bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Exodus 24
Exodus 24
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 23
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 25 →
1
Унтан Вӑл Моисее каланӑ: Ааронпа иксӗр, Надавпа Авиуд тата Израилӗн ҫитмӗл пуҫлӑхӗ Ҫӳлхуҫа патне улӑхӑр, [Ҫӳлхуҫана] аякран пуҫҫапӑр;
2
Моисей Ҫӳлхуҫа патне пӗччен ҫывӑхартӑр, вӗсем ан ҫывӑхарччӑр, халӑх та унпа пӗрле ан улӑхтӑр, тенӗ.
3
Моисей пынӑ та Ҫӳлхуҫа сӑмахӗсене, мӗнпур саккуна пурне те халӑха каласа панӑ. Пӗтӗм халӑх пӗр ҫӑвартан хуравланӑ: Ҫӳлхуҫа каланине пурне те тӑвӑпӑр, [кӳнтем пулӑпӑр,] тенӗ.
4
Моисей Ҫӳлхуҫа сӑмахӗсене пурне те ҫырса хунӑ, унтан ирхине ирех тӑрса ту айне парне вырӑнӗ туса лартнӑ, Израилӗн вуникӗ йӑхӗн хисепӗпе вуникӗ чул лартнӑ;
5
вара Израиль ывӑлӗсен яш ачисене янӑ та, вӗсем пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнесем илсе килнӗ, пӑрусем пусса Ҫӳлхуҫа [Турра] канӑҫлӑх парни кӳнӗ.
6
Юнӑн ҫуррине илсе, Моисей ӑна тирӗксене янӑ, тепӗр ҫуррипе парне вырӑнне сирпӗтсе тухнӑ;
7
унтан халал кӗнекине илнӗ те халӑха сасӑпа вуласа кӑтартнӑ, вӗсем: Ҫӳлхуҫа мӗн каланине пурне те тӑвӑпӑр, кӳнтем пулӑпӑр, тенӗ.
8
Моисей юн илнӗ те халӑха сирпӗтсе каланӑ: ку — ҫак пӗтӗм сӑмаха ҫирӗплетсе, Ҫӳлхуҫа сирӗнпе ҫураҫса хунӑ халалӑн юнӗ, тенӗ.
9
Унтан Моисейпе Аарон, Надавпа Авиуд тата Израилӗн ҫитмӗл пуҫлӑхӗ ту ҫине улӑхнӑ,
10
вӗсем Израиль Турри [тӑнӑ вырӑна] курнӑ; Унӑн ури айӗнче темӗскер, таса сапфиртан тунӑ евӗрлӗскер, чӑн тӳпе пекех ҫутӑскер, пулнӑ.
11
Израиль ывӑлӗсем хушшинчен суйланӑ ҫынсем ҫине Хӑйӗн аллине тӑсман Вӑл: вӗсем Турӑ [вырӑнне] курнӑ, ӗҫнӗ те, ҫинӗ те.
12
Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: Ман патӑма ту ҫине улӑх та ҫавӑнта тӑр; сана чул хӑмасем парӑп, саккун, ӳкӗтсем парӑп, Эпӗ вӗсене сире вӗрентме ҫырнӑ, тенӗ.
13
Моисей вара Иисуспа, хӑйне пулӑшса тӑраканпа, тӑнӑ та Турӑ тӑвӗ ҫине кайнӑ,
14
пуҫлӑхсене ҫапла каласа хӑварнӑ: эпир хӑвӑр патӑра таврӑниччен эсир ҫакӑнтах юлӑр; акӑ Ааронпа Ор сирӗнпе пӗрлех; камӑн та пулин тавӑҫ пулсассӑн, вӑл ҫавсем патне пытӑр, тенӗ.
15
Вара Моисей ту ҫине улӑхнӑ, тӑва пӗлӗт хупласа илнӗ,
16
Синай тӑвӗ ҫине Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗ аннӑ; пӗлӗт ӑна ултӑ кун хушши хупласа тӑнӑ, ҫиччӗмӗш кунне [Ҫӳлхуҫа] Моисее пӗлӗт ӑшӗнчен чӗннӗ.
17
Израиль ывӑлӗсене ту тӑрринчи Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗ ҫунтарса яракан вут-ҫулӑм пек курӑнса тӑнӑ.
18
Моисей, пӗлӗт варрине кӗрсе, ту ҫине улӑхнӑ; Моисей ту ҫинче хӗрӗх кун та хӗрӗх каҫ пулнӑ.
← Chapter 23
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 25 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40