bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Exodus 30
Exodus 30
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 29
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 31 →
1
Тата тӗтӗрсе кӳмелли парне вырӑнӗ ту, ӑна ситтим йывӑҫӗнчен ту:
2
унӑн тӑршшӗ пӗр чике, сарлакӑшӗ те пӗр чике пултӑр; вӑл тӑватӑ кӗтеслӗ пулмалла; ҫӳллӗшӗ унӑн икӗ чике пултӑр; унран мӑйракисем тухса тӑччӑр;
3
ӑна таса ылтӑн сӑр, ҫине те, йӗри-тавра аяккисене те, мӑйракисене те сӑр; ун тавра ылтӑн кӑшӑл туса ҫавӑр;
4
кӑшӑлӗ айне икӗ кӗтессине [таса] ылтӑнран икӗ ункӑ ту; унӑн икӗ енне те ҫапла ту; вӗсем ӑна ҫӗклесе ҫӳремешкӗн, каштисене тӑхӑнтартмашкӑн пулӗҫ;
5
каштисене ситтим йывӑҫӗнчен ту, вӗсене ылтӑн сӑр.
6
Ӑна Турӑ ирӗкне пӗлтерекен саккун арчи умӗнчи чаршав умне, Турӑ ирӗкне пӗлтерекен саккун арчи ҫинчи хупӑлчана хирӗҫ ларт, Эпӗ сана ҫавӑнта курӑнӑп.
7
Ун ҫинче Аарон ырӑ шӑршӑллӑ тӗтӗм тӗтӗрӗ; кашни ир, лампадӑсем хатӗрленӗ чухне, вӑл ырӑ шӑршӑ тӗтӗрӗ;
8
каҫхине лампадӑсем ҫутнӑ чухне те Аарон ырӑ шӑршӑ тӗтӗрӗ: Ҫӳлхуҫа умӗнче яланах сыпӑкран сыпӑка ҫапла тӗтӗрсе тӑрӑр.
9
Ун ҫинче урӑх нимӗн те ан ҫунтарӑр, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парне те, тырӑ-пулӑ парни те ан пултӑр, ун ҫине юхтарса паракан парне те ан юхтарӑр.
10
Аарон ҫулталӑкра пӗрре унӑн мӑйракисене тасатса тӑрӗ; ӑна ҫылӑхран тасатма кӳрекен парне юнӗпе ҫулталӑкра пӗрре ӗмӗрех сыпӑкран сыпӑка тасатса тӑрӗ. Ку — Ҫӳлхуҫанӑн аслӑ сӑваплӑ япали, тенӗ.
11
Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:
12
эсӗ Израиль ывӑлӗсене пӑхса шутласа тухнӑ чухне, кашнийӗ хӑйне шутланӑ чухне хӑйӗн чунӗшӗн Ҫӳлхуҫана тӳлев кӳтӗр, вара вӗсене шутланӑ чухне вӗсем хушшинче пӗтерекен чир пулмӗ;
13
шута кӗрекен кирек хӑш ҫын та таса сикль виҫипе ҫур сикль пама тивӗҫлӗ; сикльре — ҫирӗм гера: Ҫӳлхуҫана ҫур сикль кӳмелле;
14
шута кӗрекен кашни ҫын, ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан иртнисем, Ҫӳлхуҫана парне кӳме тивӗҫлӗ;
15
хӑвӑр чунӑршӑн Ҫӳлхуҫана тӳлемеллине пуяннин ҫур сикльрен ытла мар, чухӑннин ҫур сикльрен кая мар памалла;
16
Израиль ывӑлӗсем хӑйсемшӗн тӳленӗ кӗмӗле ил те унпала пуху чатӑрӗнче кӗлӗ ӗҫӗнче усӑ кур; ҫакӑ сирӗн чунӑрсене ҫӑлмашкӑн Ҫӳлхуҫа умӗнче Израиль ывӑлӗсем ҫинчен астутарса тӑни пулӗ, тенӗ.
17
Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:
18
ҫӑвӑнмашкӑн пӑхӑр савӑт ту, унӑн тӗпне те пӑхӑртан ту, ӑна пуху чатӑрӗпе парне вырӑнӗ хушшине ларт, унта шыв яр;
19
Ааронпа унӑн ывӑлӗсем хӑйсен аллине, урине ҫавӑнтан ҫуса тӑччӑр;
20
вӗсен вилмелле ан пултӑр, ҫавӑнпа пуху чатӑрне кӗмелле чухне вӗсем шывпа ҫӑвӑнса тасалччӑр; парне вырӑнӗ патне Ҫӳлхуҫана парне кӳме пымалла чухне те
21
вӗсен вилмелле ан пултӑр, ҫавӑнпа вӗсем хӑйсен аллине, урине шывпа ҫуса тасатчӑр; ҫакӑ вӗсемшӗн, уншӑн тата унӑн тӑхӑмӗсемшӗн сыпӑкран сыпӑка пыракан ӗмӗрхи йӗрке пулӗ, тенӗ.
22
Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:
23
чи паха ырӑ шӑршӑлах ил: таса сикль виҫипе шутласассӑн, хӑй тӗллӗн юхса тӑракан смирна — пилӗкҫӗр [сикль], унӑн ҫурри чухлӗ — икҫӗр аллӑ сикль — ырӑ шӑршӑллӑ корица, икҫӗр аллӑ сикль ырӑ шӑршӑллӑ хӑмӑш,
24
пилӗкҫӗр сикль касия тата пӗр гин йывӑҫ ҫӑвӗ ил;
25
ҫаксенчен, вӗсене хутӑштарса, тасалӑх тивлечӗ кӳмелли мирӑ ту, ӑна сӗрмелли ҫу тӑвакан ӑста ҫыннӑн ӑстайӗпе ту: ҫакӑ тасалӑх тивлечӗ кӳрекен мирӑ пулӗ;
26
вара унпала пуху чатӑрне, [кӗлӗ чатӑрӗнчи] Турӑ ирӗкне пӗлтерекен саккун арчине,
27
сӗтелпе унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне, ҫутаткӑҫпа унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне, тӗтӗрмелли парне вырӑнне,
28
пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парне вырӑнӗпе унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне тата ҫӑвӑнмалли савӑтпа унӑн тӗпне сӗрсе тух;
29
вӗсене тасалӑх тивлечӗ кӳр, вӗсем вара аслӑ сӑваплӑ япала пулӗҫ: вӗсене сӗртӗнекенни пурте тасалӑх тивлечӗ илӗ;
30
Ааронпа унӑн ывӑлӗсене те сӗр, вӗсене Манӑн священникӑмсем пулма халалла.
31
Израиль ывӑлӗсене кала: ку Манӑн сирӗншӗн сыпӑкран сыпӑка тасалӑх тивлечӗ кӳмелли мирӑ пулӗ, те;
32
ӑна ытти ҫынсен ӳтне сӗрме юрамасть, ӑна тунӑ хутӑшран [хӑвӑр валли] ун пек ҫу ан тӑвӑр; вӑл — сӑваплӑ япала: сирӗншӗн вӑл сӑваплӑ япала пулмалла;
33
эхер те кам та пулин ҫавӑн пек ҫу тӑвать е кам та пулин унпа урӑх ҫынна сӗрет, ҫавна хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗҫ, те, тенӗ.
34
Ҫӳлхуҫа Моисее тата каланӑ: ырӑ шӑршӑлӑх: стакти, оних, тутлӑ шӑршӑллӑ халван тата таса ливан ил, пурне те пӗр пек ил,
35
ҫавсенчен вара, сӗрмелли ҫу тӑвакан ӑста ҫыннӑн ӑстайӗпе, ӑвнӑ, тасатнӑ, тӗтӗрмелли сӑваплӑ хутӑш ту,
36
ӑна тӳсе вӗтет те пуху чатӑрне, Турӑ ирӗкне пӗлтерекен саккун арчи умне, Эпӗ сана курӑнакан ҫӗре, хур: ку сирӗншӗн аслӑ сӑваплӑ япала пулӗ;
37
ҫавӑн пек хутӑштарса хӑвӑр валли тӗтӗрмелли ан тӑвӑр: санӑн вӑл Ҫӳлхуҫа валли сӑваплӑ япала пултӑр;
38
кам та пулин ҫавӑн пек тӗтӗрмелли тусассӑн, [ҫав чуна] хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗҫ, тенӗ.
← Chapter 29
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 31 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40