bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
1 Samuel 10
1 Samuel 10
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 9
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 11 →
1
Самуил йывӑҫ ҫӑвӗ тултарнӑ савӑт илнӗ те ҫӑвне Саул пуҫӗ ҫине юхтарнӑ, унтан ӑна чуптунӑ та ҫапла каланӑ: акӑ Ҫӳлхуҫа сана Хӑйӗн [Израильри] халӑхне тытса тӑраканӗ туса ҫу сӗрсе ярать, [эсӗ Ҫӳлхуҫа халӑхӗн патши пулӑн, вӗсене хупӑрласа тӑракан тӑшманӗсен аллинчен ҫӑлӑн, акӑ ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа сана Хӑй халӑхӗн патши пулма ҫу сӗрсе янине кӑтартакан паллӑ]:
2
ман патӑмран кайсассӑн, эсӗ Вениамин ҫӗрӗн чиккинче, Целцахра, Рахиль тупӑклӑхӗ ҫывӑхӗнче, икӗ ҫынна тӗл пулӑн, вӗсем сана калӗҫ: «эсӗ шыраса ҫӳренӗ ама ашаксем тупӑнчӗҫ, халӗ ӗнтӗ аҫу, ашакӗсем ҫинчен манса кайсах, сирӗншӗн пӑшӑрханать: мӗн пулчӗ-ши ывӑлӑма? тет» тейӗҫ.
3
Унтан татах малалла кайӑн та Фавор юманлӑхне ҫитӗн, ҫавӑнта сана Турӑ патне Вефиле каякан виҫӗ ҫын тӗл пулӗ: пӗри виҫӗ качака путекки, тепӗри виҫӗ ҫӑкӑр, виҫҫӗмӗшӗ пӗр такмак эрех йӑтса пырӗ;
4
вӗсем сана саламлӗҫ, сана икӗ ҫӑкӑр парӗҫ, эсӗ ҫавна вӗсен аллинчен илӗн.
5
Ҫавӑн хыҫҫӑн эсӗ Турӑ сӑрчӗ ҫине ҫитӗн, унта филистимсен ҫар ушкӑнӗ тӑрать, [унта Филисти пуҫлӑхӗсем;] ҫавӑнта хулана пырса кӗрсессӗн, сӑрт ҫинчен анакан пророксен ушкӑнне тӗл пулӑн, вӗсем псалтирьпе тӳнкӗр, шӑхличӗпе кӗсле тытнӑ, вӗсем Турра мухтаса юрлӗҫ;
6
сан ҫине Турӑ Сывлӑшӗ анӗ, эсӗ те вӗсемпе пӗрле Турра мухтаса аслӑлӑн, вара урӑх ҫын пулса тӑрӑн.
7
Сан тӗлӗшрен ҫак паллӑсем тӳрре килсессӗн, хӑвӑн аллу мӗн тума пултарнине пӗтӗмпех ту: санпа пӗрле Турӑ пулӗ.
8
Эсӗ Галгала манран маларах кай, эпӗ те унта сан патна пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнепе канӑҫлӑх парни кӳме пырӑп; мана хӑвӑн патна пырса ҫитиччен ҫичӗ кун кӗт, ҫавӑн хыҫҫӑн эпӗ сана мӗн тумаллине кӑтартса парӑп, тенӗ.
9
Кӗҫех, Саул Самуил патӗнчен кайма тухсассӑнах, Турӑ ӑна урӑх чӗре панӑ та, хайхи паллӑсем ҫав кунах тӳрре килнӗ.
10
Сӑрт патне ҫитсессӗнех, акӑ вӗсене пророксен ушкӑнӗ тӗл пулнӑ, ӗнтӗ Саул ҫине Турӑ Сывлӑшӗ аннӑ, вӑл вара вӗсемпе пӗрле Ҫӳлхуҫана мухтаса юрланӑ.
11
Ӑна ӗнер-виҫӗмкун пӗлнӗ ҫынсем, вӑл пророксемпе пӗрле Ҫӳлхуҫана мухтаса юрланине курсассӑн, халӑх хушшинче пӗр-пӗрне каланӑ: мӗн пулнӑ ку Кис ывӑлне? Саул та пророк-ши вара? тенӗ.
12
Ҫавӑнта пулнисенчен пӗри ҫапла хуравласа каланӑ: лешӗсен ашшӗ камах тата? тенӗ. Ҫавӑнпа «Саул та пророк-ши вара?» тени каларӑш пулса юлнӑ.
13
Вӑл пророкла калаҫма чарӑннӑ та сӑрт ҫине кайнӑ.
14
Пиччӗшӗ Саула тата унӑн тарҫине каланӑ: эсир ӑҫта кайса ҫӳрерӗр? тенӗ. Вӑл: ама ашаксене шырама, вӗсене тупайманнипе Самуил патне кӗтӗмӗр, тенӗ.
15
Пиччӗшӗ Саула: кала-ха мана, сире Самуил мӗн каларӗ? тенӗ.
16
Пиччӗшне Саул ҫапла каланӑ: вӑл пире ама ашаксем тупӑннӑ тесе пӗлтерчӗ, тенӗ. Самуил хӑйне патша пуласси ҫинчен пӗлтернине пиччӗшне уҫса паман вӑл.
17
Самуил халӑха Массифӑна Ҫӳлхуҫа патне пуҫтарнӑ та
18
Израиль ывӑлӗсене каланӑ: Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри ҫапла калать: Эпӗ Израиле Египетран илсе тухрӑм, сире Египет ҫыннисен аллинчен тата хӑвӑра пусмӑрласа тӑнӑ мӗнпур патшалӑхсен аллинчен хӑтартӑм.
19
Эсир вара халӗ хӑвӑра пӗтӗм инкек-синкекӗртен, пӗтӗм хурлӑхӑртан хӑтаракан Туррӑра сивлерӗр, Ӑна: «пире патша пар» терӗр. Апла халӗ Ҫӳлхуҫа умне йӑхӑн-йӑхӑн, ӑрӑвӑн-ӑрӑвӑн тӑрса тухӑр, тенӗ.
20
Самуил Израилӗн мӗнпур йӑхне пырса тӑма хушнӑ, вара Вениамин йӑхне шӑпа тухнӑ.
21
Унтан Вениамин йӑхне ӑрӑвӑн-ӑрӑвӑн пырса тӑма хушнӑ, вара Матри ӑрӑвне шӑпа тухнӑ; унтан Матри ӑрӑвӗн арӗсене илсе пыраҫҫӗ те Саулӑн, Кис ывӑлӗн, ятне каланӑ; ӑна шыранӑ та — тупайман.
22
Вара Ҫӳлхуҫаран та ыйтнӑ: вӑл кунта тата килет-и? тенӗ. Ҫӳлхуҫа: авӑ вӑл лавсем хушшине пытаннӑ, тенӗ.
23
Чупса кайнӑ та ӑна унтан илсе килнӗ, вӑл халӑх хушшине пырса тӑнӑ, пӗтӗм ҫын ун хулпуҫҫийӗ ҫӳллӗш ҫеҫ пулнӑ.
24
Самуил пӗтӗм халӑха ҫапла каланӑ: Ҫӳлхуҫа кама суйласа илнине куратӑр-и? пӗтӗм халӑх хушшинче ун пекки урӑх ҫук, тенӗ. Вара пӗтӗм халӑх: сывӑ пултӑр патша! тесе кӑшкӑрса янӑ.
25
Самуил ӗнтӗ халӑха патшанӑн ирӗкӗ ҫинчен ӑнлантарса панӑ, ҫакна вӑл, кӗнекене ҫырса, Ҫӳлхуҫа умне хунӑ. Халӑха саланма хушнӑ, кашнийӗ хӑйӗн килне кайнӑ.
26
Саул та хӑйӗн килне, Гивӑна, кайнӑ; унпа пӗрле вара чӗрине Турӑ сӗртӗннӗ харсӑр ҫынсем пынӑ.
27
Юрӑхсӑр ҫынсем вара: пире ҫавӑ ҫӑлӗ-и? тенӗ. Ӑна тиркенӗ, ӑна парне те сӑйласа паман. Вӑл ҫакна асӑрхаман пек пулнӑ.
← Chapter 9
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 11 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31