bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
1 Samuel 21
1 Samuel 21
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 20
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 22 →
1
Давид Номва хулине Ахимелех священник патне пынӑ. Давида курсассӑн, Ахимелех аптӑраса кайнӑ, унтан: мӗншӗн эсӗ пӗчченех, мӗншӗн санпала никам та ҫук вара? тесе ыйтнӑ.
2
Давид Ахимелех священника каланӑ: патша мана пӗр ӗҫ хушса ячӗ, анчах та вӑл: «эпӗ сана мӗншӗн янине, мӗн хушнине никам та ан пӗлтӗр» терӗ, ҫавӑнпа та эпӗ хамӑн ҫыннӑмсене пӗр ҫӗрте хӑвартӑм;
3
апла аллу айӗнче мӗн пуррине — пӗр пилӗк ҫӑкӑр е мӗн те пулин — пар мана, тенӗ.
4
Священник Давида хуравласа каланӑ: ман алӑра ахаль ҫӑкӑр ҫук, сӑваплӑ ҫӑкӑр ҫеҫ; эхер те санӑн ҫыннусем хӗрарӑмпа хутшӑнман пулсассӑн, [ан тив, ҫиччӗр], тенӗ.
5
Давид священника ҫапла хуравласа каланӑ: ӗнер те, виҫӗмкун та — ҫула тухнӑранпах — пирӗн яхӑнра хӗрарӑм пулман, манӑн ҫыннӑмсен ӳчӗ таса, паян уйрӑмах таса, тенӗ.
6
Вара священник ӑна сӑваплӑ ҫӑкӑр панӑ: унӑн Турӑ умне хумалли парне ҫӑкӑрӗсемсӗр пуҫне урӑх ҫӑкӑр пулман, вӗсем вырӑнне ӗнтӗ ӑшӑ ҫӑкӑрсем хумалла пулнӑ.
7
Ҫав кунхине унта, Ҫӳлхуҫа умӗнче, Саулӑн пӗр тарҫи пулнӑ. Вӑл Идумея ҫынни, Доик ятлӑскер, Саул кӗтӳҫӗсен пуҫлӑхӗ пулнӑ.
8
Давид Ахимелеха каланӑ: санӑн кунта алӑ айӗнче сӑнӑ е хӗҫ ҫук-и? патша хушнине тума васкавлӑн тухса килтӗм те хампа пӗрле хӗҫ те, урӑх кӑрал та илеймерӗм, тенӗ.
9
Священник каланӑ: акӑ Голиафӑн — Юман айлӑмӗнче хӑв тӗп тунӑ филистимӑн — хӗҫӗ, тумтирпе чӗркенӗскер, вӑл ефод хыҫӗнче выртать; кӑмӑлу пулсассӑн, ил; унсӑр пуҫне кунта урӑххи ҫук, тенӗ. Давид каланӑ: кун пеккине урӑх тупаяс ҫук, ӑна мана пар, тенӗ. [Лешӗ ӑна панӑ.]
10
Давид ҫав кунах Саулран тарса кайнӑ та Геф патши Анхус патне ҫитнӗ.
11
Тарҫисем Анхуса каланӑ: ҫакӑ вӑл Давид, леш ҫӗршывӑн патши, мар-и-ха? вӑйӑ картинче ун ҫинчен: «Саул — пиншер ҫынна, Давид вуншар-вуншар пин ҫынна ҫӗнтерчӗ» тесе юрламастчӗҫ-и-ха? тенӗ.
12
Давид ҫак сӑмахсене чӗрине хывнӑ та Анхусран, Геф патшинчен, хытах хӑраса ӳкнӗ.
13
Вара вӑл вӗсен умӗнче хӑйӗн сӑн-питне улӑштарнӑ, вӗсен куҫӗ умӗнче ӑссӑра пенӗ, алӑксем ҫине темӗн чӗркеленӗ, [аллисене тӑрмаланӑ,] сухалӗ ҫине сӗлекине юхтарнӑ.
14
Анхус ӗнтӗ хӑйӗн чурисене каланӑ: курмастӑр-им, вӑл ӑсран тайӑлнӑ ҫын; мӗншӗн эсир ӑна ман патӑма илсе килтӗр?
15
ман патӑмра ӑсран тайӑлнӑ ҫын сахал-им, эсир ӑна мӗншӗн илсе килтӗр, ман умӑмра ухмахла хӑтланчӑкне кӑтартма-и? ҫакӑ та ман ҫуртӑма кӗрӗ-и вара? тенӗ.
← Chapter 20
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 22 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31