bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Exodus 5
Exodus 5
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 4
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 6 →
1
Ҫакӑн хыҫҫӑн Моисейпе Аарон фараон патне пынӑ та [ӑна] каланӑ: Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: Манӑн халӑхӑма яр, вӑл пушхирте Маншӑн уяв тутӑр, тет, тенӗ.
2
Анчах фараон каланӑ: эпӗ Унӑн сӑмахне итлесе Израиль [ывӑлӗсене] кӑларса ямашкӑн Турӑ вӑл камах вара? эпӗ Турра пӗлместӗп, Израиле те ямастӑп, тенӗ.
3
Вӗсем [ӑна] каланӑ: еврейсен Турри чӗнчӗ пире; Ҫӳлхуҫана, хамӑр Туррӑмӑра, парне кӳмешкӗн пире пушхире виҫӗ кун каймалӑх ҫула яр, Вӑл пире суран чирпе е хӗҫпе пӗтерсе ан пӑрахтӑрччӗ, тенӗ.
4
Египет патши вӗсене каланӑ: Моисейпе Аарон, эсир мӗншӗн [манӑн] халӑхӑма ӗҫлеме чӑрмантарса ҫӳретӗр? кайӑр, [эсир кашнийӗ] хӑвӑр ӗҫӗре тӑвӑр, тенӗ.
5
Унтан фараон каланӑ: акӑ ку ҫӗрте халӑх йышлӑ, эсир вара ӑна ӗҫлеме чӑрмантарса ҫӳретӗр, тенӗ.
6
Ҫав кунах фараон халӑха пӑхса тӑракансене тата сыхлавҫӑсене ҫапла хытарса каланӑ:
7
ӗнер, виҫӗмкун кирпӗч тума халӑха улӑм параттӑр, малашне ан парӑр, вӗсем хӑйсем валли хӑйсемех улӑм пуҫтарччӑр,
8
кирпӗчне вара ӗнер тата виҫӗмкун мӗн чухлӗ тунӑ, ҫавӑн чухлех туччӑр, шутне ан чакарӑр; вӗсем ӗҫсӗр супнӑ, ҫавӑнпа: «каяр, хамӑр Туррӑмӑра парне кӳрер» тесе кӑшкӑраҫҫӗ те;
9
вӗсене ӗҫ нумайрах парас: вӗсем ӗҫлеччӗр, пушӑ сӑмах калаҫса ан ҫӳреччӗр, тенӗ.
10
Вара халӑха пӑхса тӑракансем тата унӑн сыхлавҫисем тухнӑ та халӑха каланӑ: фараон ҫапла калать: сире улӑм памастӑп;
11
хӑвӑрах кайӑр, ӑҫта тупма пултаратӑр, ҫавӑнта хӑвӑр валли улӑм илӗр, анчах сирӗн ӗҫӗре нимӗн чухлӗ те чакармастӑп, тет, тенӗ.
12
Вара халӑх пӗтӗм Египет ҫӗрӗ тӑрӑх улӑм вырӑнне хӑмӑл пуҫтарма саланнӑ.
13
Пӑхавҫӑсем [вӗсене] куллен пусахласах ӗҫлеттернӗ: хӑвӑрӑн [палӑртнӑ] ӗҫӗре сирӗн улӑм пулнӑ чухнехи пекех туса пырӑр, тенӗ.
14
Фараон пӑхавҫисем Израиль ывӑлӗсем хушшинченех лартнӑ сыхлавҫӑсене вара ҫапла каласа хӗненӗ: мӗншӗн эсир кирпӗч сахал тӑватӑр, ӗнер те, паян та унчченхи чухлӗ кирпӗч тумастӑр? тенӗ.
15
Вара Израиль ывӑлӗсен сыхлавҫисем фараон патне пынӑ та тилмӗрсе йӑлӑннӑ: эсӗ мӗншӗн хӑвӑн чурусене капла тӑватӑн?
16
санӑн чурусене улӑм памаҫҫӗ, хӑйсем пире: кирпӗч тӑвӑр, теҫҫӗ. Акӑ тата санӑн чурусене хӗнеҫҫӗ; санӑн халӑхна капла ҫылӑх пулать, тенӗ.
17
Анчах вӑл [вӗсене] каланӑ: ӗҫсӗр, ӗҫсӗр супнӑ эсир, ҫавӑнпа ӗнтӗ: «каяр та Ҫӳлхуҫана парне кӳрер» тесе ҫӳретӗр.
18
Кайӑр та ӗҫлӗр; сире улӑмне памӗҫ, анчах кирпӗчне кирлӗ чухлӗ туса тӑрӑр, тенӗ.
19
Куллен [туса тӑмалли] кирпӗч шутне ан чакарӑр тенӗ сӑмахсенче Израиль ывӑлӗсен сыхлавҫисем хӑйсен хӗн-асапне курнӑ.
20
Фараон патӗнчен тухсассӑн, вӗсем хӑйсене кӗтсе тӑракан Моисейпе Аарона тӗл пулнӑ,
21
вара вӗсене каланӑ: сире Ҫӳлхуҫа Турӑ курса сут тутӑр, мӗншӗн тесессӗн эсир пире фараонпа унӑн чурисем умӗнче курайман ҫынсем турӑр, пире вӗлермешкӗн вӗсен аллине хӗҫ тыттартӑр, тенӗ.
22
Моисей Ҫӳлхуҫана йӑлӑнса каланӑ: эй Турӑҫӑм! мӗншӗн Эсӗ ҫакӑ халӑха ку тӗрлӗ асап курмалла турӑн, [тата] мана мӗншӗн кунта ятӑн?
23
эпӗ фараон патне килсе Санӑн ятупа калаҫа пуҫланӑранпа вӑл ҫакӑ халӑха тата хытӑрах тыта пуҫларӗ; хӑтарасса вара — Эсӗ Хӑвӑн халӑхна хӑтармарӑн, тенӗ.
← Chapter 4
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 6 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40