bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
1 Samuel 28
1 Samuel 28
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 27
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 29 →
1
Ҫав вӑхӑтра филистимсем Израиле хирӗҫ ҫапӑҫма ҫар пухнӑ. Анхус Давида каланӑ: пӗлсех тӑр, эсӗ ху та, санӑн ҫыннусем те манӑн ҫарпа пӗрле пыратӑр, тенӗ.
2
Давид Анхуса каланӑ: эсӗ халӗ хӑвӑн чуру мӗн тӑвассине курӑн, тенӗ. Анхус Давида каланӑ: ҫавӑншӑн эпӗ сана яланлӑхах хамӑн сыхлавҫӑ тӑвӑп, тенӗ.
3
Ӗнтӗ Самуил вилнӗ, уншӑн пӗтӗм Израиль хурланса хӳхленӗ, ӑна Рамӑра, хӑйӗн хулинче, пытарнӑ. Саул вара ҫӗршывран пӗтӗм асамҫӑсемпе юмӑҫсене хӑваласа кӑларса янӑ.
4
Филистимсем пуҫтарӑннӑ та тапранса тухса кайнӑ, Сонам хулинче тапӑрӑн вырӑнаҫса тӑнӑ; Саул та пӗтӗм Израиль халӑхне пуҫтарнӑ, вӗсем Гелвуй сӑрчӗ ҫинче тапӑрӑн вырӑнаҫса тӑнӑ.
5
Саул филистимсен тапӑрне курнӑ та хӑраса кайнӑ, ӗнтӗ чӗри те шуйханса ӳкнӗ.
6
Саул Ҫӳлхуҫана тархасласа чӗннӗ; анчах Ҫӳлхуҫа ӑна тӗлӗкре те, урим урлӑ та, пророксем урлӑ та хуравламан.
7
Саул вара хӑйӗн тарҫисене каланӑ: мана ӑрӑмҫӑ тупса парӑр-ха, эпӗ ҫавӑн патне кайса ыйтӑп, тенӗ. Тарҫисем ҫапла хуравланӑ: кунта, Аэндорта, ӑрӑмҫӑ хӗрарӑм пур, тенӗ.
8
Саул ӗнтӗ хӑйӗн тумтирне хывса урӑх тумтир тӑхӑннӑ, хӑйпе пӗрле икӗ ҫын илсе ҫула тухнӑ та хӗрарӑм патне вӗсем ҫӗрле пырса ҫитнӗ. Саул ӑна: юмласа парсам мана, эпӗ кампа та пулин калаҫасшӑн пулӑп, эсӗ мана ҫавна кӑларса пар, тенӗ.
9
Анчах хӗрарӑм ӑна ҫапла хуравланӑ: эсӗ Саул мӗн тунине, вӑл асамҫӑсемпе юмӑҫсене ҫӗршывран хӑваласа кӑларса янине пӗлетӗн-и? мӗншӗн-ха эсӗ мана пӗтермешкӗн чунӑма серепене ҫаклатасшӑн? тенӗ.
10
Саул ӑна Ҫӳлхуҫа ячӗпе тупа туса каланӑ: Ҫӳлхуҫа чӗрӗ! ҫак ӗҫшӗн сана инкек пулмӗ, тенӗ.
11
Вара хӗрарӑм: кама кӑларса памалла сана? тенӗ. Вӑл: Самуила кӑларса пар мана, тенӗ.
12
Хӗрарӑм Самуила курнӑ та кӑшкӑрсах янӑ; вара хӗрарӑм Саула: эсӗ мана мӗншӗн улталарӑн? эсӗ — Саул-ҫке, тенӗ.
13
Патша ӑна: ан хӑра; [кала-ха,] эсӗ мӗн куратӑн? тенӗ. Хӗрарӑм хуравласа каланӑ: ҫӗр ӑшӗнчен тухакан турӑ евӗрлӗскерне куратӑп, тенӗ.
14
Сӑнӗпе мӗнлерех вӑл? ыйтнӑ унран Саул. Лешӗ каланӑ: ватӑлса ҫитнӗ, вӑрӑм тум тӑхӑннӑ ар ҫӗр ӑшӗнчен тухать, тенӗ. Саул ку ҫын Самуил пулнине ӑнкарса илнӗ те ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ.
15
Самуил Саула каланӑ: эсӗ мана мӗншӗн канӑҫсӑрлантаратӑн? мана мӗншӗн чӗнсе кӑлартӑн? тенӗ. Саул ҫапла хуравланӑ: шутсӑр йывӑр мана; филистимсем мана хирӗҫ ҫапӑҫаҫҫӗ, Турӑ вара манран пӑрӑнчӗ, текех мана пророксем урлӑ та, тӗлӗкре те, [куҫа курӑнса та] хуравламасть; малашне мӗн тумаллине вӗренттӗрччӗ мана тесе чӗнсе кӑлартӑм сана, тенӗ.
16
Самуил каланӑ: Ҫӳлхуҫа санран пӑрӑнчӗ пулсассӑн, санӑн тӑшману пулса тӑчӗ пулсассӑн, мӗншӗн-ха эсӗ манран ыйтатӑн?
17
Ҫӳлхуҫа ман урлӑ мӗн каланӑ, ҫавна тӑвӗ: Ҫӳлхуҫа санӑн аллунтан патшалӑха туртса илӗ те ӑна хӑвӑн ҫывӑх ҫыннуна, Давида, парӗ.
18
Эсӗ Ҫӳлхуҫа хушнине итлемерӗн, Амалика Унӑн хаяр ҫиллине кӑтартмарӑн, халӗ ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа ҫавна хӑвӑн ҫине ҫитерет.
19
Ҫӳлхуҫа ӗнтӗ Израильпе сана филистимсен аллине парӗ: эсӗ те, санӑн ывӑлусем те ыран манпа пӗрле пулатӑр; Ҫӳлхуҫа Израиль тапӑрне те филистимсен аллине парӗ, тенӗ.
20
Ҫакӑн хыҫҫӑн Саул сасартӑках пӗтӗм кӗлеткипе ҫӗр ҫине тӗшӗрӗлсе аннӑ, мӗншӗн тесессӗн Самуил сӑмахӗнчен сехӗрленсе ӳкнӗ; ҫитменнине, вӑйӗ те юлман унӑн: ҫавӑн чухне вӑл кунӗпех, ҫӗрӗпех апат ҫимен пулнӑ.
21
Леш хӗрарӑмӗ Саул патне пынӑ та, Саул питӗ хӑраса ӳкнине курса, ҫапла каланӑ: акӑ санӑн хӑрхӑму эсӗ каланине итлерӗ, пурӑнӑҫне хӑрушлӑха кӗртсе ӳкерчӗ пулин те эсӗ хушнине турӗ;
22
халӗ эпӗ сана хӑрхӑму каланине итлеме ыйтатӑп: эпӗ сана пӗр татӑк ҫӑкӑр сӗнетӗп, ҫисемччӗ — йӑл илӗн, ҫула тухма вӑй кӗрӗ, тенӗ.
23
Анчах Саул ӳкӗте кӗмен: ҫиместӗп, тенӗ. Ӑна ӗнтӗ тарҫисем те, хӗрарӑм та ӳкӗтленӗ; вӑл вара, ҫӗр ҫинче лараканскер, вӗсене итлесе, вырӑн ҫине тӑрса ларнӑ.
24
Хӗрарӑмӑн килӗнче самӑртнӑ пӑру пулнӑ, вӑл ӑна васкасах пустарнӑ та, ҫӑнӑх илсе, чуста ҫӑрнӑ, унтан тутлӑлла ҫӑкӑр пӗҫерсе панӑ,
25
Саулпа унӑн тарҫисене апат сӗннӗ, лешӗсем ҫинӗ, унтан тӑнӑ та ҫав каҫах тухса кайнӑ.
← Chapter 27
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 29 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31