bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Exodus 15
Exodus 15
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 14
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 16 →
1
Ҫӳлхуҫана мухтаса юрлатӑп: Вӑл аслӑ мухтава тухрӗ; унӑн утне те, юланутҫине те тинӗсе путарчӗ.
2
Ҫӳлхуҫамӑм — манӑн тӗрекӗм, манӑн чапӑм, Вӑл мана ҫӑлса хӑварчӗ. Вӑл — манӑн Туррӑм, Ӑна аслӑласа мухтӑп; Вӑл — манӑн аттемӗн Турри, Ӑна аслӑ мухтава кӑларӑп.
3
Ҫӳлхуҫа — вӑрҫӑ арӗ, Яхве Унӑн ячӗ.
4
Фараонӑн ураписене, унӑн ҫарне Вӑл тинӗсе путарчӗ, унӑн чаплӑ ҫар пуҫлӑхӗсем Хӗрлӗ тинӗсе путса вилчӗҫ.
5
Тӗпсӗр авӑрсем хупларӗҫ вӗсене; тинӗс тӗпне чул пек анса кайрӗҫ вӗсем.
6
Эй Ҫӳлхуҫамӑм, сылтӑм аллу хӑйӗн хӑвачӗпе чапа тухрӗ; эй Ҫӳлхуҫамӑм, санӑн сылтӑм аллу тӑшмана тӗп турӗ.
7
Хӑвӑн мухтавлӑхун аслӑлӑхӗпе Эсӗ Хӑвна хирӗҫ ҫӗкленнисене аяла турӑн. Хӑвӑн ҫиллӳне ятӑн та Эсӗ, вӑл вӗсене улӑм пӗрчи пек ҫунтарса ячӗ.
8
Эсӗ вӗрнӗ сывлӑшпала шыв икӗ енне уйӑрӑлса тӑчӗ, шыв хӳме пек тӑчӗ, тинӗс тӗпӗнчи тӗпсӗр авӑрсем хытса ларчӗҫ.
9
Тӑшман каларӗ: «хӑвалам, ҫитем, тупӑш уйӑрам; чунӑм вӗсемпе тӑранӗ; хӗҫӗме туртса кӑларам, аллӑм вӗсене тӗп тӑвӗ» терӗ.
10
Сывлӑшупа вӗртӗн те — вӗсене тинӗс хупласа хучӗ: вӗсем аслӑ шыва хура тӑхлан пек путса анчӗҫ.
11
Эй Ҫӳлхуҫамӑм, Сан евӗрли кам пур турӑсем хушшинче? Сӑвапу аслӑ, мухтаву виҫесӗр, Эсӗ — кӗтретсем Тӑваканӗ, кам пур ҫавӑн евӗрли?
12
Эсӗ сылтӑм аллуна тӑсрӑн та, вӗсене ҫӗр ҫӑтса ячӗ.
13
Ху хӑтарнӑ ҫакӑ халӑха Эсӗ Хӑвӑн ырӑлӑхупа ертсе пыратӑн, Хӑвӑн хӑватупа Хӑвӑн сӑваплӑхун ҫуртне ертсе каятӑн.
14
Халӑхсем илтрӗҫ те чӗтӗресе тӑраҫҫӗ: Филисти ҫыннисен сехри хӑпрӗ;
15
ун чухне Эдом пуҫлӑхӗсем аптӑраса ӳкрӗҫ, Моав ҫулпуҫӗсем сехӗрленчӗҫ, Ханаан ҫыннисем пурте хуйха ӳкрӗҫ.
16
Хӑраччӑр вӗсем, сехӗрленччӗр; Санӑн халӑху иртсе пынӑ чухне, эй Ҫӳлхуҫамӑм, Хӑв хӑтарнӑ ҫакӑ халӑху иртсе пынӑ чухне, Санӑн вӑю-хӑватупа вӗсем чул пек хытса тӑччӑр.
17
Эй Ҫӳлхуҫамӑм, Хӑвӑн тивӗҫлӗ тӑву ҫине, Хӑвна валли Ху ҫурт тунӑ вырӑна, Хӑвӑн аллусем пултарнӑ сӑваплӑ вырӑна, эй Патшамӑр, илсе кӗр ӑна, ҫавӑнта вырӑнаҫтар ӑна!
18
Ҫӳлхуҫа ӗмӗрех, ӗмӗр-ӗмӗрӗпех Патша пулӗ.
19
Фараонӑн ҫар урапиллӗ учӗсем, унӑн юланутҫисем тинӗсе кӗрсессӗн, Ҫӳлхуҫа тинӗс шывне вӗсем ҫинелле янӑ, Израиль ывӑлӗсем вара тинӗс варринчи типӗ ҫӗртен каҫса кайнӑ.
20
Ҫавӑн чухне Мариам пророк, Аарон аппӑшӗ, аллине тӳнкӗр тытнӑ, ун хыҫҫӑн пӗтӗм хӗрарӑм тӳнкӗр ҫапса, хӗпӗртесе-савӑнса тухнӑ.
21
Мариам вӗсен умӗнче ҫапла мухтаса юрланӑ: Ҫӳлхуҫамӑра мухтаса юрлӑр, Вӑл аслӑ мухтава тухрӗ, унӑн утне, юланутҫине тинӗсе путарчӗ.
22
Моисей Израиль халӑхне Хӗрлӗ тинӗс патӗнчен ертсе кайнӑ та, вӗсем Сур пушхирне ҫитсе кӗнӗ; вӗсем виҫӗ кун пушхир тӑрӑх пынӑ, анчах шыв тупайман;
23
Меррӑна ҫитнӗ, анчах Меррӑри шыва ӗҫеймен, мӗншӗн тесессӗн вӑл йӳҫӗ пулнӑ, ҫавӑнпа ку [вырӑна] Мерра ят панӑ та.
24
Халӑх Моисее ӳпкелесе: пирӗн мӗн ӗҫес? тенӗ.
25
[Моисей] Ҫӳлхуҫана тилмӗрсе йӑлӑннӑ та, Ҫӳлхуҫа ӑна йывӑҫ кӑтартнӑ, вӑл вара ӑна шыва пӑрахнӑ та — шыв тутлӑланнӑ. Ҫавӑнта Турӑ халӑха йӗркесем панӑ, саккун панӑ тата ӑна ҫавӑнта сӑнанӑ.
26
Ӑна каланӑ: эсӗ Ҫӳлхуҫанӑн, хӑвӑн Туррун, сӑмахне итлесе пурӑнсассӑн, Унӑн куҫӗ умӗнче юравлӑ ӗҫсем туса тӑрсассӑн, Унӑн ӳкӗчӗсене ӑнласа пырсассӑн, Унӑн пӗтӗм йӗркине тытса пурӑнсассӑн, Эпӗ сан ҫине Египет ҫине янӑ чирсенчен пӗр чирне те ямӑп, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ Ҫӳлхуҫа [санӑн Турру], сана сыватаканӗ, тенӗ.
27
Унтан вӗсем Елим ҫӗрне ҫитнӗ; унта вуникӗ ҫӑлкуҫӗ пулнӑ, ҫитмӗл финик йывӑҫӗ ӳснӗ, ҫавӑнта шыв ҫывӑхне тапӑрӑн ларса тухнӑ.
← Chapter 14
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 16 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40