bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Exodus 36
Exodus 36
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 35
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 37 →
1
Веселеилпа Аголиав ӗҫе пикеннӗ, кӗлӗ чатӑрӗ лартнӑ чухне тумалли пӗтӗм ӗҫе Ҫӳлхуҫа хушнӑ пек тумашкӑн Ҫӳлхуҫа ӑслӑлӑхпа тӑн панӑ ӑстайлӑ ҫынсем те пурте ӗҫлеме пикеннӗ.
2
Моисей Веселеилпа Аголиава, Ҫӳлхуҫа ӑслӑлӑх панӑ мӗнпур ӑстайлӑ ҫынсене тата ӗҫе пуҫӑнма ӑнтӑлса тӑракансене пурне те чӗнтернӗ.
3
Вӗсем Израиль ывӑлӗсем кӗлӗ чатӑрӗ лартма пырса панӑ пӗтӗм парнене, ӗҫ валли кирлӗ [пӗтӗм] япалана Моисейрен илсе кайнӑ. Ҫав хушӑра ирсерен Моисей патне хӑйсем ирӗккӗн паракан парнесем леҫсе тӑнӑ.
4
Вара кӗлӗ чатӑрӗ тунӑ ҫӗрте тӗрлӗ ӗҫ ӗҫлекен ӑстайлӑ ҫынсем харпӑр хӑй ӗҫӗ патӗнчен пынӑ та
5
Моисее ҫапла тесе каланӑ: халӑх Ҫӳлхуҫа тума хушнӑ ӗҫсем валли нумай, кирлинчен те ытларах, илсе килет, тенӗ.
6
Вара Моисей хушнипе тапӑрта ҫапла пӗлтернӗ: ӗнтӗ арҫынӗ те, хӗрарӑмӗ те кӗлӗ чатӑрӗ валли урӑх нимӗн те илсе ан килччӗр, тенӗ; халӑх вара парне леҫме чарӑннӑ.
7
Тумалли пур тӗрлӗ ӗҫ валли те хатӗрӗ ҫителӗклӗ пулнӑ, ытлашши те юлнӑ.
8
Кӗлӗ чатӑрӗ тӑвакан ӑстайлӑ ҫынсем пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ виссонран, сенкер, хӗрхӗлтӗм тата йӑм хӗрлӗ ҫӑмран вунӑ вителӗк тунӑ; ӑстайлӑн ӗҫлесе вӗсем ҫине херувим сӑнӗсене ӳкернӗ;
9
кашни вителӗк тӑршшӗ ҫирӗм сакӑр чике, кашни вителӗк сарлакӑшӗ тӑватӑ чике: пур вителӗкӗ те пӗр виҫеллӗ пулнӑ.
10
Вӑл пилӗк вителӗкне пӗр-пӗринпе сыпӑнтарнӑ, ытти пилӗк вителӗкне те пӗр-пӗринпе сыпӑнтарнӑ.
11
Пӗр вителӗкӗн тепӗринпе сыпӑнса тӑракан хӗррине сенкер тӗслӗ йӑлӑсем тунӑ; юлашки вителӗкӗн хӗррине те тепӗринпе сыпӑнтармашкӑн ҫаплах тунӑ;
12
пӗр вителӗк хӗррине вӑл аллӑ йӑлӑ тунӑ, вителӗк вӗҫне те тепӗринпе сыпӑнтармашкӑн аллӑ йӑлӑ тунӑ; пӗр йӑлли тепӗр йӑллипе тӗлме-тӗл пулнӑ;
13
тата аллӑ ылтӑн каптӑрма тунӑ, пӗр вителӗкне тепӗринпе каптӑрмапа ҫаклатса хунӑ, вара кӗлӗ чатӑрӗ пӗр пӗтӗм пулса тӑнӑ.
14
Унтан кӗлӗ чатӑрне витмешкӗн качака ҫӑмӗнчен вителӗксем тунӑ: ҫавӑн пек вунпӗр вителӗк тунӑ;
15
вителӗкӗн тӑршшӗ вӑтӑр чике, вителӗкӗн сарлакӑшӗ тӑватӑ чике: вунпӗр вителӗкӗ те пӗр виҫеллӗ пулнӑ.
16
Пилӗк вителӗкне вӑл хӑйне уйрӑм, ултӑ вителӗкне хӑйне уйрӑм сыпӑнтарнӑ.
17
Вӗҫӗнчи вителӗк хӗррине ӑна тепӗр вителӗкпе сыпӑнтарма аллӑ йӑлӑ тунӑ, сыпӑнтармалли вителӗк хӗррине те аллӑ йӑлӑ тунӑ;
18
пӗр пӗтӗм ҫивитти пултӑр тесе вителӗксене сыпӑнтармашкӑн аллӑ пӑхӑр каптӑрма тунӑ.
19
Кӗлӗ чатӑрӗн виттине така тирӗсенчен, хӗрлӗ тирсенчен, тунӑ, чи ҫиелти виткӗчне кӑвак тирсенчен тунӑ.
20
Унтан кӗлӗ чатӑрӗ валли ситтим йывӑҫӗнчен тӳрӗ тӑратса лартмалли пӑрӑссем тунӑ:
21
кашни пӑрӑсӗн тӑршшӗ вунӑ чике, сарлакӑшӗ чике ҫурӑ пулнӑ;
22
кашни пӑрӑсне икшер чӗмеклӗ тунӑ, вӗсем пӗр-пӗринпе тӗлме-тӗл: кӗлӗ чатӑрӗн пӑрӑсӗсене вӑл пурне те ҫапла тунӑ.
23
Кӗлӗ чатӑрӗн кӑнтӑр енӗ валли ҫавӑн пек пӑрӑссем ҫирӗм тунӑ,
24
ҫирӗм пӑрӑс айне лартма хӗрӗх кӗмӗл тӗп тунӑ: пӗр пӑрӑс айне икӗ чӗмек валли икӗ тӗп, тепӗр пӑрӑс айне те икӗ чӗмек валли икӗ тӗп тунӑ;
25
кӗлӗ чатӑрӗн тепӗр енӗ валли те, ҫурҫӗр енӗ валли, ҫирӗм пӑрӑс,
26
хӗрӗх кӗмӗл тӗп тунӑ: пӗр пӑрӑс айне икӗ тӗп, тепӗр пӑрӑс айне те икӗ тӗп;
27
кӗлӗ чатӑрӗн хыҫал енӗ валли анӑҫ енне ултӑ пӑрӑс тунӑ,
28
кӗлӗ чатӑрӗн хыҫал енчи кӗтесӗ валли икӗ пӑрӑс тунӑ;
29
вӗсене аялтан та ункӑпа ҫирӗплетсе лартнӑ, ҫӳлтен те ункӑпа ҫирӗплетсе лартнӑ: вӗсене иккӗшне те икӗ кӗтесе ҫапла туса лартнӑ;
30
ҫапла сакӑр пӑрӑс, вунултӑ кӗмӗл тӗп пулнӑ, кашни пӑрӑс айне икшер тӗп.
31
Унтан ситтим йывӑҫӗнчен каштасем тунӑ: кӗлӗ чатӑрӗн пӗр енчи пӑрӑсӗсем валли пилӗк кашта,
32
кӗлӗ чатӑрӗн тепӗр енчи пӑрӑсӗсем валли пилӗк кашта, кӗлӗ чатӑрӗн хыҫал енчи пӑрӑсӗсем валли пилӗк кашта тунӑ;
33
унтан витӗр ямалли кашта тунӑ, вӑл пӑрӑссем витӗр пӗр вӗҫӗнчен тепӗр вӗҫне ҫитиех тухнӑ;
34
пӑрӑссене ылтӑн сӑрнӑ, каштисене тӑхӑнтартса хумалли ункӑсене те ылтӑнран тунӑ, каштисене те ылтӑн сӑрнӑ.
35
Сенкер ҫӑмран, хӗрхӗлтӗм, йӑм хӗрлӗ ҫӑмран тата пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ виссонран чаршав тунӑ, ӑстайлӑн ӗҫлесе ун ҫине херувим сӑнӗсем туса тухнӑ;
36
чаршав валли ситтим йывӑҫӗнчен ылтӑн ҫекӗллӗ тӑватӑ юпа тунӑ, вӗсене ылтӑн сӑрнӑ тата вӗсем валли тӑватӑ кӗмӗл тӗп шӑратса тунӑ.
37
Кӗлӗ чатӑрне кӗмелли тӗле ҫакма сенкер, хӗрхӗлтӗм, йӑм хӗрлӗ ҫӑмран тата пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ эрешлӗ виссонран чаршав тунӑ,
38
ун валли ҫекӗллӗ пилӗк юпа тунӑ; вӗсенӗн тӑррисемпе хытаркӑчӗсене ылтӑн сӑрнӑ тата пилӗк пӑхӑр тӗп шӑратса тунӑ.
← Chapter 35
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 37 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40