать, ҫӗр тӗпне антарать те ҫӳле хӑпартать.
7
Ҫӳлхуҫа чухӑна кӑларать те пуйтарать, мӗскӗне хӑварать те асла кӑларать.
8
Чухӑна Вӑл тусан ӑшӗнчен ҫӗклесе тӑратать, мӗскӗне пылчӑк ӑшӗнчен туртса кӑларать те аслӑ улпутсемпе юнашар лартать, еткерлӗхе вӗсене мухтавлӑ вырӑн парать: Ҫӳлхуҫа ҫӗрӗн тӗпне-йӗрне тытса тӑрать, ун ҫинче Вӑл ҫутӑ тӗнчене ҫирӗплетнӗ.
9
Хӑйӗн сӑваплӑ ҫыннисенӗн утӑмне Вӑл асӑрхасах тӑрать, йӗркесӗр пурӑнакансем вара сӗмлӗхре ҫухалаҫҫӗ: этемӗн тӗрекӗ — вӑй-халра мар.
10
Хӑйпе тавлашакансене Ҫӳлхуҫа шӑлса ывӑтӗ; Вӑл вӗсене тӳперен кисрентерсе чӗтӗретӗ. [Ҫӳлхуҫа сӑваплӑ. Ӑсли хӑйӗн ӑсӗпе ан мухтантӑр, вӑйли те хӑйӗн вӑйӗпе ан мухтантӑр, пуянни те хӑйӗн пуянлӑхӗпе ан мухтантӑр, мухтанас теекенӗ Ҫӳлхуҫана ӑнланнипе, Ӑна пӗлнипе мухтантӑр.] Ҫӳлхуҫа тӗнченӗн вӗҫне-хӗрне сут тӑвӗ, Хӑйӗн патшине хӑват парӗ, Хӑй ҫу сӗрнӗ ҫыннӑн мӑйракине ҫӗклентерӗ.
11
[Вара Самуила ҫавӑнта Ҫӳлхуҫа умне хӑварнӑ.] Елкана Рамӑна хӑйӗн килне кайнӑ, ача Ҫӳлхуҫашӑн ӗҫлесе тӑма Илий священник патне юлнӑ.
12
Илий ывӑлӗсем юрӑхсӑр ҫынсем пулнӑ; вӗсем Ҫӳлхуҫана уяман,
13
священниксен халӑх умӗнчи тивӗҫне те пӗлмен. Кам та пулин парне илсе пырсассӑн, аш пӗҫернӗ вӑхӑтра священник тарҫи аллине юплешке тытса пынӑ та,
14
ӑна хурана е тирӗке, е ҫатма ҫине, е чӳлмеке чиксе ярса, юплешки мӗн туртса кӑларнине священник валли илнӗ. Ҫавӑнта Силома пынӑ пур Израиль ҫынни тӗлӗшӗнчен те вӗсем ҫавӑн пек тунӑ.
15
Священник тарҫи ӗнтӗ парне ҫӑвне ҫунтарса яричченех пырса тӑнӑ та парне кӳме килнӗ ҫынна ҫапла каланӑ: священник валли ӑшаламалли аш пар; вӑл санран пиҫнӗ аш илмест, чӗррине пар, тенӗ.
16
Эхер те кам та пулин ӑна: «тумаллине туччӑр-ха, ҫӑва ҫунтарса яччӑр-ха, кайран чуну мӗн чухлӗ ыйтать, ҫавӑн чухлӗ ил» тесессӗн, вӑл: ҫук, халех пар, памастӑн пулсассӑн вӑйпах илетӗп, тенӗ.
17
Ҫак ҫамрӑк ҫынсен Ҫӳлхуҫа умӗнчи ҫылӑхӗ ҫав тери пысӑк пулнӑ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем Ҫӳлхуҫа валли парне кӳме чӑрмантарнӑ.
18
Ҫамрӑк ача Самуил Ҫӳлхуҫа умӗнче йӗтӗн ефод тӑхӑнса ӗҫленӗ.
19
Ҫиелтен тӑхӑнмалли пӗчӗк тумтирне ун валли амӑшӗ хатӗрлесе тӑнӑ, вӑл упӑшкипе пӗрле тивӗҫлӗ парне кӳме ҫӳренӗ чухне ӑна ҫулсеренех илсе килсе панӑ.
20
Илий, Елканӑпа унӑн арӑмне пиллесе, ҫапла каланӑ: Ҫӳлхуҫана халалланӑ ачу вырӑнне Ҫӳлхуҫа сана ҫак арӑмунтан тата ача патӑр! тенӗ. Лешӗсем вара хӑйсем пурӑнакан вырӑна кайнӑ.
21
Ҫӳлхуҫа Аннӑна аса илнӗ, Анна йывӑр ҫын пулса виҫӗ ывӑл та икӗ хӗр ҫуратса панӑ; ҫамрӑк ача Самуил вара Ҫӳлхуҫа патӗнче ҫитӗннӗ.
22
Илий ӗнтӗ питӗ ватӑ пулнӑ, вӑл хӑйӗн ывӑлӗсем Израиль ҫыннисем тӗлӗшпе мӗн хӑтланни ҫинчен, вӗсем пуху чатӑрӗн алӑкӗ умне пухӑнакан хӗрарӑмсемпе ҫывӑрни ҫинчен илтнӗ.
23
Вӑл вӗсене каланӑ: эсир мӗншӗн ҫакӑн пек ӗҫсем тӑватӑр-ха? эпӗ [Ҫӳлхуҫанӑн] пӗтӗм халӑхӗнчен сирӗн ҫинчен япӑх сӑмах илтетӗп.
24
Аван мар, ачамсем, эпӗ [сирӗн ҫинчен] илтекен сас-хура лайӑх мар, [ун пек ан тӑвӑр — эпӗ илтекен сас-хура лайӑх мар]; эсир Ҫӳлхуҫа халӑхне пӑсатӑр;
25
эхер те этем этеме хирӗҫ ҫылӑхлӑ ӗҫ тӑвать пулсассӑн, уншӑн Турра кӗлтӑваҫҫӗ; эхер те этем Ҫӳлхуҫана хирӗҫ ҫылӑхлӑ ӗҫ тӑвать пулсассӑн, ун хутне кӗрекенни кам пулӗ? тенӗ. Анчах вӗсем ашшӗн сӑмахне итлемен: Ҫӳлхуҫа ӗнтӗ вӗсене вилӗм аллине пама шутланӑ.
26
Ҫамрӑк ача Самуил вара ҫитӗннӗҫемӗн ҫитӗнсе пынӑ, ӑна Ҫӳлхуҫа та, ҫынсем те кӑмӑлланӑҫемӗн кӑмӑлланӑ.
27
Илий патне Турӑ ҫынни килнӗ те каланӑ: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: вӗсем Египетра, фараон ҫуртӗнче, пулнӑ вӑхӑтра Эпӗ санӑн аҫун килне курӑнмарӑм-и вара?
28
Ӑна пӗтӗм Израиль йӑхӗнчен Хамӑн священникӑм пулма — Мана парне кӳрекен вырӑн патне хӑпартӑр, фимиам тӗтӗртӗр, Ман умӑмра ефод тӑхӑнса ҫӳретӗр тесе — суйласа илмерӗм-и? Израиль ывӑлӗсем ҫунтарса кӳрекен мӗнпур парнерен Эпӗ санӑн аҫун килне пай парса тӑмарӑм-и?
29
Мӗншӗн-ха эсир Ман патӑма илсе килнӗ парнесене, тырӑ-пулӑ парнине урӑрпа таптатӑр, Эпӗ вӗсене Хамӑн ҫуртӑм валли пулччӑр тенӗччӗ, мӗншӗн-ха эсӗ хӑвӑн ывӑлусене Манран маларах хуратӑн, Манӑн халӑхӑм — Израиль — илсе килнӗ малтанхи ҫимӗҫсемпе самӑрланатӑн? тет, тенӗ.
30
Ҫавӑнпа ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, акӑ мӗн калать: Эпӗ ун чухне: «санӑн килӳ, санӑн аҫун килӗ ӗмӗрех Манӑн куҫ умӗнче пулӗҫ» тенӗччӗ. Анчах халӗ Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: малашне ун пек пулмӗ, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ Хама мухтакансене мухтатӑп, Мана хисепе хуманнисем вара хисепрен тухӗҫ.
31
Акӑ Эпӗ санӑн шӑнӑрна та, аҫу килӗн шӑнӑрне те касса ярас кунсем ҫывӑхараҫҫӗ, апла санӑн ҫуртунта [нихӑҫан та] ватӑ ҫын пулмӗ;
32
Ҫӳлхуҫа Израиле кӑмӑллать пулин те, эсӗ Манӑн ҫуртӑм юхӑннине курӑн, санӑн килӳнте пурӑнӑҫ тӑршшӗпех ватӑ ҫын пулмӗ.
33
Хамӑн парне вырӑнӗ умӗнче ӗҫлесе тӑма Эпӗ санӑн ӑрӑвунтан пӗр священник ҫеҫ хӑварӑп, анчах вӑл суккӑрланса ларӗ, халран кайса ҫитӗ; санӑн пӗтӗм ӑрӑву вӑтам ҫулсенчех вилсе пырӗ.
34
Акӑ сана паллӑ паратӑп: вӑл санӑн икӗ ывӑлна, Офнипе Финееса, пырса тивӗ — иккӗшӗ те вӗсем пӗр кунра вилсе выртӗҫ.
35
Хам валли вара шанчӑклӑ священник лартӑп; вӑл Манӑн чӗрем, Манӑн чунӑм ыйтнӑ пек туса тӑрӗ; унӑн килне те ҫирӗп тӑвӑп; вӑл ӗмӗрӗ тӑршшӗпех Эпӗ ҫу сӗрсе янӑскерӗ умӗнче ҫӳрӗ;
36
вара санӑн килӳнте чӗрӗ юлнисенчен кашниех ун патне пӗр гера кӗмӗлшӗн, ҫӑкӑр татӑкӗшӗн кӗлеме пырӗ: «тӑранса пурӑнмалӑх пӗр-пӗр левит ӗҫне явӑҫтарсам мана» тейӗ, тет.
← Chapter 1
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 3 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31