bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Exodus 19
Exodus 19
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 18
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 20 →
1
Израиль халӑхӗ Египет ҫӗрӗнчен тухсассӑн виҫҫӗмӗш уйӑхра, шӑп та ҫӗнӗ уйӑх тунӑ кун, вӗсем Синай пушхирне ҫитнӗ.
2
Вӗсем Рефидимран тапранса тухнӑ та Синай пушхирне ҫитнӗ, ҫав пушхирте тапӑрӑн вырӑнаҫса ларнӑ; унта Израиль тӑва хирӗҫ тапӑрӑн вырӑнаҫса ларнӑ.
3
Моисей Турӑ патне [ту ҫине] улӑхнӑ, Ҫӳлхуҫа ӑна ту ҫинчен чӗнсе каланӑ: Иаков килне ҫапла кала, Израиль ывӑлӗсене ҫапла пӗлтер:
4
эсир Эпӗ Египет ҫыннисене мӗн тунине, Эпӗ хӑвӑра ӑмӑрткайӑк ҫуначӗ ҫинче [йӑтса ҫӳренӗ пек] ҫӗклесе ҫӳренине, сире Хам патӑма илсе килнине куртӑр;
5
эппин, эсир Манӑн сӑмахӑма итлесессӗн, Манӑн халалӑма пурӑнӑҫласа пырсассӑн, ытти пур халӑх хушшинче Манӑн еткерӗм пулатӑр, мӗншӗн тесессӗн пӗтӗм ҫӗр Манӑн,
6
эсир Манӑн патшалӑхӑм, священниксен патшалӑхӗ пулатӑр, сӑваплӑ халӑх пулатӑр; ҫакӑ ӗнтӗ эсӗ Израиль ывӑлӗсене калас сӑмах, тенӗ.
7
Моисей таврӑннӑ та халӑхӑн аслӑ ҫыннисене чӗнсе пухнӑ, хӑйне Ҫӳлхуҫа вӗрентсе каланӑ ҫак сӑмахсене пурне те вӗсене каласа панӑ.
8
Пӗтӗм халӑх пӗр пулса хуравласа каланӑ: Ҫӳлхуҫа каланине пурне те тӑвӑпӑр, [кӳнтем пулӑпӑр,] тенӗ. Моисей халӑх сӑмахне Ҫӳлхуҫа патне ҫитернӗ.
9
Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: халӑх Эпӗ санпа калаҫнине илттӗр, сана яланлӑха ӗнентӗр тесе, акӑ Эпӗ сан патна ҫӑра пӗлӗт ӑшӗнче пырӑп, тенӗ. Моисей халӑх сӑмахне Ҫӳлхуҫана пӗлтернӗ.
10
Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: халӑх патне кай та [каласа пар,] ӑна паян та, ыран та тасалӑх тивлечӗ кӳр; вӗсем хӑйсен тумтирне ҫуса тасатчӑр,
11
виҫҫӗмӗш куна хатӗр тӑччӑр: виҫҫӗмӗш кунне Ҫӳлхуҫа пӗтӗм халӑх куҫӗ умӗнче Синай тӑвӗ ҫине анӗ;
12
халӑха асӑрхаттарма ту тавра йӗр туса ҫаврӑн та кала: ту ҫине улӑхасран, ту аркине сӗртӗнесрен сыхланӑр, те; ту ҫумне сӗртӗнекене кирек кама та вӗлермелле;
13
ҫав ҫынна алӑ ан сӗртӗнтӗр, ӑна чулпа персе вӗлерччӗр е ухӑпа персе вӗлерччӗр; выльӑх-и вӑл, ҫын-и — чӗрӗ ан юлтӑр; вӑрӑммӑн кӑшкӑртнӑ трупа сасси илтӗнсессӗн, [пӗлӗт ту ҫинчен ҫӗкленсе кайсассӑн,] вӗсем ту ҫине улӑхма пултараҫҫӗ, тенӗ.
14
Моисей ту ҫинчен халӑх патне аннӑ та халӑха тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ, вӗсем хӑйсен тумтирне ҫуса тасатнӑ.
15
Вӑл халӑха каланӑ: виҫҫӗмӗш куна хатӗр тӑрӑр; арӑмӑрсене ан тӗкӗнӗр, тенӗ.
16
Виҫҫӗмӗш кунне, ир пулсассӑн, аслати авӑтнӑ, ҫиҫӗм ҫиҫнӗ, [Синай] тӑвӗ тӗлӗнче ҫӑра пӗлӗт тӑнӑ, трупа сасси питех те вӑйлӑн илтӗннӗ; тапӑрта пулнӑ пӗтӗм халӑх чӗтӗресе ӳкнӗ.
17
Ҫӳлхуҫана кӗтсе илме Моисей халӑха тапӑртан илсе тухнӑ, вӗсем ту айккине пырса тӑнӑ.
18
Ҫӳлхуҫа ту ҫине вут-ҫулӑм ӑшӗнче аннӑран пӗтӗм Синай тӑвӗ мӑкӑрланса тӑнӑ; ун ҫийӗн кӑмакаран тухакан тӗтӗм пек тӗтӗм ҫӗкленнӗ, пӗтӗм ту кисренсе тӑнӑ;
19
трупа сасси вӑйланнӑҫемӗн вӑйланса пынӑ. Моисей каланӑ, Турӑ ӑна сасӑпах хуравланӑ.
20
Ҫӳлхуҫа Синай тӑвӗ ҫине, ту тӑррине, аннӑ, Ҫӳлхуҫа Моисее ту тӑррине чӗнсе илнӗ, Моисей унта улӑхнӑ.
21
Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: ан та халӑха хытарса кала, вӗсем Турӑ патне Ӑна курасшӑн ан ӑнтӑлччӑр, вӗсен нумайӑшӗн пӗтмелле ан пултӑр;
22
Ҫӳлхуҫа [Турӑ] патне ҫывӑхаракан священниксен вара, хӑйсене Ҫӳлхуҫа пӗтерсе ан тӑктӑр тесессӗн, хӑйсене тасалӑх тивлечӗ кӳмелле, тенӗ.
23
Моисей Ҫӳлхуҫана каланӑ: халӑх Синай тӑвӗ ҫине улӑхма пултараймӗ, мӗншӗн тесессӗн Эсӗ пире: «ту йӗри-тавра йӗр туса тух, ӑна тасалӑх тивлечӗ кӳр» тесе малтанах асӑрхаттарса хутӑн, тенӗ.
24
Ҫӳлхуҫа ӑна каланӑ: каях эсӗ, ан, унтан хӑв та, санпа пӗрле Аарон та улӑхӑр; священниксемпе халӑх вара Ҫӳлхуҫа патне улӑхасшӑн ан ӑнтӑлччӑр, [Ҫӳлхуҫа] вӗсене пӗтерсе ан пӑрахтӑр, тенӗ.
25
Вара Моисей халӑх патне аннӑ та пӗтӗмпе каласа кӑтартнӑ.
← Chapter 18
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 20 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40