bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
1 Samuel 16
1 Samuel 16
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 15
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 17 →
1
Ҫӳлхуҫа Самуила каланӑ: хӑҫанччен эсӗ Саулшӑн кулянса пурӑнӑн? Эпӗ унран вӑл Израиль патши ан пултӑр тесе пӑрӑнтӑм. Мӑйракуна йывӑҫ ҫӑвӗ тултар та кай; Эпӗ сана Вифлеем ҫынни Иессей патне яратӑп: унӑн ывӑлӗсем хушшинче Эпӗ Хам валли патша пӑхса хутӑм, тенӗ.
2
Самуил каланӑ: мӗнле кайӑп-ха эпӗ? Саул илтӗ те мана вӗлерӗ, тенӗ. Ҫӳлхуҫа каланӑ: кӗтӳрен пӑру илсе ҫавӑтса кай та: «эпӗ Ҫӳлхуҫана парне кӳме килтӗм» те;
3
парне кӳме Иессее [тата унӑн ывӑлӗсене] чӗн; Эпӗ сана тата мӗн тумаллине пӗлтерӗп, эсӗ вара Ман валли Эпӗ кӑтартнӑскере ҫу сӗрсе ярӑн.
4
Самуил Ҫӳлхуҫа каланӑ пек тунӑ. Вифлеем патне ҫитсессӗн, ӑна хирӗҫ хулан аслӑ ҫыннисем, шикленсе ӳкнӗскерсем, тухнӑ та каланӑ: эсӗ тӑнӑҫ шухӑшпах килтӗн-и? тенӗ.
5
Вӑл хуравланӑ: тӑнӑҫ шухӑшпа, эпӗ Ҫӳлхуҫана парне кӳме килтӗм; тасалӑр та манпа пӗрле парне кӳме пырӑр, тенӗ. Вӑл Иессейпе унӑн ывӑлӗсене тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ те вӗсене парне кӳнӗ ҫӗре чӗннӗ.
6
Лешӗсем пырса тӑрсассӑн, вӑл Елиава курнӑ та: тӗрӗс, ҫакӑ ӗнтӗ Ҫӳлхуҫанӑн ҫу сӗрсе ямалли ҫынни! тенӗ.
7
Анчах Ҫӳлхуҫа Самуила каланӑ: унӑн сӑн-питне, унӑн кӗрнеклӗхне ан пӑх; Эпӗ ӑна йышӑнмарӑм; Эпӗ ҫын пӑхнӑ пек пӑхмастӑп: ҫын пит-куҫ ҫине пӑхать, Ҫӳлхуҫа чӗре ҫине пӑхать, тенӗ.
8
Иессей вара Аминадава чӗнсе илнӗ те ӑна Самуил патне илсе пырса тӑратнӑ, Самуил: Ҫӳлхуҫа куна та суйламан, тенӗ.
9
Иессей Саммана ҫавӑтса пынӑ, Самуил: Ҫӳлхуҫа куна та суйламан, тенӗ.
10
Ҫапла Иессей Самуил патне хӑйӗн ҫичӗ ывӑлне те ҫавӑтса пынӑ, анчах Самуил Иессее каланӑ: Ҫӳлхуҫа ҫаксенчен нихӑшне те суйламан, тенӗ.
11
Ӗнтӗ Самуил Иессее каланӑ: пур ачи те кунта-и? тенӗ. Иессей хуравланӑ: тата чи кӗҫӗнни пур-ха; вӑл сурӑх кӗтет, тенӗ. Самуил Иессее каланӑ: ҫын ярса чӗнсе кил ӑна: вӑл кунта килмесӗр эпир апат ҫиме лармастпӑр, тенӗ.
12
Иессей ҫын ярса чӗнтерсе килнӗ ӑна. Вӑл сарӑ ҫӳҫлӗ, хитре куҫлӑ, евӗк сӑн-питлӗ пулнӑ. Каланӑ вара Ҫӳлхуҫа: тӑр та ӑна ҫу сӗрсе яр, мӗншӗн тесессӗн ку шӑпах ҫавӑ пулать, тенӗ.
13
Самуил йывӑҫ ҫӑвӗ тултарнӑ мӑйракине илнӗ те ӑна пиччӗшӗсем умӗнче ҫу сӗрсе янӑ, ҫав кунран пуҫласа Давид ҫинче яланах Ҫӳлхуҫа Сывлӑшӗ пулнӑ; Самуил вара Рамӑна тухса кайнӑ.
14
Саулран вара Ҫӳлхуҫа Сывлӑшӗ уйӑрӑлнӑ, Ҫӳлхуҫа ирӗкӗпе ӑна усал сывлӑш пӑлхатнӑ.
15
Хӑйӗн тарҫисем Саула ҫапла каланӑ: сана Турӑ ирӗкӗпе усал сывлӑш пӑлхатать;
16
пирӗн хуҫамӑр хӑй умӗнче тӑракан тарҫисене кӗсле ӑстайлӑ калама пӗлекен ҫын шырама хуштӑр; Турӑ ирӗкӗпе сан патна усал сывлӑш килсессӗн, вӑл кӗсле каласа сана лӑплантарӗ, тенӗ.
17
Саул хӑйӗн тарҫисене хуравланӑ: эппин, кӗсле лайӑх калакан ҫын тупӑр та ӑна ман патӑма илсе килӗр, тенӗ.
18
Ҫавӑн чухне унӑн пӗр тарҫи каланӑ: акӑ эпӗ Вифлеем ҫыннин Иессейӗн ывӑлне, кӗсле калама пӗлекенскере, куртӑм. Вӑл харсӑр та хӑюллӑ, калаҫасса та ӑслӑ-тӑнлӑ калаҫать, тата кӗрнеклӗ, Ҫӳлхуҫапа пӗрле ҫӳрекен ҫын вӑл, тенӗ.
19
Саул вара, Иессей патне хыпарҫӑсем ярса, ӑна: Давида, кӗтӳ кӗтекен ывӑлна, ман патӑма яр тесе калама хушнӑ.
20
Иессей ӗнтӗ ашакӗ ҫине ҫӑкӑрпа пӗр такмак эрех хурса тата пӗр качака путекки парса Давида, хӑйӗн ывӑлне, Саул патне янӑ.
21
Давид ӗнтӗ Саул патне ҫитнӗ те уншӑн ӗҫлесе пурӑнма тытӑннӑ, Саул ӑна питех те килӗштернӗ, Давид унӑн кӑралне йӑтса ҫӳрекенӗ пулса тӑнӑ.
22
Саул вара, Иессей патне ҫын ярса, ҫапла калама хушнӑ: Давид ман патӑмрах ӗҫлесе тӑтӑр — эпӗ ӑна кӑмӑлларӑм.
23
Турӑ ирӗк панипе Саула усал сывлӑш тапӑнсассӑн, Давид, кӗслине алла тытса, кӗвӗ каланӑ, вара Саул хӑйне хаваслӑрах та аванрах туйнӑ, ун чухне унран усал сывлӑш та хӑпнӑ.
← Chapter 15
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 17 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31