bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Exodus 13
Exodus 13
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 12
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 14 →
1
Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:
2
Израиль ывӑлӗсем хушшинче вар уҫса малтан ҫуралнисене, этемрен пуҫласа выльӑхӗ таранчченех, Мана халалла, [мӗншӗн тесессӗн] вӗсем Манӑн, тенӗ.
3
Моисей халӑха каланӑ: эсир Египетран, чуралӑх ҫуртӗнчен, тухнӑ ҫакӑ куна асра тытӑр, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа сире унтан хӑватлӑ алӑпа илсе тухрӗ, йӳҫӗтсе пӗҫернине ан ҫийӗр:
4
эсир паян, авив уйӑхӗнче, тухатӑр.
5
Ҫӳлхуҫа [Турру] сана ханаансен, хетсен, аморрейсен, евейсен, иевусейсен [тата гергесейсен, ферезейсен] ҫӗрне — Турӑ аҫусене тупа туса сана пама пулнӑ ҫӗре, сӗтпе пыл юхса выртакан ҫӗре — илсе кӗрсессӗн, ҫакӑ уйӑхра ҫапла кӗлӗ ту;
6
ҫичӗ кун хушши тутлӑлла ҫӑкӑр ҫи, ҫиччӗмӗш кунӗ вара Ҫӳлхуҫана пултӑр — уяв ту;
7
ҫичӗ кун хушши тутлӑлла ҫӑкӑр ҫимелле, сан патӑнта йӳҫӗлле ҫӑкӑр пулмалла мар, санӑн мӗнпур ҫӗрӳнте те йӳҫӗлле ҫӑкӑр пулмалла мар.
8
Ҫав кун хӑвӑн ывӑлна каласа пӗлтер: ҫакна Ҫӳлхуҫа [Туррӑмӑр] мана Египетран мӗнле илсе тухнине асӑнса тӑватпӑр, те.
9
Ҫӳлхуҫа саккунӗ санӑн чӗлхӳ вӗҫӗнчех пултӑр тесе, аллу ҫине картса хур, ҫамку ҫине ҫырса хур, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа [Туррӑмӑр] сана Египетран хӑватлӑ алӑпа илсе тухрӗ.
10
Ҫакӑ йӗркене палӑртнӑ вӑхӑтра, ҫуллен-ҫул туса тӑр.
11
Ҫӳлхуҫа [Турру] сана Ханаан ҫӗрне — сана тата санӑн аҫусене тупа туса пама пулнӑ ҫӗре — илсе кӗрсессӗн, ӑна сана парсассӑн,
12
вар уҫса ҫуралнӑ [арсене] пурне те Ҫӳлхуҫана уйӑрса пар; санӑн мӗнле выльӑх-чӗрлӗх пулать, ҫавсен хушшинчи малтанхи ар выльӑха та Ҫӳлхуҫана [халалла],
13
[вар] уҫса тухакан кашни ашак вырӑнне путек пар; эхер те улӑштармастӑн пулсассӑн, ӑна тӳлесе ил; хӑвӑн ывӑлусене те, малтан ҫуралнисене, тӳлесе ил.
14
Кайран хӑвӑн ывӑлу санран: ку мӗн? тесе ыйтсассӑн, ӑна кала: Ҫӳлхуҫамӑр пире Египетран, чуралӑх ҫуртӗнчен, хӑватлӑ алӑпа илсе тухрӗ;
15
фараон пире ярасшӑн мар пулса кутӑнланса тӑнӑ чухне Ҫӳлхуҫамӑр Египет ҫӗрӗнчи малтан ҫуралнисене пурне те — ҫынсен малтанхи ывӑлӗнчен пуҫласа малтанхи выльӑх таранчченех — вӗлерсе тухрӗ, ҫавӑнпа эпӗ вар уҫса ҫуралаканнисене, арсене, пурне те Ҫӳлхуҫана парне кӳретӗп, кашни малтанхи ывӑлӑма тӳлесе илетӗп;
16
ҫакӑ санӑн аллу ҫинчи карт пултӑр, ҫамкуна ҫыхмалли хӑю вырӑнне пултӑр, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫамӑр пире Египетран хӑватлӑ алӑпа илсе тухрӗ, те, тенӗ.
17
Фараон халӑха кӑларса ярсассӑн, Турӑ ӑна филистимсен ҫӗрӗн ҫулӗпе ертсе кайман, мӗншӗн тесессӗн вӑл ҫӗр ҫывӑх; Турӑ: вӑрҫӑ-харҫӑ курса халӑх ан ӳкӗнтӗр, Египета ан таврӑнтӑр, тенӗ.
18
Ҫавӑнпа Турӑ халӑха тавраран, пушхир ҫулӗпе Хӗрлӗ тинӗс патнелле илсе кайнӑ. Израиль ывӑлӗсем Египет ҫӗрӗнчен вӑрҫӑ кӑралӗсемпе тухнӑ.
19
Моисей хӑйпе пӗрле Иосиф шӑммисене илсе тухнӑ, мӗншӗн тесессӗн [Иосиф] Израиль ывӑлӗсене тупа тутарса каланӑ пулнӑ: Турӑ сире килсе курӗ, вара эсир манӑн шӑммӑмсене кунтан хӑвӑрпа илсе тухӑр, тенӗ.
20
[Израиль ывӑлӗсем] Сокхофран тапранса тухнӑ та Ефама, пушхир вӗҫне, тапӑрӑн вырӑнаҫса ларнӑ.
21
Вӗсем кӑнтӑрла та, ҫӗрле те пыччӑр тесе Ҫӳлхуҫа вӗсен умӗнчен ҫул кӑтартса, кӑнтӑрла пӗлӗт юпа ӑшӗнче, ҫӗрле вут юпа ӑшӗнче ҫутатса пынӑ.
22
Кӑнтӑрла пӗлӗт юпа, ҫӗрле вут юпа [пӗтӗм] халӑх умӗнчен ҫухалмасӑр пынӑ.
← Chapter 12
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 14 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40