bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
1 Samuel 25
1 Samuel 25
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 24
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 26 →
1
Ӗнтӗ Самуил вилнӗ; мӗнпур Израиль халӑхӗ пухӑннӑ та уншӑн хӳхленӗ, ӑна хӑйӗн килӗнче, Рамӑра, пытарнӑ. Давид вара Фаран пушхирне аннӑ.
2
Маон хулинче пӗр ҫын пурӑннӑ, унӑн ят ҫӗрӗ, пурлӑхӗ Кармилта пулнӑ, вӑл питӗ пуян пулнӑ; вӑл виҫӗ пин пуҫ сурӑх, пин пуҫ качака тытнӑ; сурӑх ҫӑмӗ каснӑ чухне вӑл Кармилта пулнӑ.
3
Ҫав ҫынна Навал тесе чӗннӗ, унӑн арӑмне Авигея тесе чӗннӗ; ҫак хӗрарӑм питӗ ӑслӑ та хитре сӑн-питлӗ пулнӑ, упӑшки вара хаяр та усал кӑмӑллӑ пулнӑ; вӑл Халев йӑхӗнчен пулнӑ.
4
Пушхирте тӑракан Давид ӗнтӗ Навал [Кармилта] сурӑх ҫӑмӗ касни ҫинчен илтнӗ.
5
Давид унта хӑйӗн ҫыннисене — вунӑ яш ачана — янӑ, яш ачасене вӑл ҫапла каланӑ: Навал патне Кармила хӑпарӑр та ӑна ман ятӑмран саламлӑр
6
тата ҫапла калӑр: «[сывӑ-и?] сана, санӑн килне, санӑн мӗн пуррине пурне те тӑнӑҫлӑх пултӑр;
7
эсӗ сурӑх ҫӑмӗ касни ҫинчен илтрӗм эпӗ. Акӑ санӑн кӗтӳҫӳсем пирӗн таврарах ҫӳрерӗҫ, эпир вӗсене кӳрентермерӗмӗр, вӗсем Кармил тӑвӗ ҫинче ҫӳренӗ вӑхӑтра вӗсен нихӑҫан та нимӗн те ҫухалмарӗ;
8
тарҫусенчен ыйт-ха, вӗсем те ҫапла калӗҫ; эппин, манӑн тарҫӑмсене кӑмӑл тусам: эпир ырӑ сунса килтӗмӗр; хӑвӑн чурусене тата Давид ывӑлна хӑвӑн аллу мӗн пама пултарнине парсамччӗ» тейӗр, тенӗ.
9
Ӗнтӗ Давид ҫыннисем тухса кайса Навал патне ҫитнӗ те ӑна Давид сӑмахӗсене пӗтӗмпех каласа панӑ та шӑпланнӑ.
10
Навал [сиксе тӑнӑ та] Давид тарҫисене ҫапла хуравласа каланӑ: Давид кам-ха вӑл? Иессей ывӑлӗ кам-ха тата? хальхаҫҫӑн хӑйсен хуҫинчен тарса ҫӳрекен чурасем нумайланса кайрӗҫ;
11
эпӗ ку ҫынсем ӑҫтан килнине те пӗлместӗп, манӑн вара хамӑн ҫӑкӑра, хамӑн шыва, [хамӑн эрехе] тата сурӑх ҫӑмӗ илекенсем валли хатӗрлесе хунӑ аш-какая ҫак ҫынсене парас-и? тенӗ.
12
Давид ҫыннисем вара хӑйсен ҫулӗпе каялла кайнӑ, ҫаврӑнса ҫитнӗ те ҫак сӑмахсене йӑлтах Давида каласа панӑ.
13
Ҫавӑн чухне Давид хӑйӗн ҫыннисене каланӑ: кашнийӗ пилӗкрен хӗҫӗре ҫакса ярӑр, тенӗ. Пурте пилӗкрен хӗҫне ҫакса янӑ, Давид хӑй те хӗҫ ҫакса янӑ, вара Давид хыҫҫӑн тӑватҫӗр ҫынна яхӑн тухса кайнӑ, икҫӗр ҫынни лавсемпе юлнӑ.
14
Авигейӑна, Навал арӑмне, пӗр тарҫи ҫапла пӗлтернӗ: Давид пирӗн хуҫана сывлӑх сунма пушхиртен хӑйӗн ҫыннисене янӑ, анчах хуҫа вӗсемпе питӗ тӳрккес калаҫрӗ;
15
ҫав ҫынсем пире ырӑ ҫеҫ турӗҫ, вӗсем пире кӳрентермен, вӗсемпе пӗрле хирте ҫӳренӗ чухне пирӗн нимӗн те ҫухалман;
16
эпир вӗсен ҫывӑхӗнче кӗтӳ кӗтсе ҫӳренӗ чухне вӗсем пирӗншӗн ир те, каҫ та шанчӑклӑ хӳтлӗх пулчӗҫ;
17
апла мӗн тумалли ҫинчен шухӑшласа пӑх: пирӗн хуҫана, унӑн пӗтӗм кил-йышне пурпӗрех инкек кӗтет, вӑл вара — усал ҫын, унпа калаҫма та ҫук, тенӗ.
18
Ҫавӑн хыҫҫӑн Авигея васкаварлӑн икҫӗр ҫӑкӑр, икӗ такмак эрех, пӗҫерсе-хатӗрлесе хунӑ пилӗк сурӑх ашӗ, пилӗк виҫе типӗтнӗ тӗш тырӑ, ҫӗр ҫыхӑ иҫӗм ҫырли тата икҫӗр ҫыхӑ смоква ҫырли илнӗ те ҫакна ашаксем ҫине тиесе хунӑ;
19
вара тарҫисене ҫапла каланӑ: эсир ман умран утӑр, эпӗ сирӗн хыҫҫӑн пырӑп, тенӗ. Хӑйӗн упӑшкине Навала вӑл нимӗн те каламан.
20
Вӑл, ашак ҫинче ларса, ту кукӑрӗсемпе аннӑ чухне акӑ ӑна хирӗҫ Давидпа унӑн ҫыннисем килеҫҫӗ, вӑл ӗнтӗ вӗсемпе тӗл пулнӑ.
21
Давид каланӑ: ҫапла ҫав, ку ҫын пурлӑхне пушхирте кӑлӑхах сыхларӑм эпӗ, унӑн пурлӑхӗнчен нимӗн те ҫухалмарӗ; вӑл вара мана ырӑшӑн усалпа тавӑрать;
22
тул ҫутӑличчен эпӗ Навал кил-йышӗнчи хӳме ҫумне шӑракансенчен пӗрне те пулин чӗрӗ хӑварас пулсассӑн, Турӑ мана ӑна та, кӑна та кӑтарттӑр, тата ытларах та кӑтарттӑр, тенӗ.
23
Давида курсассӑн, Авигея васкасах ашак ҫинчен аннӑ та Давид умне ӳпне ӳксе пуҫҫапнӑ;
24
унӑн ури умне ӳксе ҫапла каланӑ: хуҫамӑм, эпӗ ҫылӑха кӗтӗм; хӑвӑн хӑрхӑмна хӑвна калама ирӗк парсамччӗ, хӑрхӑмун сӑмахӗсене итлесемччӗ.
25
Хуҫамӑм ҫав усал ҫын ҫине, Навал ҫине, ан пӑхтӑр: унӑн ячӗ мӗнле, хӑй те ҫавӑн евӗрлех. Вӑл Навал ятлӑ, ӑссӑрлӑхӗ те хӑйпе пӗрлех ӗнтӗ. Эпӗ вара, санӑн хӑрхӑму, хуҫамӑн тарҫисене, эсӗ янӑскерсене, курмарӑм.
26
Хуҫамӑм, Ҫӳлхуҫа чӗрӗ, санӑн чуну та чӗрӗ! Ҫӳлхуҫа сана паян юн юхтарма ирӗк памӗ, санӑн аллуна тавӑрас шухӑшран тытса чарӗ; ӗнтӗ халӗ санӑн тӑшманусем, манӑн хуҫамӑма хирӗҫ усал ӗҫ тӑвас теекенсем, Навал пек пулччӑр.
27
Хуҫамӑма ӗҫлесе тӑракан тарҫисене памашкӑн санӑн хӑрхӑму хуҫамӑм патне акӑ ҫак парнесене илсе килчӗ.
28
Хӑрхӑмун айӑпне каҫарсам; Ҫӳлхуҫа манӑн хуҫамӑн килне ҫирӗплетӗ, мӗншӗн тесессӗн хуҫамӑм Ҫӳлхуҫа вӑрҫинче кӗрешет, пӗтӗм пурӑнӑҫу тӑршшӗнче те санра усаллӑх тупӑнмӗ.
29
Эхер те пӗр-пӗр ҫын сана йӗрлеме е санӑн чунна шырама пикенсессӗн, манӑн хуҫамӑн чунӗ Ҫӳлхуҫа Турру аллинчи пурӑнӑҫ тӗввипе ҫыхӑнӗ, тӑшманусен чунне вара Вӑл чулравпа пенӗ пек ывӑтса ярӗ.
30
Ҫӳлхуҫа манӑн хуҫамӑм ҫинчен мӗн ырӑ каланине йӑлтах туса ҫитерсессӗн, сана Израиль ҫулпуҫне лартсассӑн,
31
санӑн ҫакӑнта ахалех юн тӑкнӑшӑн, хӑвна тавӑруран тытса чарманшӑн пӑшӑрханмалла, ӳкӗнмелле пулмӗ. Ҫӳлхуҫа манӑн хуҫама ырӑлӑх кӳрӗ, вара хӑвӑн хӑрхӑмна аса илӗн [те ӑна ырӑ тӑвӑн], тенӗ.
32
Давид Авигейӑна каланӑ: сана паян ман патӑма янӑ Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ мухтавлӑ;
33
санӑн ӑсу та пиллӗхлӗ, эсӗ ху та пиллӗхлӗ: эсӗ мана паян юн тӑкма, хамшӑн тавӑрма памарӑн.
34
Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ чӗрӗ, мана Вӑл сана усал тӑвасран тытса чарчӗ, эхер те эсӗ ман патӑма васкаса килмен пулсассӑн, эпӗ тул ҫутӑличчен Навал кил-йышӗнчи пӗр арҫыннине те чӗрӗ хӑвармастӑмччӗ, тенӗ.
35
Давид вара ун аллинчен вӑл илсе килнӗ апат-ҫимӗҫе илнӗ те ҫапла каланӑ: ӗнтӗ килне ыррӑн-сыввӑн кай; акӑ эпӗ сана итлерӗм, ӗнтӗ эсӗ мӗн ыйтнине тӑвӑп, тенӗ.
36
Авигея Навал патне ҫитнӗ, акӑ унӑн ҫуртӗнче, патша килӗнчи пек, ӗҫкӗ-ҫикӗ пынӑ: Навал чун-чӗри те хавасланнӑ-мӗн; вӑл хӑй питӗ ӳсӗр пулнӑ; арӑмӗ ӑна мӗн ирчченех пӗр сӑмах та каламан, ун пек те, кун пек те каламан.
37
Ирхине, Навал урӑлса ҫитсессӗн, арӑмӗ ӑна мӗн курни-илтнине каласа панӑ, ӗнтӗ Навалӑн чӗри тапма чарӑннӑ пекех пулнӑ, Навал чул пек хытса тӑнӑ.
38
Тепӗр вунӑ кунран Ҫӳлхуҫа Навала хускалаймиех тунӑ, лешӗ вилсе выртнӑ.
39
Давид Навал вилнине илтнӗ те каланӑ: Ҫӳлхуҫа мухтавлӑ, Вӑл Навала мана намӑс кӑтартнӑшӑн тавӑрчӗ тата Хӑйӗн чурине усал ӗҫ тӑвасран ҫӑлса хӑварчӗ; Ҫӳлхуҫа Навалӑн ҫиллине Навал пуҫӗ ҫинех ячӗ, тенӗ. Давид вара хӑй Авигейӑна качча илетӗп тесе пӗлтерме ун патне ҫын янӑ.
40
Давид тарҫисем Авигея патне Кармила ҫитнӗ те ӑна ҫапла каланӑ: Давид пире сана качча илесси ҫинчен пӗлтерме ячӗ, тенӗ.
41
Авигея вара ҫӗре ҫити тайӑлнӑ та: акӑ эпӗ санӑн хӑрхӑму пулма, хуҫамӑн тарҫисен урине ҫуса тӑма хатӗр, тенӗ.
42
Авигея васкасах пуҫтарӑннӑ та ашак ҫине ларнӑ, унпа пӗрле пилӗк тарҫи пынӑ; вӑл Давид ҫыннисем хыҫҫӑн кайнӑ, ҫапла Давид арӑмӗ пулса тӑнӑ.
43
Давид тата Изреельри Ахиноамӑна качча илнӗ, вӗсем иккӗшӗ те унӑн арӑмӗсем пулнӑ.
44
Саул вара хӑйӗн хӗрне Мелхолӑна, Давид арӑмне, Галлимра пурӑнакан Лаиш ывӑлне Фалтие качча панӑ.
← Chapter 24
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 26 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31