bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
1 Samuel 17
1 Samuel 17
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 16
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 18 →
1
Филистимсем вӑрҫӑ вӑрҫма ҫар пухнӑ та Иудейӑри Сокхоф хулине пуҫтарӑннӑ, Сокхофпа Азек хушшинчи Ефес-Даммим хулинче тапӑр лартса чарӑнса тӑнӑ.
2
Саулпа Израиль ҫыннисем Юман айлӑмӗнче вырӑнаҫнӑ та филистимсемпе ҫапӑҫма хатӗрленсе тӑнӑ.
3
Филистимсем пӗр енчи ту ҫинче, Израиль ҫыннисем тепӗр енчи ту ҫинче тӑнӑ, вӗсем хушшинче айлӑм пулнӑ.
4
Филистимсен тапӑрӗнчен Голиаф ятлӑ кӗрешӳҫӗ, Геф ҫынни, тухнӑ, пӗвӗпе вӑл — ултӑ чике те пӗр шит ҫӳллӗш.
5
Пуҫӗнче — пӑхӑр калпак; хӑй чӗлпӗк пӑхӑр тум тӑхӑннӑ, ҫав пӑхӑр тумӗ унӑн пилӗк пин сикль тайнӑ;
6
уринче — пӑхӑр чӗркуҫҫилӗх, ҫурӑмӗ хыҫӗнче — пӑхӑр хулкан;
7
унӑн сӑннин аври — пир тӗртекенсен хивси пек; тимӗр сӑнни хӑй ҫеҫ ултҫӗр сикль тайнӑ, ун умӗнче кӑрал йӑтса ҫӳрекенӗ пынӑ.
8
Ҫавӑ тӑнӑ та израильсен ҫарне ҫапла кӑшкӑрса каланӑ: эсир мӗншӗн ҫапӑҫма тухрӑр? Эпӗ филистим мар-и, эсир Саул чурисем мар-и? Хӑвӑр хушшӑртан пӗр ҫын суйласа илӗр те, ҫавӑ ман патӑма антӑр;
9
вӑл манпа ҫапӑҫаять, мана вӗлереет пулсассӑн, эпир сирӗн чурӑрсем пулӑпӑр; эхер те эпӗ ҫӗнтеретӗп пулсассӑн, ӑна вӗлеретӗп пулсассӑн, эсир пирӗн чурасем пулатӑр та пирӗншӗн ӗҫлесе тӑратӑр, тенӗ.
10
Филисти ҫынни тата ҫапла каланӑ: паян эпӗ Израиль ҫарне намӑс кӑтартӑп; мана ҫын тупса парӑр, тытӑҫӑпӑр иксӗмӗр, тенӗ.
11
Саулпа Израиль ҫыннисем ҫак сӑмахсене илтнӗ те питӗ хӑраса, сехӗрленсе ӳкнӗ.
12
Давид вӑл Ефрафа ҫыннин Иессейӗн ывӑлӗ пулнӑ. Иессей Иуда хулинче Вифлеемра пурӑннӑ, унӑн сакӑр ывӑл пулнӑ; ҫав ҫын Саул пурӑннӑ вӑхӑтра ватӑлса ҫитнӗ те арсем хушшинче чи асли шутланнӑ.
13
Иессейӗн виҫӗ аслӑ ывӑлӗ Саулпа пӗрле вӑрҫа кайнӑ; вӑрҫа кайнӑ виҫӗ ывӑлӗн ячӗсем: асли — Елиав, ун хыҫҫӑнхи иккӗмӗшӗ — Аминадав, виҫҫӗмӗшӗ — Самма;
14
Давид вара чи кӗҫӗнни пулнӑ. Аслисенчен виҫҫӗшӗ Саулпа пӗрле кайнӑ;
15
Давид Саул патӗнчен каялла Вифлеема ашшӗн сурӑхӗсене кӗтме таврӑннӑ.
16
Ҫав филистим ир те, каҫ та туха-туха калаҫнӑ, ҫапла хӗрӗх кун хушши каппайланнӑ.
17
Иессей Давида, хӑйӗн ывӑлне, каланӑ: пиччӳсем валли пӗр ефа типӗтнӗ тӗш тырӑ тата вунӑ ҫӑкӑр ил те хӑвӑртрах тапӑра пиччӳсене леҫсе пар;
18
ку вунӑ чӑкӑтне пинпӗве леҫсе пар та пиччӳсен сывлӑхӗ ҫинчен, вӗсене мӗн кирли ҫинчен ыйтса пӗл, тенӗ.
19
Саул та, вӗсем те, мӗнпур Израиль ҫынни те Юман айлӑмӗнче пулнӑ, филистимсене хирӗҫ ҫапӑҫма хатӗрленнӗ.
20
Давид ирхине ирех тӑрса сурӑхӗсене хуралҫӑна шанса панӑ та ҫӗклемне илсе, хӑйне Иессей хушнӑ пек, ҫула тухнӑ; вӑл лавсем патне пырса ҫитнӗ, ӗнтӗ ҫав вӑхӑтра ҫар йӗркеленсе тӑнӑ пулнӑ, кӑшкӑрашса, ҫапӑҫӑва хатӗрленнӗ.
21
Израиль ҫыннисемпе филистимсем пӗр-пӗрне хирӗҫ йӗркеленсе тӑнӑ.
22
Давид хӑйӗн ҫӗклемне лавсен хуралҫине парса хӑварнӑ та ҫар ӗречӗсем патнелле чупса кайнӑ, унта ҫитсессӗн хӑйӗн пиччӗшӗсене саламланӑ.
23
Акӑ вӑл вӗсемпе калаҫнӑ хушӑра Голиаф ятлӑ кӗрешӳҫӗ, Геф хулинчи филистим, филистимсен ӗретӗнчен мала тухса тӑрать те унччен каланӑ сӑмахсенех калать, вӗсене Давид та илтнӗ.
24
Ҫав ҫынна курса, Израиль ҫыннисем пурте аяккалла тарнӑ: вӗсем унран шутсӑр хӑранӑ.
25
Израиль ҫыннисем каланӑ: ҫак калаҫакан ҫынна куратӑр-и? Вӑл Израиле мӑшкӑл кӑтартасшӑн калаҫать. Эхер те ӑна кам та пулин вӗлерес пулсассӑн, патша ҫав ҫынна пысӑк пуянлӑх парнеленӗ пулӗччӗ, вӑл ӑна хӑйӗн хӗрне те качча парӗччӗ, унӑн ашшӗн килне те Израильре ирӗклӗ тӑвӗччӗ, тенӗ.
26
Давид хӑйпе пӗрле тӑракан ҫынсене каланӑ: ҫак филистима вӗлерекене, Израиле намӑсран хӑтаракана мӗн тӑвӗҫ? чӗрӗ Туррӑн ҫарне ҫапла мӑшкӑллама ҫак ӳт кастарман филистим камах вара вӑл? тенӗ.
27
Халӑх ӑна паҫӑрхи сӑмахсенех каланӑ: ӑна вӗлерекен ҫынна ҫав-ҫав кӗтет, тенӗ.
28
Елиав, Давидӑн аслӑ пиччӗшӗ, вӑл ҫынсемпе мӗн калаҫнине илтнӗ те, Давида ҫилленсе, ҫапла каланӑ: эсӗ кунта мӗншӗн килтӗн, нумаях та мар сурӑхсене пушхирте кама шанса хӑвартӑн? Эпӗ санӑн мӑнкӑмӑллӑхна, путсӗр чӗрӳне пӗлетӗп, эсӗ кунта ҫапӑҫнине курма килнӗ, тенӗ.
29
Давид ӗнтӗ: мӗн турӑм-ха эпӗ? калаҫрӑм ҫеҫ мар-и? тенӗ.
30
Вӑл пиччӗшӗнчен тепӗр ҫын еннелле ҫаврӑнса тӑнӑ та ҫав сӑмахсенех каланӑ, халӑх ӑна унчченхи пекех хуравланӑ.
31
Ҫынсем Давид мӗн каланине илтнӗ те ҫав сӑмахсене Саула каласа панӑ, лешӗ ӑна хӑй патне чӗнтернӗ.
32
Давид вара Саула каланӑ: ҫав ҫынна пула никам та хавшаса ан ӳктӗр; санӑн чуру ҫав филистимпа ҫапӑҫма тухӗ, тенӗ.
33
Анчах Саул Давида ҫапла каланӑ: эсӗ ҫав филистима хирӗҫ тухма пултараймастӑн, унпа ҫапӑҫаймастӑн: эсӗ яш ача ҫеҫ-ха, вӑл вара ҫамрӑкранпах ҫар ҫынни, тенӗ.
34
Давид Саула каланӑ: санӑн чуру ашшӗ патӗнче сурӑх кӗтнӗ, хӑш чухне унта ҫапла та пулкаланӑ: арӑслан е упа пыратчӗ те кӗтӳрен сурӑха тытса каятчӗ,
35
эпӗ ун хыҫҫӑн чупаттӑмччӗ, ӑна тапӑнса, унӑн ҫӑварӗнчине туртса илеттӗмччӗ; вӑл ман ҫине сиксе ӳксессӗн, эпӗ ӑна ҫилхинчен ярса илеттӗмччӗ те ҫӗклесе ҫапаттӑмччӗ, вӗлерсех пӑрахаттӑмччӗ;
36
санӑн чуру арӑслана та, упана та вӗлернӗ, ҫак ӳт кастарман филистима та ҫавах кӗтет, мӗншӗн тесессӗн вӑл чӗрӗ Туррӑн ҫарне мӑшкӑллать. [Израиле ан мӑшкӑллатӑр тесе, манӑн каяс мар-и, ӑна тӗп тӑвас мар-и? Камах ӗнтӗ ҫав ӳт кастарман ҫын?] тенӗ.
37
Давид татах каланӑ: мана арӑсланпа упаран хӑтарнӑ Ҫӳлхуҫа мана ҫак филистимран та хӑтарӗ, тенӗ. Саул вара Давида: кай, Ҫӳлхуҫа санпа пӗрле пултӑр, тенӗ.
38
Саул Давида хӑйӗн тумтирне тумлантарнӑ, пуҫне пӑхӑр калпак тӑхӑнтартнӑ, тата ӑна тимӗр тум та тӑхӑнтартнӑ.
39
Тумӗ ҫийӗн, пилӗкӗнчен, Давид унӑн хӗҫне ҫакса янӑ та каллӗ-маллӗ уткаласа ҫӳренӗ, мӗншӗн тесессӗн вӑл кун пек ҫар тумне хӑнӑхман пулнӑ; Давид ӗнтӗ Саула ҫапла каланӑ: эпӗ кун пек тумпа ҫӳрейместӗп, эпӗ хӑнӑхман, тенӗ. Давид вара ҫакна йӑлтах хывса пӑрахнӑ.
40
Вӑл хӑй туйине тытнӑ, ҫырмаран пилӗк яка чул суйласа илнӗ, вӗсене хӑй ҫумӗнчи кӗтӳҫ хутаҫҫине чикнӗ; хутаҫпа та аллинчи чулравпа филистима хирӗҫ тухнӑ.
41
Филистим та вырӑнтан хускалнӑ, Давид патнелле ҫывӑхарса пынӑ, ун умӗнче кӑрал йӑтса ҫӳрекенӗ пынӑ.
42
Давида курсассӑн, филистим ун ҫине йӗрӗнсе пӑхса илнӗ, мӗншӗн тесессӗн Давид ҫап-ҫамрӑк, сарӑ ҫӳҫлӗ, хитре сӑн-питлӗ пулнӑ.
43
Филистим ӗнтӗ Давида каланӑ: мӗн эсӗ мана хирӗҫ патакпа [та чулпа] килетӗн? эпӗ йытӑ-им? тенӗ. [Давид: эсӗ йытӑран та япӑхрах, тенӗ.] Филистим вара Давида хӑйӗн туррисен ячӗпе ылханнӑ.
44
Филистим Давида тата ҫапла каланӑ: ман патӑма кил-ха, эпӗ санӑн ӳтне тӳпери кайӑксемпе хирти тискер кайӑксене пӑрахса парӑп, тенӗ.
45
Давид филистима ҫапла хуравланӑ: эсӗ мана хирӗҫ хӗҫпе, сӑнӑпа тата хулканпа килетӗн, эпӗ вара сана хирӗҫ эсӗ хурланӑ Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль ҫарӗсен Турри, ячӗпе пыратӑп;
46
паян Ҫӳлхуҫа сана манӑн аллӑма парӗ, эпӗ сана вӗлерӗп те пуҫна касса татӑп, [санӑн виллӳне тата] филистимсен ҫарӗнчи ҫынсен виллисене тӳпери кайӑксемпе ҫӗр ҫинчи тискер кайӑксене пӑрахса парӑп, вара пӗтӗм ҫӗр Израильре Турӑ пуррине пӗлӗ;
47
ҫак пӗтӗм эшкер те курӗ: Ҫӳлхуҫа хӗҫпе те сӑнӑпа хӑтармасть, мӗншӗн тесессӗн ку вӑл Ҫӳлхуҫа вӑрҫи, Вӑл сире пирӗн алла тытса парӗ, тенӗ.
48
Филистим Давид патнелле ҫывӑхарма пуҫласассӑн, Давид васкасах тӑшман ҫарӗ еннелле, филистима хирӗҫ, чупса пынӑ.
49
Вӑл, аллине хутаҫа чиксе, унтан чул илнӗ те чулравне тытса чӗвве янӑ, филистима ҫамкаранах лектернӗ, чулӗ ҫамкине ҫӗмӗрсе кӗрсех ларнӑ, вӑл вара ӳпне кайса ӳкнӗ.
50
Филистима Давид ҫапла чулравпа та чулпа ҫӗнтернӗ, филистима тӗл тивертсе вӗлернӗ; Давид аллинче хӗҫ пулман.
51
Унтан Давид чупса пынӑ та, филистим ҫине урипе пусса, унӑн хӗҫне йӗннинчен туртса кӑларнӑ, хӗҫпе сулса ярса, унӑн пуҫне касса татнӑ; филистимсем вара, хӑйсен паттӑрӗ вилнине курсассӑн, тарма пуҫланӑ.
52
Ӗнтӗ Израильпе Иуда арӗсем кар ҫӗкленнӗ те хавассӑн кӑшкӑрса янӑ, филистимсене вӗсем айлӑма ҫитичченех, Аккарон хапхи патне ҫитичченех хӑваласа кайнӑ. Хӗҫ айне пулнӑ филистимсем Шаарим ҫулӗ ҫинче Гефпа Аккарона ҫитичченех выртса юлнӑ.
53
Филистимсене хӑваланӑ хыҫҫӑн Израиль ывӑлӗсем каялла таврӑннӑ та вӗсен тапӑрне ҫаратса тухнӑ.
54
Давид ӗнтӗ филистим пуҫне илнӗ те ӑна Иерусалима кайса панӑ, унӑн кӑралне хӑйӗн чатӑрне хунӑ.
55
Саул, Давид филистима хирӗҫ тухнине курсассӑн, Авениртан, хӑйӗн ҫарпуҫӗнчен, ҫапла ыйтнӑ: Авенир, ку яш ача кам ывӑлӗ пулать? тенӗ. Авенир: патшамӑм, санӑн чуну сывӑ пултӑрах; эпӗ пӗлместӗп, тенӗ.
56
Патша каланӑ: апла пулсан ыйтса пӗл, ку яш ача кам ывӑлӗ пулать? тенӗ.
57
Давид филистимсене ҫӗнтерсе каялла килнӗ чухне Авенир ӑна Саул патне илсе пынӑ, Давид аллинче филистим пуҫӗ пулнӑ.
58
Саул унран ыйтнӑ: кам ывӑлӗ пулатӑн эсӗ, яш ачам? тенӗ. Давид каланӑ: Вифлеемра пурӑнакан Иессей чурун ывӑлӗ пулатӑп, тенӗ.
← Chapter 16
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 18 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31