bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Exodus 1
Exodus 1
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 2 →
1
Иаковпа [хӑйсен ашшӗпе] пӗрле, кашнийӗ хӑйӗн [пӗтӗм] килӗ-йышӗпе пӗрле Египета пырса кӗнӗ Израиль ывӑлӗсенӗн ячӗсем акӑ:
2
Рувим, Симеон, Левий тата Иуда,
3
Иссахар, Завулон тата Вениамин,
4
Дан тата Неффалим, Гад тата Асир.
5
Иаковран ҫуралнисем пурӗ ҫитмӗл [пилӗк] чун пулнӑ; Иосиф ун чухне Египетра пулнӑ ӗнтӗ.
6
Иосиф та, унӑн пур тӑванӗ те вилнӗ, вӑл сыпӑк пӗтӗмпе вилсе пӗтнӗ;
7
Израиль ывӑлӗсем вара хунаса-ӗрчесе кайнӑ, ҫав тери йышлӑланса, вӑйлӑланса пынӑ, ҫав ҫӗр вӗсемпе тулса ҫитнӗ.
8
Египет ҫӗрӗнче ӗнтӗ Иосифа пӗлмен урӑх патша ларнӑ,
9
вӑл хӑйӗн халӑхне каланӑ: акӑ Израиль ывӑлӗсен халӑхӗ йышлӑ, пирӗнтен вӑйлӑрах;
10
унран чеерех пулар, вӑл текех ан ӗрчейтӗр; унсӑрӑн вӑл, вӑрҫӑ хускалас пулсассӑн, пирӗн тӑшмансемпе пӗрлешӗ те, пире хирӗҫ тӑрса, [пирӗн] ҫӗртен тухса кайӗ, тенӗ.
11
Ӗнтӗ Израиль халӑхне йывӑр ӗҫпе хавшатмашкӑн ӑна ӗҫлеттерекен пуҫлӑхсем суйласа лартнӑ. Израиль ывӑлӗсем вара фараона сых ятне хатӗрленине тытмалли хуласем — Пифомпа Раамсес хулисене [тата Он хулине, урӑхла Илиополь пулать] — лартса панӑ.
12
Анчах халӑх хӑйне хавшатнӑҫемӗн тата йышлӑланса пынӑ, тата ытларах ӗрчесе кайнӑ, [Египет ҫыннисем] ӗнтӗ Израиль ывӑлӗсенчен шиклене пуҫланӑ.
13
Ҫавӑнпа та Египет ҫыннисем Израиль ывӑлӗсене пӗр хӗрхенмесӗр пусахласа ӗҫлеттернӗ,
14
Египет ҫыннисем Израиль ывӑлӗсене пӗр хӗрхенмесӗр, йывӑр ӗҫ ӗҫлеттерсе — тӑм ӗҫӗ тутарса, кирпӗч ҫаптарса, хирти тӗрлӗ ӗҫе ӗҫлеттерсе, кирек мӗнле ӗҫ тутарнӑ чухне те пӗр хӗрхенмесӗр, пусахласа ӗҫлеттерсе — вӗсен пурӑнӑҫне чӑтмалла мар туса ҫитернӗ.
15
Египет патши еврей арӑмӗсен эпи карчӑкӗсене — вӗсенчен пӗри Шифра, тепӗри Фуа ятлӑ пулнӑ — ҫапла хушнӑ,
16
[вӗсене] ҫапла каланӑ: эсир еврей арӑмӗсене ача ҫураттарнӑ чухне астусах тӑрӑр: ывӑл ҫуралас пулсассӑн — ӑна вӗлерӗр, хӗр пулсассӑн — пурӑнтӑр, тенӗ.
17
Анчах эпи карчӑксем Турӑран хӑранӑ, вӗсем Египет патши хушнӑ пек туман, ачасене чӗрӗ хӑварнӑ.
18
Египет патши эпи карчӑксене чӗнтерсе илнӗ те вӗсене каланӑ: эсир мӗншӗн ҫапла тӑватӑр, ачасене чӗрӗ хӑваратӑр? тенӗ.
19
Эпи карчӑксем фараона каланӑ: еврей арӑмӗсем Египет арӑмӗсем пек мар; вӗсем сывлӑхлӑ, вӗсем хӑйсем патне эпи карчӑк пырса ҫитичченех ҫуратаҫҫӗ, тенӗ.
20
Ҫакӑншӑн Турӑ эпи карчӑксене ырӑлӑх кӑтартса тӑнӑ, халӑхӗ вара йышлӑланса, ҫав тери вӑйлӑланса пынӑ.
21
Эпи карчӑксем Турӑран хӑраса пурӑннӑшӑн Вӑл вӗсенӗн килне-ҫуртне ӑнӑҫлӑх парса тӑнӑ.
22
Вара фараон хӑйӗн пӗтӗм халӑхне ҫапла хытарса каланӑ: [еврейсен] ҫуралакан ывӑлӗсене пурне те шыва пӑрахӑр, хӗрӗсене пурне те чӗрӗ хӑварӑр, тенӗ.
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 2 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40