bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
1 Samuel 9
1 Samuel 9
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 8
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 10 →
1
Вениамин йӑхӗнче Кис ятлӑ пӗр ятлӑ-сумлӑ ҫын пулнӑ; вӑл Авиил ывӑлӗ пулнӑ, Авиил — Церон ывӑлӗ, Церон — Бехораф ывӑлӗ, Бехораф вара пӗр Вениамин ҫыннин Афийӑн ывӑлӗ пулнӑ.
2
Унӑн Саул ятлӑ ывӑлӗ пулнӑ, вӑл ҫамрӑк та илемлӗ пулнӑ; Израиль ывӑлӗсенчен унран илемлӗреххи никам та пулман; пӗтӗм халӑх ун хулпуҫҫийӗ ҫӳллӗш ҫеҫ пулнӑ.
3
Кисӑн, Саул ашшӗн, ама ашаксем ҫухалнӑ, вара Кис хӑйӗн ывӑлне Саула каланӑ: хӑвпа пӗрле пӗр тарҫӑ ил те ама ашаксене шырама кай, тенӗ.
4
Саул ӗнтӗ Ефрем тӑвӗ урлӑ иртнӗ, Шалиша ҫӗрӗ урлӑ иртнӗ, анчах выльӑхне тупайман; кайран вӗсем Шаалим ҫӗрӗ урлӑ иртнӗ, ама ашаксем унта та пулман; вӑл ӗнтӗ Вениамин ҫӗрӗ урлӑ иртнӗ, пӗрех тупайман.
5
Цуф ҫӗрне ҫитсессӗн, Саул хӑйпе пӗрле пулнӑ тарҫӑна каланӑ: каялла каяр, манӑн атте, ама ашаксем ҫинчен шухӑшлама пӑрахса, пирӗншӗн пӑшӑрханма ан тытӑнтӑр, тенӗ.
6
Анчах тарҫи ӑна каланӑ: акӑ ҫак хулара Турӑ ҫынни, хисеплӗ ҫын, пурӑнать; вӑл мӗн калани пӗтӗмпех пурӑнӑҫланса пырать; ҫавӑн патне кайса килер, тен, вӑл пире каймалли ҫула кӑтартса ярӗ, тенӗ.
7
Саул хӑйӗн тарҫине каланӑ: эпир кайӑпӑр-ха, пирӗн ҫав ҫын валли мӗн илсе каяс-ха? пирӗн хутаҫра ҫӑкӑр та юлмарӗ, Турӑ ҫыннине парнелеме парне те ҫук; мӗн пур-ха пирӗн? тенӗ.
8
Тарҫи Саула каллех хуравласа каланӑ: акӑ манӑн алӑра чӗрӗк сикль кӗмӗл пур; ӑна Турӑ ҫыннине парӑп та, вӑл пире ҫул кӑтартса ярӗ, тенӗ.
9
Халиччен Израильре кам та пулин Турӑран ыйтса пӗлме кайнӑ чухне ҫапла каланӑ: «витӗркуран патне каяр» тенӗ: халӗ «пророк» теекенсене унччен «витӗркуран» тенӗ.
10
Саул хӑйӗн тарҫине: эсӗ лайӑх каларӑн; кайрӑмӑр, тенӗ. Вара вӗсем Турӑ ҫынни пурӑнакан хулана кайнӑ.
11
Вӗсем тӑвалла, хулана хӑпарнӑ чухне шыв ӑсма тухнӑ хӗрсене тӗл пулнӑ та вӗсенчен: кунта витӗркуран пур-и? тесе ыйтнӑ.
12
Лешӗсем кусене хуравласа каланӑ: пур, авӑ вӑл сан умӑнта; анчах васка: хулана вӑл паян килчӗ, мӗншӗн тесессӗн паян сӑрт ҫинче халӑх парне кӳрет;
13
хулана ҫитсессӗн ӑна тӗл пулма ӗлкӗретӗр-ха, вӑл ҫав сӑрт ҫине апата каяйман-ха; халӑх вӑл пымасӑр апатланма пуҫламасть, мӗншӗн тесессӗн кӳмелли парнене вӑл пиллет те, чӗннӗ ҫынсем ҫавӑн хыҫҫӑн тин апатланма пуҫлаҫҫӗ; кайӑрах, халӗ ӑна тӗл пулма ӗлкӗретӗр-ха, тенӗ.
14
Вӗсем хулана кайнӑ. Хула варрине ҫитсессӗн, акӑ сӑрт ҫине кайма тухнӑ Самуил вӗсене хирӗҫ пырать.
15
Саул килсе ҫитиччен пӗр кун маларах Ҫӳлхуҫа Самуила ҫапла пӗлтерсе каланӑ:
16
ыран ҫак вӑхӑтра Эпӗ сан патна Вениамин ҫӗрӗ ҫинчен пӗр ҫынна илсе килӗп, эсӗ ӑна Манӑн халӑхӑма, Израиле, тытса тӑраканӗ пулма ҫу сӗрсе яр, вӑл Манӑн халӑхӑма филистимсен аллинчен хӑтарӗ: Хамӑн халӑхӑм йӗрсе йӑлӑнни Ман патӑма ҫитрӗ, ҫавӑнпа Эпӗ ун ҫине хӗрхенсе пӑхрӑм, тенӗ.
17
Самуил Саула курсассӑн, Ҫӳлхуҫа ӑна каланӑ: акӑ Эпӗ сана каланӑ ҫын; вӑл Манӑн халӑхӑма ертсе пырӗ, тенӗ.
18
Саул хапха умӗнче тӑракан Самуил патне пынӑ та унран ҫапла ыйтнӑ: кала-ха мана, витӗркуран ҫурчӗ ӑҫта-ши? тенӗ.
19
Самуил вара Саула ҫапла хуравласа каланӑ: витӗркуранӗ эпӗ вӑл, ман умран сӑрт ҫине ут; эсир паян манпа пӗрле апатланӑр, сана ирхине кӑларса ярӑп, хӑвӑн чӗрӳнте мӗн пуррине сана йӑлтах каласа парӑп;
20
виҫӗ кун маларах ҫухалнӑ ама ашакусем пирки ан пӑшӑрхан, вӗсем тупӑннӑ. Израильре мӗн ӑмсантараканни пурте кам валли пултӑр-ха? Сан валли, санӑн аҫун килӗ валли мар-и? тенӗ.
21
Саул ҫапла хуравласа каланӑ: ара, эпӗ Вениамин ывӑлӗ мар-и? Манӑн йӑхӑм Израиль ывӑлӗсенӗн чи сахал йышлӑ йӑхӗсенчен пӗри мар-и? Манӑн ӑрӑвӑм та Вениамин ӑрӑвӗсем хушшинче чи пӗчӗкки мар-и? Эсӗ мана мӗншӗн ҫапла калатӑн? тенӗ.
22
Самуил ӗнтӗ Саулпа унӑн тарҫине хӑйпе пӗрле пӳлӗме илсе кӗнӗ, вӗсене чӗннӗ ҫынсем хушшине, — вӗсем вӑтӑра яхӑн пулнӑ, — чи хисеплӗ вырӑна лартнӑ.
23
Самуил вара апат пӗҫерекене каланӑ: эпӗ панӑ аша, «ҫакна ху патӑнта тытса тӑр-ха» тенӗ аша, илсе кил-ха, тенӗ.
24
Апат пӗҫерекенӗ Саул умне пӗҫӗ хурса панӑ. Вара [Самуил] каланӑ: ҫакна ятарласа хӑварттарнӑ, хӑвӑн умна хур та ҫи — эпӗ халӑх пухнӑ вӑхӑтран пуҫласа ҫак таранчченех ӑна сан валли упранӑ, тенӗ. Ҫапла Саул ҫав кун Самуилпа пӗрле апатланнӑ.
25
Унтан вӗсем сӑрт ҫинчен хулана аннӑ, Самуил Саулпа пӳрт витти ҫинче калаҫса ларнӑ, [пӳрт витти ҫинчех Саул валли вырӑн сарнӑ, вӑл вара ҫывӑрнӑ].
26
Ирхине вӗсем ҫапла тӑнӑ: шурӑмпуҫ килсен, Самуил пӳрт витти ҫинчи Саула чӗнсе каланӑ: тӑрах, эпӗ сана ӑсатса ярӑп, тенӗ. Саул тӑнӑ, вара вӗсем Самуилпа иккӗшӗ кайма тухнӑ.
27
Хула хӗррине ҫитнӗ чухне Самуил Саула ҫапла каланӑ: тарҫуна кала-ха, вӑл пирӗнтен маларах утса пытӑр, — тарҫи вара мала кайнӑ; — эсӗ халӗ чарӑнса тӑр, эпӗ сана Турӑ мӗн каланине пӗлтерӗп, тенӗ.
← Chapter 8
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 10 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31