bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
1 Samuel 31
1 Samuel 31
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 30
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
1
Филистимсем израильсемпе ҫапӑҫнӑ, Израиль арӗсем филистимсенчен тарнӑ чухне Гелвуй тӑвӗ ҫинче виле-виле выртса юлнӑ.
2
Филистимсем Саулпа унӑн ывӑлӗсене хӑваласа ҫитнӗ, ӗнтӗ филистимсем Саул ывӑлӗсене — Ионафана, Аминадава тата Малхисуана — вӗлернӗ.
3
Саула хирӗҫ питӗ хаяррӑн ҫапӑҫнӑ, пур енчен те ухӑпа пенӗ, ӑна хӑрушла амантса пӗтернӗ.
4
Саул вара кӑрал йӑтса ҫӳрекен ҫыннине каланӑ: хӗҫне кӑлар та мана чиксе пӑрах — ҫав ӳт кастарман ҫынсем килсе ан вӗлерччӗр мана, ан мӑшкӑллаччӑр мана, тенӗ. Анчах кӑрал йӑтса ҫӳрекенӗ ун пек тума хӑяйман, мӗншӗн тесессӗн питӗ хӑранӑ. Вара Саул хӑйӗн хӗҫне илнӗ те ун ҫине тӑрӑннӑ.
5
Саул вилнине курсассӑн, кӑрал йӑтса ҫӳрекенӗ те хӑйӗн хӗҫӗ ҫине тӑрӑнса унпа пӗрлех вилнӗ.
6
Саулпа унӑн виҫӗ ывӑлӗ, унӑн кӑрал йӑтса ҫӳрекен ҫынни ҫав кун ҫапла вилнӗ, унпа пӗрле унӑн пӗтӗм ҫынни те пӗтнӗ.
7
Айлӑм енче, Иордан леш енче пурӑнакан Израиль халӑхӗ израильсем тарнине тата Саулпа унӑн ывӑлӗсем вилнине курсассӑн, хӑйсен хулисене пӑрахса хӑварса, тарса пӗтнӗ, филистимсем ӗнтӗ пынӑ та ҫав хуласене йышӑннӑ.
8
Тепӗр кунне филистимсем вилнӗ ҫынсене ҫаратма пынӑ та Гелвуй тӑвӗ ҫинче выртса юлнӑ Саулпа унӑн виҫӗ ывӑлне тупнӑ.
9
Вара [ӑна ҫавӑрса пӑрахнӑ та] пуҫне касса татнӑ, кӑралне хывса илнӗ, унтан хӑйсем ҫӗнтерни ҫинчен хӑйсен йӗрӗхӗсен ҫурчӗсенче тата халӑха пӗлтермешкӗн пӗтӗм Филисти ҫӗрӗ тӑрӑх кӑтартса ҫӳреме кӑларса янӑ;
10
унӑн кӑралне Астарта ҫуртне хунӑ, ӳтне Беф-Сан хӳми ҫине ҫакнӑ.
11
Филистимсем Саул тӗлӗшӗнчен мӗн туни ҫинчен Галаадри Иавис ҫыннисем илтнӗ те,
12
мӗнпур вӑйпитти ҫын кар хускалнӑ, вӗсем ҫӗрӗпе утнӑ, Саулпа унӑн ывӑлӗсен ӳчӗсене Беф-Сан хӳми ҫинчен антарса Иависа илсе ҫитернӗ, вӗсене ҫавӑнта ҫунтарса янӑ;
13
унтан, вӗсен шӑммисене пухса, Иависри юман айне пытарнӑ, ун хыҫҫӑн ҫичӗ кун типӗ тытнӑ.
← Chapter 30
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31