bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
1 Samuel 29
1 Samuel 29
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 28
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 30 →
1
Филистимсем хӑйсенӗн мӗнпур ҫарне Афек хулине пуҫтарнӑ, Израиль ҫыннисем Изреельри ҫӑлкуҫ патӗнче тапӑрӑн вырӑнаҫса ларнӑ.
2
Филисти ҫулпуҫӗсем ҫӗршер те пиншер ҫынлӑ ушкӑнсемпе пынӑ, Давидпа унӑн ҫыннисем вара хыҫалта Анхуспа пӗрле пынӑ.
3
Филисти ҫулпуҫӗсем: мӗнле еврейсем кусем? тенӗ. Анхус Филисти ҫулпуҫӗсене ҫапла хуравланӑ: ку Давид, Израиль патшийӗн Саулӑн чури, пулнине эсир пӗлместӗр-им вара? вӑл ман патӑмра ҫулталӑк ытла пурӑнать ӗнтӗ, ҫав вӑхӑтран пуҫласа паян кунччен те эпӗ унра ним япӑххине те курмарӑм, тенӗ.
4
Филисти ҫулпуҫӗсем ӑна ҫилленсе кайнӑ та ҫапла каланӑ: ку ҫынна эсӗ каялла яр, вӑл эсӗ уйӑрса панӑ вырӑнтах лартӑр, вӑл пирӗнпе пӗрле вӑрҫа ан пытӑр, вӑрҫӑра пирӗн тӑшман пулса ан тӑтӑр. Вӑл хӑйӗн хуҫине ҫак ар пуҫӗсене парнелесе ҫырлахтармӗ-ши?
5
Вӑйӑ картинче: «Саул пиншер ҫынна, Давид вуншар-вуншар пин ҫынна ҫӗнтернӗ» тесе ҫак Давид ҫинчен юрламастчӗҫ-и-ха? тенӗ.
6
Анхус Давида чӗнтерсе илнӗ те каланӑ ӑна: Ҫӳлхуҫа чӗрӗ! эсӗ тӳрӗ ҫын, эсӗ ҫарта манпа пӗрле ҫӳрени маншӑн кӑмӑллӑ пулнӑ пулӗччӗ: эсӗ ман патӑма килнӗренпе паян кунччен те эпӗ санра нимӗн япӑххине те курмарӑм; анчах ҫулпуҫсем сана кӑмӑлламаҫҫӗ.
7
Апла халӗ каялла таврӑн, тӑнӑҫлӑ кай, Филисти ҫулпуҫӗсене ан вӗчӗрхентер, тенӗ.
8
Анчах Давид Анхуса каланӑ: мӗн турӑм-ха эпӗ, санӑн умӑнта пурӑнма пуҫланӑранпа паян куна ҫитиччен хӑвӑн чурунта эсӗ мӗн япӑххи тупрӑн, мӗншӗн-ха манӑн санпа кайса хамӑн хуҫамӑн, патшамӑн, тӑшманӗсемпе ҫапӑҫас мар? тенӗ.
9
Анхус Давида ҫапла хуравланӑ: шансах тӑр, эсӗ манӑн куҫӑм умӗнче Турӑ Ангелӗ пекех лайӑх; анчах Филисти ҫулпуҫӗсем: «вӑл пирӗнпе пӗрле вӑрҫа ан пытӑр» теҫҫӗ.
10
Эппин, хӑв та, хӑвӑнпа килнӗ чурусем те ирхине ирех тӑрӑр та [эпӗ кӑтартнӑ вырӑна кайӑр, санӑн чӗрӳнте нимӗнле начар шухӑш та ан пултӑр, мӗншӗн тесессӗн эсӗ маншӑн лайӑх]; ирхине тӑрӑр та ҫутӑлса ҫитсессӗн тухса кайӑр.
11
Давидпа унӑн ҫыннисем ирхине ирех тӑнӑ та филистимсен ҫӗрне таврӑннӑ. Филистимсем вара Изрееле [вӑрҫа] кайнӑ.
← Chapter 28
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 30 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31