bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Exodus 28
Exodus 28
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 27
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 29 →
1
Хӑвӑн пиччӳне Аарона, унпа пӗрле унӑн ывӑлӗсене те Израиль ывӑлӗсем хушшинчен хӑв патна ил, вӑл Манӑн священник пултӑр; Аарона, Аарон ывӑлӗсене Надава, Авиуда, Елеазара тата Ифамара ил.
2
Аарон валли, хӑвӑн пиччӳ валли, мухтавлӑ та чаплӑ курӑнмашкӑн священник тумтирӗ ту.
3
Ӑстайлисене, Эпӗ ӑслӑлӑхлӑ [тата хайлаллӑ] тунисене, пурне те кала: вӗсем Аарон валли ӑна Манӑн священникӑм пулма халалланӑ чухне тӑхӑнтартма [священник] тумтирӗ туччӑр.
4
Вӗсем тумалли тумтирсем акӑ ҫаксем: кӑкӑрлӑх, ефод, ҫиелти риза, тӑваткал куҫлӑ хитон, кидар тата пиҫиххи. Аарон пиччӳ валли, унӑн ывӑлӗсем валли сӑваплӑ тумтирсем туччӑр, вӑл Манӑн священникӑм пултӑр.
5
Вӗсем ылтӑн илччӗр, сенкер ҫӑм, хӗрхӗлтӗм, йӑм хӗрлӗ ҫӑм, виссон илччӗр,
6
ылтӑнран, сенкер ҫӑмран, хӗрхӗлтӗм, йӑм хӗрлӗ ҫӑмран тата пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ виссонран ӑстайлӑ ӗҫлесе ефод туччӑр.
7
Унӑн икӗ вӗҫне ҫыхӑнтарма икӗ хулпуҫҫи ҫинче те тӑха пултӑр.
8
Ефод ҫийӗнчен ҫыхакан пиҫиххие те ҫавӑн пекех [таса] ылтӑнран, сенкер ҫӑмран, хӗрхӗлтӗм, йӑм хӗрлӗ ҫӑмран тата пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ виссонран тумалла.
9
Икӗ оникс чулӗ ил те вӗсем ҫине Израиль ывӑлӗсен ячӗсене касса ҫыр:
10
вӗсем ҫуралса пынӑ йӗркепе пӗр чулӗ ҫине вӗсен ултӑ ятне, тепӗр чулӗ ҫине ыттисен ултӑ ятне касса ҫыр;
11
чул пичет касса тӑвакан ҫынна икӗ чул ҫине Израиль ывӑлӗсен ячӗсене касса ҫыртар; вӗсене ылтӑн харшана ларт,
12
ҫакӑ икӗ чула ефод тӑхисем ҫине ҫыпӑҫтарса ларт: ку чулсем Израиль ывӑлӗсене асӑнмалӑх; вӗсене асра тытса тӑмашкӑн Аарон вӗсен ячӗсене Ҫӳлхуҫа умӗнче хӑйӗн икӗ хулпуҫҫийӗ ҫинче йӑтса ҫӳрӗ.
13
Харшийӗсене [таса] ылтӑнран ту;
14
таса ылтӑнранах икӗ вӑчӑра [ту], вӗсене явса-ҫыхса ту, ҫав явса тунӑ вӑчӑрасене [мал енчен хулпуҫҫи ҫинчи] харшасем ҫумне ҫирӗплетсе хур.
15
Ӑстайлӑ ӗҫлесе сут кӑкӑрлӑхӗ ту; ӑна ефод тунӑ пекех ту: ылтӑнран, сенкер ҫӑмран, хӗрхӗлтӗм, йӑм хӗрлӗ ҫӑмран тата пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ виссонран ту;
16
вӑл тӑваткӑл пулмалла, икӗ хутлӑ, тӑршшӗ пӗр шит, анлӑшӗ те пӗр шит пултӑр;
17
ун ҫине тӑватӑ йӗрке харшаланӑ чул ларт; йӗркипе рубин, топаз, изумруд пултӑр — ку пӗр йӗрки;
18
иккӗмӗш йӗрки: карбункул, сапфир тата алмаз;
19
виҫҫӗмӗш йӗрки: яхонт, ахах тата аметист;
20
тӑваттӑмӗш йӗрки: хризолит, оникс тата яспис; вӗсене ылтӑн харшасене лартмалла.
21
Израиль ывӑлӗсен [вуникӗ ячӗ] шучӗпе, вӗсен ячӗсене [тата вӗсем хӑҫан ҫуралнине] кура ҫав чулсем [унӑн икӗ хулпуҫҫийӗ ҫинче] вуниккӗ пулмалла; пичет ҫине ҫырнӑ пек, кашнийӗ ҫине вуникӗ йӑхран пӗрер ят касса ҫырмалла.
22
Кӑкӑрлӑх валли таса ылтӑнран явса-ҫыхса вӑчӑрасем ту;
23
кӑкӑрлӑх валли тата ылтӑнран икӗ ункӑ ту, икӗ [ылтӑн] ункине кӑкӑрлӑхӑн икӗ вӗҫне ҫыпӑҫтарса ларт;
24
ылтӑнран явса-ҫыхса тунӑ икӗ вӑчӑрана кӑкӑрлӑхӑн [икӗ] вӗҫӗнчи икӗ ункине тир,
25
икӗ вӑчӑран икӗ вӗҫне вара икӗ харшапа ҫыхӑнтар та ефод хулпуҫҫийӗ ҫинчи тӑхапа мал енӗнчен ҫыхӑнтар;
26
тата икӗ ылтӑн ункӑ ту та кӑкӑрлӑхӑн аялти икӗ вӗҫне, ефод ҫинче выртакан тӳнтер енне, ҫыпӑҫтар;
27
ҫавӑн пекех тата икӗ ылтӑн ункӑ ту та вӗсене ефодӑн икӗ енне, пиччӗн енчен, ефод пиҫиххийӗнчен ҫӳлерех ҫирӗплетсе хур;
28
кӑкӑрлӑх ефод пиҫиххийӗнчен ҫӳлерех пултӑр, вӑл ефод ҫинчен анса ан кайтӑр тесе, кӑкӑрлӑха ункисенчен ефод ункисем ҫумне сенкер ҫӑмран тунӑ кантрапа ҫыхӑнтармалла.
29
Вара Аарон сӑваплӑ пӳлӗме кӗнӗ чухне Ҫӳлхуҫа умӗнче ялан асра тытмашкӑн Израиль ывӑлӗсен ячӗсене сут кӑкӑрлӑхӗ ҫинче хӑйӗн чӗри ҫумӗнче илсе ҫӳрӗ. [Сут кӑкӑрлӑхне явса тунӑ вӑчӑрасемпе ҫыхӑнтар, кӑкӑрлӑхӑн икӗ вӗҫне те ҫапла ҫыхӑнтар, харшаланӑ икӗ чула икӗ хулпуҫҫи ҫинчи икӗ тӑхапа мал енчен ҫыпӑҫтар.]
30
Сут кӑкӑрлӑхне урим тата туммим хур, Аарон [сӑваплӑ пӳлӗме] Ҫӳлхуҫа умне кӗнӗ чухне вӗсем унӑн чӗри ҫумӗнче пулӗҫ; Аарон вара Израиль ывӑлӗсен сутне яланах Ҫӳлхуҫа умӗнче хӑйӗн чӗри ҫумӗнче илсе ҫӳрӗ.
31
Ефодпа тӑхӑнмашкӑн пӗтӗмпех сенкер тӗслӗ ҫиелти риза ту;
32
унӑн варринче пуҫа чиксе тӑхӑнмашкӑн ана пулмалла; ҫуркаланасран, ҫирӗп пултӑр тесе, ун тавра пир хӑю тытса ҫаврӑн;
33
унӑн арки вӗҫне, пӗтӗм арки тавра, сенкер ҫипрен, яхонт тӗслӗ ҫипрен, хӗрхӗлтӗм, йӑм хӗрлӗ ҫипрен [тата пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ виссонран] нар улмисем туса ҫакса тух; аркӑ тавра [ҫавнашкал улмасем тата] вӗсем хушшинче ылтӑн шӑнкӑравсем:
34
риза арки тавра ылтӑн шӑнкӑрав та улма, ылтӑн шӑнкӑрав та улма пултӑр;
35
ӑна Аарон кӗлӗ тунӑ чухне тӑхӑнӗ: Аарон Ҫӳлхуҫа умне сӑваплӑ пӳлӗме кӗнӗ чухне те, унтан тухнӑ чухне те сасӑ илтӗнсе тӑтӑр, унӑн вилмелле ан пултӑр.
36
Лайӑх якатса таса ылтӑнран пӗчӗкҫӗ ҫутанкка ту, пичет ҫине касса ҫырнӑ пек, ун ҫине «Туррӑн Сӑваплӑ Япали» тесе касса ҫыр,
37
ӑна сенкер кантрапа кидар ҫумне ҫыхса хур, вӑл кидарӑн мал енче пултӑр;
38
вӑл Ааронӑн ҫамкийӗ ҫинче пулӗ, вара Аарон Израиль ывӑлӗсем кӳрекен парнесен, вӗсем кӳрекен мӗнпур парнесен ҫитменлӗхӗсене хӑй ҫинче илсе ҫӳрӗ; Ҫӳлхуҫа вӗсемшӗн кӑмӑллӑ пултӑр тесе, ҫав ҫутанкка яланах унӑн ҫамкийӗ ҫинче пулӗ.
39
Тата виссонран хитон ту, виссонранах кидар ту тата эрешлӗ пиҫиххи ту.
40
Аарон ывӑлӗсем валли те — мухтавлӑ та чаплӑ курӑнмашкӑн — хитонсем ту, пиҫиххисем ту, вӗсем валли пуҫ ҫыххийӗсем ту;
41
ҫавна Аарон пиччӳне тата унпа пӗрле унӑн ывӑлӗсене те тӑхӑнтарт, вӗсене ҫу сӗр, вӗсен аллисене тултар, вӗсене тасалӑх тивлечӗ кӳр, вара вӗсем Манӑн священникӑмсем пулӗҫ.
42
Вӗсем валли йӗтӗнрен аялти кӗпе ту, вӑл вӗсен ӳчӗн ҫарамасне пилӗкрен пуҫласа чӗркуҫҫийӗ таран витсе тӑтӑр,
43
пуху чатӑрне кӗнӗ чухне е сӑваплӑ вырӑнта кӗлӗ тумашкӑн парне вырӑнӗ патне пынӑ чухне [хӑйсем ҫине] ҫылӑх илсе вилес мар тесессӗн, Аарон ҫинче тата унӑн ывӑлӗсем ҫинче ҫак тумсем пулччӑр. Ҫакӑ уншӑн хӑйшӗн те, ун хыҫҫӑн пулас ӑрӑвӗсемшӗн те ӗмӗрлӗх йӗрке [пултӑр], тенӗ.
← Chapter 27
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 29 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40