bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Exodus 34
Exodus 34
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 33
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 35 →
1
Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: малтанхи чул хӑмасем евӗрлӗ икӗ чул хӑма якатса ту, [вара Ман патӑма ту ҫине улӑх,] Эпӗ ҫав чул хӑмасем ҫине эсӗ ҫӗмӗрнӗ малтанхи чул хӑмасем ҫинчи сӑмахсене ҫырӑп;
2
ир тӗлне хатӗр пул, ирхине Синай тӑвӗ ҫине улӑх, унта, ту тӑрринче, Ман умӑма пырса тӑр;
3
санпа пӗрле никам та улӑхмалла мар, ту ҫинче нихӑш тӗлте те никам та ан курӑнтӑр; выльӑх таврашӗ те — вак выльӑх-и, шултӑра выльӑх-и — ҫак ту ҫывӑхӗнче ҫӳремелле мар, тенӗ.
4
Моисей малтанхи чулсем евӗрлӗ икӗ чул хӑма якатса тунӑ, хӑйне Ҫӳлхуҫа хушнӑ пек, ирхине ирех тӑрса Синай тӑвӗ ҫине улӑхнӑ; аллинче икӗ чул хӑма тытса тӑнӑ.
5
Вара Ҫӳлхуҫа пӗлӗт ӑшӗнче аннӑ та унта унӑн ҫывӑхне чарӑнса Яхве ятне каласа пӗлтернӗ.
6
Ҫӳлхуҫа, унӑн умӗнчен иртсе кайса, кӑшкӑрса каланӑ: Ҫӳлхуҫа, Ҫӳлхуҫа, этеме юратакан, ырӑ кӑмӑллӑ, вӑрах тӳсӗмлӗ, нумай ырӑлӑхлӑ, чӑн Турӑ,
7
[тӳрӗлӗхе] упракан, ырӑлӑхне пин сыпӑка ҫитиччен [кӑтартса тӑракан], айӑпа, усал ӗҫе, ҫылӑха каҫаракан, анчах хаса памасӑр хӑварман, ашшӗсен айӑпӗшӗн ачисене, ачисен ачисене виҫҫӗмӗш, тӑваттӑмӗш сыпӑка ҫитичченех хаса паракан Турӑ, тенӗ.
8
Моисей ҫав самантрах ҫӗре ӳксе [Турра] пуҫҫапнӑ та
9
каланӑ: эй Патшамӑр, эпӗ Санӑн куҫу умӗнче ырӑлӑх тупрӑм пулсассӑн, Патшамӑр пирӗн хушшӑмӑрта пытӑрччӗ, мӗншӗн тесессӗн ку чурӑс халӑх; пирӗн йӗркесӗр ӗҫсене, пирӗн ҫылӑхсене каҫар, пире Хӑвӑн еткерӳ ту, тенӗ.
10
[Ҫӳлхуҫа Моисее] каланӑ: акӑ Эпӗ халал хыватӑп: санӑн пӗтӗм халӑху умӗнче халиччен пӗтӗм ҫӗр ҫинче те, нимӗнле халӑх умӗнче те пулман хӑватсем тӑвӑп; вара санпа пыракан пӗтӗм халӑх Ҫӳлхуҫа ӗҫне курӗ; Эпӗ саншӑн тӑвасси хӑрушӑ пулӗ.
11
Эпӗ сана халӗ мӗн хушнине астуса тӑр: акӑ Эпӗ сан умӑнтан аморрейсене, ханаансене, хетсене, ферезейсене, евейсене, [гергесейсене] тата иевусейсене хӑваласа яратӑп;
12
асту, ху пырса кӗрес ҫӗрти ҫынсемпе килӗшӳ ан ту, вӗсем сирӗн хушшӑрта таната пулса ан тӑччӑр.
13
Вӗсенӗн чӳк вырӑнӗсене ҫӗмӗрӗр, юписене аркатӑр, вӗсенӗн сӑваплӑ теекен катисене касса тухӑр, [вӗсен туррисен кӗлеткисене вут-ҫулӑмпа ҫунтарса ярӑр],
14
санӑн Ҫӳлхуҫа [Турӑсӑр] пуҫне урӑх турра пуҫҫапмалла мар, мӗншӗн тесессӗн Унӑн ячӗ — «Кӗвӗҫекен»; Вӑл кӗвӗҫекен Турӑ.
15
Ҫав ҫӗрте пурӑнакансемпе килӗшӳ ан ту: вӗсем хӑйсен туррисем хыҫҫӑн кайса аскӑнланнӑ чухне, хӑйсен туррисене чӳк парни кӳнӗ чухне сана ан чӗнччӗр, вӗсен парнисене санӑн та астивмелле ан пултӑр;
16
вӗсен хӗрӗсене хӑвӑн ывӑлусем валли качча ан ил, [хӑвӑн хӗрӳсене те вӗсен ывӑлӗсене качча ан пар,] вӗсен хӗрӗсем, хӑйсен туррисем хыҫҫӑн кайса аскӑнланса, санӑн ывӑлусене те хӑйсен туррисем енне ҫавӑрса вӗсене аскӑнланас енне ан яччӑр.
17
Хӑвӑн валли шӑратса тӑвакан турӑ ан ту.
18
Тутлӑлла ҫӑкӑр уявне уяса тӑр: Эпӗ сана хушнӑ пек, авив уйӑхӗн палӑртнӑ вӑхӑтӗнче ҫичӗ кун тутлӑлла ҫӑкӑр ҫи, мӗншӗн тесессӗн эсӗ Египетран авив уйӑхӗнче тухрӑн.
19
Вар уҫса ҫуралакансене пурне те Мана пар, вар уҫса тухакан ар выльӑха та, вӑкӑрсемпе такасене, Мана пар;
20
малтан ҫуралнӑ ашака путекпе улӑштар, улӑштармастӑн пулсассӑн, уншӑн тӳлес пулать; хӑвӑн малтан ҫуралнӑ ывӑлусемшӗн пуриншӗн те хак тӳле; Манӑн умӑма пушӑ алӑпа ан пыччӑр.
21
Ултӑ кун ӗҫле, ҫиччӗмӗш кунне кан; тырӑ акнӑ вӑхӑтра та, вырнӑ вӑхӑтра та кан.
22
Тата эрнесен уявне, тулӑ вырма пуҫланине, уявла, ҫулталӑк вӗҫӗнче ҫимӗҫ пухса кӗртнӗ ятпа авӑн уявӗ ту;
23
ҫулталӑкра виҫӗ хутчен санӑн пур арҫынну та Патша умне, Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри умне, пырса тӑтӑр,
24
Эпӗ халӑхсене сан умӑнтан хӑваласа ярӑп, санӑн чиккӳсене сарӑп, эхер те эсӗ хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Туррун куҫӗ умне ҫулталӑкра виҫӗ хутчен пырса тӑрсассӑн, санӑн ҫӗрне никам та хапсӑнмӗ.
25
Мана кӳнӗ парне юнне йӳҫӗлле ҫӑкӑр ҫине ан юхтар, Пасха уявӗн парнине ирччен ан хӑварӑр.
26
Хӑвӑн ҫӗрӳ ҫинче чи малтан ӗлкӗрнӗ ҫимӗҫе Ҫӳлхуҫа Туррун ҫуртне илсе пыр. Качака путеккине амӑшӗн сӗчӗпе ан пӗҫер, тенӗ.
27
Ҫӳлхуҫа Моисее тата каланӑ: ҫакӑ сӑмахсене ҫырса хур, мӗншӗн тесессӗн ҫакӑ сӑмахсем урлӑ Эпӗ санпа тата Израильпе халал хыватӑп, тенӗ.
28
Унта Ҫӳлхуҫа патӗнче [Моисей] хӗрӗх кун та хӗрӗх каҫ пулнӑ, ҫӑкӑр та ҫимен, шыв та ӗҫмен; чул хӑмасем ҫине [Моисей] халал сӑмахӗсем, вунӑ ӳкӗт, ҫырса хунӑ.
29
Синай тӑвӗ ҫинчен аннӑ чухне, саккун ҫырнӑ икӗ чул хӑмана аллинче тытса ту ҫинчен аннӑ чухне, Моисей хӑйпе Турӑ калаҫнӑран пичӗ ҫуталса-ялтӑраса тӑнине пӗлмен.
30
Ааронпа пӗтӗм Израиль халӑхӗ Моисее курнӑ та — акӑ унӑн пичӗ ялтӑраса тӑрать, вара вӗсем ун патне пыма хӑранӑ.
31
Моисей вӗсене чӗнсе илнӗ те, Ааронпа халӑх пуҫлӑхӗсем пурте ун патне пырса тӑнӑ, Моисей вӗсемпе калаҫнӑ.
32
Ҫакӑн хыҫҫӑн Израиль ывӑлӗсем пурте [ун патне] ҫывӑхарнӑ, вӑл вӗсене Ҫӳлхуҫа Синай тӑвӗ ҫинче хӑйне мӗн каланине пӗтӗмпех каласа панӑ.
33
Вӗсемпе калаҫма чарӑнсассӑн, Моисей хӑйӗн питне пӗркенчӗкпе хупланӑ.
34
Ҫӳлхуҫапа калаҫмашкӑн Ун патне кӗнӗ чухне Моисей пӗркенчӗкне хывнӑ, унтан тухиччен те витӗнмен; тухсассӑн, [хӑйне Ҫӳлхуҫа] мӗн каланине Израиль ывӑлӗсене пӗтӗмпех каласа панӑ.
35
Израиль ывӑлӗсем Моисей пичӗ ялтӑраса тӑнине курнӑ, Моисей вара Ҫӳлхуҫапа калаҫма кӗричченех питне пӗркенчӗкпе витсе ҫӳренӗ.
← Chapter 33
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 35 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40