bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Exodus 27
Exodus 27
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 26
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 28 →
1
Ситтим йывӑҫӗнчен парне вырӑнӗ ту: тӑршшӗ пилӗк чике, сарлакӑшӗ те пилӗк чике пултӑр, вӑл тӑватӑ кӗтеслӗ, виҫӗ чике ҫӳллӗш пултӑр.
2
Унӑн тӑватӑ кӗтессине мӑйракасем ту, мӑйракисем унран тухса тӑччӑр; ӑна пӑхӑр сӑр.
3
Унта тыткалама кӗл ямалли чӳлмексем, калаксем, чашӑксем, юплешкесем, кӑмрӑк ӑскӑчӗсем ту; ҫак хатӗр-хӗтӗре пурне те пӑхӑртан ту.
4
Тата пӑхӑртан ала евӗрлӗ решетке ту, ҫав ала евӗрлӗскерӗн тӑватӑ кӗтессине тӑватӑ пӑхӑр ункӑ ту;
5
ӑна парне вырӑнӗ хӗррипе хурса ҫавӑр, вӑл аялтан пуҫласа парне вырӑнӗн ҫуррине ҫитмелле пултӑр.
6
Парне вырӑнӗ валли каштасем ту, каштисене ситтим йывӑҫӗнчен ту, вӗсене пӑхӑр сӑр;
7
каштисене ункӑсенчен витӗрсе хур, парне вырӑнне ҫӗклесе кайнӑ чухне каштисем унӑн икӗ айккинче пулччӑр.
8
Ӑна, шалта хӑвӑл хӑварса, хӑмаран ту: сана ту ҫинче епле кӑтартнӑ, [ӑна] ҫавӑн пек туччӑр.
9
Кӗлӗ чатӑрӗ валли картиш ту: картишӗн кӑнтӑр еннелли кӑнтӑр каррисене пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ виссонран тумалла, пӗр енчи тӑршшӗ ҫӗр чике пулмалла;
10
вӗсем валли ҫирӗм юпа, юписене лартма ҫирӗм пӑхӑр тӗп кирлӗ; юписен ҫекӗлӗсемпе хытаркӑчӗсем кӗмӗл пулччӑр.
11
Ҫавӑн пекех ҫурҫӗр енче те — ҫӗр чике тӑршшӗ карӑ; вӗсем валли ҫирӗм юпа, вӗсене лартма ҫирӗм пӑхӑр тӗп кирлӗ; юписен ҫекӗлӗсемпе хытаркӑчӗсем [тата вӗсен тӗпӗсем] кӗмӗл пулччӑр.
12
Картиш урлӑшӗ валли, хӗвеланӑҫ енне — аллӑ чике тӑршшӗ карӑ; вӗсем валли вунӑ юпа, юписене лартма вунӑ тӗп.
13
Картишӗн мал енчи урлӑшӗ валли те, хӗвелтухӑҫ енне — аллӑ чике тӑршшӗ [карӑ]; [вӗсем валли вунӑ юпа, юписене лартма вунӑ тӗп].
14
Пӗр енчи карӑсен [ҫӳллӗшӗ] вунпилӗк чике пултӑр, вӗсем валли виҫӗ юпа, юписене лартма виҫӗ тӗп;
15
тепӗр енчи карӑсен [ҫӳллӗшӗ те] вунпилӗк [чике] пултӑр, вӗсем валли виҫӗ юпа, юписене лартма виҫӗ тӗп.
16
Картишне кӗмелли ҫӗре ҫакмалли чаршавӑн [ҫӳллӗшӗ] ҫирӗм чике пултӑр, ӑна сенкер ҫӑмран, хӗрхӗлтӗм, йӑм хӗрлӗ ҫӑмран тата пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ виссонран тӗрӗпе эрешлесе тумалла; ун валли тӑватӑ юпа, юписене лартма тӑватӑ тӗп кирлӗ.
17
Картиш тавра лартнӑ юпасене пурне те кӗмӗл хытаркӑчпа сыпӑнтармалла; вӗсен ҫекӗлӗсене — кӗмӗлрен, тӗпӗсене пӑхӑртан тумалла.
18
Картиш тӑршшӗ ҫӗр чике, сарлакӑшӗ пур ҫӗрте те аллӑ чике, пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ виссонран тунӑ карррисен ҫӳллӗшӗ пилӗк чике; юписен тӗпӗсем пӑхӑр пулччӑр.
19
Кӗлӗ чатӑрӗнче тӗрлӗ ӗҫре тыткалакан пӗтӗм хатӗр-хӗтӗре те, унӑн пӗтӗм шалчине те, картишӗн пӗтӗм шалчине те пӑхӑртан тумалла.
20
Израиль ывӑлӗсене ҫапла хуш: ҫутӑ ҫутмашкӑн вӗсем сана ҫу йывӑҫӗн ҫырлинчен ҫапса юхтарнӑ таса ҫу кӳрсе тӑччӑр, ҫутаткӑҫ пур вӑхӑтра та ҫунса тӑтӑр;
21
ӑна Турӑ ирӗкне пӗлтерекен саккун арчи умӗнчи чаршав тулашӗнче, пуху чатӑрӗнче, Ааронпа унӑн ывӑлӗсем каҫран пуҫласа ирччен Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫунтарса тӑрӗҫ. Ҫакӑ Израиль ывӑлӗсемшӗн сыпӑкран сыпӑка пыракан ӗмӗрхи йӗрке пултӑр, тенӗ.
← Chapter 26
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 28 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40