bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Exodus 16
Exodus 16
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 15
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 17 →
1
Ӗнтӗ Елимран тапранса тухнӑ, Египет ҫӗрӗнчен тухнӑ хыҫҫӑн иккӗмӗш уйӑхӑн вунпиллӗкӗмӗш кунӗнче Израиль ывӑлӗсен пӗтӗм халӑхӗ Елимпа Синай хушшинчи Син пушхирне ҫитнӗ.
2
Пушхирте Израиль ывӑлӗсен пӗтӗм халӑхӗ Моисейпе Аарона ӳпкелеме пуҫланӑ,
3
Израиль ывӑлӗсем вӗсене каланӑ: ах, пирӗн Египет ҫӗрӗнчех аш тултарнӑ хуран умӗнче ларнӑ чухнех, тӑраниччен ҫӑкӑр ҫинӗ чухнех Ҫӳлхуҫамӑр алли тивнипе вилмеллеччӗ! эсир пире ку пушхире пӗтӗм халӑха выҫӑпа вӗлерме илсе килтӗр, тенӗ.
4
Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: акӑ Эпӗ сирӗн валли тӳперен ҫӑкӑр ҫутарса тӑрӑп, халӑх тухтӑр та кунсерен — пӗр куна мӗн чухлӗ кирлӗ, ҫавӑн чухлӗ — пуҫтарса тӑтӑр; Эпӗ ӑна ҫапла сӑнаса пӑхам, вӑл Манӑн саккун тӑрӑх пурӑнассипе пурӑнмассине пӗлем;
5
улттӑмӗш кунне мӗн илсе килнине пухса хуччӑр, ытти кунсенче пухнинчен икӗ хут ытларах пулӗ, тенӗ.
6
Вара Моисейпе Аарон Израиль ывӑлӗсен пӗтӗм [халӑхне] каланӑ: каҫхине эсир хӑвӑра Египет ҫӗрӗнчен Ҫӳлхуҫа илсе тухнине пӗлетӗр,
7
ирхине вара Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхне куратӑр, Вӑл эсир Ҫӳлхуҫа Турра ӳпкеленине илтрӗ: эпир мӗнех ӗнтӗ, мӗншӗн пире ӳпкелетӗр? тенӗ.
8
Моисей тата каланӑ: каҫхине Ҫӳлхуҫа сире апат валли аш парсассӑн, ирхине тӑраниччен ҫимелӗх ҫӑкӑр парсассӑн, пӗлетӗр акӑ: Ҫӳлхуҫа эсир Ӑна хирӗҫ ӳпкелесе каланине илтрӗ: эпир мӗн? эсир пире мар, Ҫӳлхуҫа Турра ӳпкелетӗр, тенӗ.
9
Унтан Моисей Аарона каланӑ: Израиль ывӑлӗсен пӗтӗм халӑхне кала: Ҫӳлхуҫа умне пырса тӑрӑр, мӗншӗн тесессӗн Вӑл эсир ӳпкеленине илтрӗ, те, тенӗ.
10
Аарон Израиль ывӑлӗсен пӗтӗм халӑхне каланӑ чухне вӗсем пушхирелле ҫаврӑнса пӑхнӑ та — акӑ пӗлӗт ӑшӗнче Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗ курӑнса кайнӑ.
11
Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:
12
Эпӗ Израиль ывӑлӗсем ӳпкелешнине илтрӗм; вӗсене кала: каҫхине аш ҫийӗр, ирхине тӑраниччен ҫӑкӑр ҫийӗр — вара Эпӗ Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр, иккенне пӗлӗр, тенӗ.
13
Каҫхине путене вӗҫсе тулса тапӑра хупласа илнӗ, ир тӗлне тапӑр тавра сывлӑм ӳкнӗ;
14
сывлӑм типсессӗн, акӑ пушхир ҫийӗнче темӗскер — вӗтӗскер, кӗрпе евӗрлӗскер, ҫӗр ҫине ӳкнӗ пас евӗрлӗскер — выртса юлнӑ.
15
Израиль ывӑлӗсем ҫакна курнӑ та пӗр-пӗрне: мӗн ку? тенӗ. Мӗншӗн тесессӗн ку мӗн иккенне пӗлмен. Моисей вӗсене каланӑ: ку — ҫӑкӑр, ӑна сире Ҫӳлхуҫамӑр апат валли пачӗ;
16
Ҫӳлхуҫамӑр акӑ мӗн хушрӗ: ӑна кашнийӗ хӑй ҫисе ямалӑх пухтӑр; ҫын пуҫне пӗрер гомор, хӑвӑр чатӑрта миҫе чун, ҫавӑнпа шайлашуллӑн пуҫтарӑр, терӗ, тенӗ.
17
Вара Израиль ывӑлӗсем ҫапла тунӑ та, хӑшӗ нумай, хӑшӗ сахал пуҫтарнӑ;
18
кайран гоморпа виҫсе пӑхнӑ та, нумай пухаканӗн те ытлашши пулман, сахал пухаканӗн те ҫителӗксӗр пулман: кашнийӗ хӑй ҫисе ямалӑх пухнӑ.
19
Моисей вӗсене: ҫакна никам та ирччен ан хӑвартӑр, тенӗ.
20
Анчах вӗсем Моисее итлемен, хӑшӗсем ҫав апата ирччен хӑварнӑ та, вӑл хуртланса кайнӑ, унран шӑршӑ кӗре пуҫланӑ. Моисей вара вӗсене питӗ ҫилленнӗ.
21
Вӗсем ҫавна ирхине ирех кашнийӗ хӑй ҫисе ямалӑх пуҫтарнӑ; хӗвел пӑхса ӑшӑта пуҫласассӑн, вӑл ирӗлнӗ.
22
Улттӑмӗш кунне вара ҫав ҫӑкӑра икӗ хут ытларах, кашни ҫын пуҫне икшер гомор, пухнӑ. Халӑх пуҫлӑхӗсем пурте пынӑ та Моисее каласа панӑ.
23
Вара [Моисей] вӗсене каланӑ: Ҫӳлхуҫамӑр акӑ мӗн каларӗ: ыран канӑҫлӑх кунӗ, Ҫӳлхуҫанӑн сӑваплӑ шӑмачӗ; мӗн пӗҫермеллине паян пӗҫерӗр, мӗн ӑшаламаллине паян ӑшалӑр, мӗн юлнине уйӑрса хӑварӑр та ир валли пухса хурӑр, тенӗ.
24
Вара [хӑйсене] Моисей хушнӑ пек, ир валли уйӑрса хӑварнӑ та, вӑл шӑршланман та, хуртланман та.
25
Моисей каланӑ: ӑна паян ҫийӗр, мӗншӗн тесессӗн паян Ҫӳлхуҫа шӑмачӗ; паян ӑна хирте тупаймӑр;
26
ӑна ултӑ кун пуҫтарӑр, ҫиччӗмӗш кунӗ вара — шӑматкун: ҫав кун вӑл пулмасть, тенӗ.
27
Анчах хӑшӗсем ҫиччӗмӗш кунӗнче пуҫтарма тухнӑ та — тупайман.
28
Ҫӳлхуҫа вара Моисее каланӑ: эсир Манӑн ӳкӗтсене, Манӑн саккунсене пӑхӑнасран чылайччен пӑрӑнса ҫӳрӗр-и?
29
астӑвӑр, Ҫӳлхуҫа сире шӑматкун панӑ, ҫавӑнпа Вӑл улттӑмӗш кунӗнче ҫӑкӑрне икӗ кунлӑх парать: кашнийӗ хӑй патӗнче [хӑйӗн килӗнче] юлӑр, ҫиччӗмӗш кунӗнче никам та хӑйӗн вырӑнӗнчен ан тухтӑр, тенӗ.
30
Вара ҫиччӗмӗш кунӗнче халӑх каннӑ.
31
Израиль халӑхӗ ҫав ҫӑкӑра «манна» тесе ят панӑ; вӑл кориандр вӑрри пек шурӑ пулнӑ, тути пыллӑ пашалу пек пулнӑ.
32
Моисей каланӑ: Ҫӳлхуҫа акӑ мӗн хушрӗ: сыпӑкран сыпӑка упраса тӑмашкӑн пӗр гомор [манна] тултарӑр: Египет ҫӗрӗнчен илсе тухсассӑн, Эпӗ сире ҫак ҫӑкӑрпа тӑрантарса усрарӑм, сирӗн ӑна курса тӑмалла пултӑр, терӗ, тенӗ.
33
Моисей Аарона каланӑ: пӗр [ылтӑн] савӑт ил те унта пӗр гомор туллиех манна тултар, ӑна сыпӑкран сыпӑка усрамашкӑн Ҫӳлхуҫа Турӑ умне ларт, тенӗ.
34
Ҫӳлхуҫа Моисее хушнӑ пек, Аарон ӑна — сыхласа усрамашкӑн — Турӑ ирӗкне пӗлтерекен саккун арчи умне лартнӑ.
35
Израиль ывӑлӗсем хӗрӗх ҫул хушши, ҫын пурӑнакан ҫӗре ҫитичченех, манна ҫисе пурӑннӑ; Ханаан ҫӗрӗн чиккине ҫитичченех вӗсем манна ҫинӗ.
36
Гомор ефан вуннӑмӗш пайӗ пулать.
← Chapter 15
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 17 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40