bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Exodus 38
Exodus 38
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 37
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 39 →
1
Ситтим йывӑҫӗнчен пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парне вырӑнӗ тунӑ: тӑршшӗ пилӗк чике, сарлакӑшӗ пилӗк чике, тӑватӑ кӗтеслӗ, ҫӳллӗшӗ виҫӗ чике пулнӑ;
2
унӑн тӑватӑ кӗтессине мӑйракасем тунӑ, ҫапла унран мӑйракасем тухса тӑнӑ, ӑна пӑхӑр сӑрнӑ.
3
Парне вырӑнӗн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне тунӑ: чӳлмексем, калаксем, чашӑксем, юплешкесем, кӑмрӑк ӑскӑчӗсем; унӑн пур хатӗр-хӗтӗрне те пӑхӑртан тунӑ.
4
Парне вырӑнӗ валли пӑхӑртан ала евӗрлӗ решетке тунӑ, ӑна парне вырӑнӗ хӗррипе, аялтан пуҫласа парне вырӑнӗн ҫуррине ҫитиччен, хурса ҫавӑрнӑ,
5
каштасем чикме пӑхӑр решеткен тӑватӑ кӗтессине тӑватӑ ункӑ тунӑ.
6
Каштисене ситтим йывӑҫӗнчен тунӑ, вӗсене пӑхӑр сӑрнӑ;
7
парне вырӑнне ҫӗклесе ҫӳремешкӗн унӑн айккинчи ункӑсене каштасем тӑхӑнтартса хунӑ; ӑна шалта хӑвӑл хӑварса хӑмаран тунӑ.
8
Унтан ҫӑвӑнмалли савӑт тунӑ, ӑна пӑхӑртан тунӑ, унӑн тӗпне те пӑхӑртанах туса хитре ӳкерчӗксемпе эрешленӗ, вӑл пуху чатӑрне кӗмелли вырӑна илем кӳрсе тӑнӑ.
9
Унтан картиш тунӑ: кӑнтӑр еннелли кӑнтӑр каррисене пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ виссонран тунӑ, тӑршшӗ ҫӗр чике пулнӑ;
10
вӗсем валли ҫирӗм юпа, вӗсене лартма ҫирӗм пӑхӑр тӗп тунӑ; юписен ҫекӗлӗсемпе хытаркӑчӗсене кӗмӗлрен тунӑ.
11
Ҫурҫӗр енче — ҫӗр чике тӑршшӗ карӑсем; вӗсем валли ҫирӗм юпа, вӗсене лартма ҫирӗм пӑхӑр тӗп; юписен ҫекӗлӗсемпе хытаркӑчӗсене кӗмӗлрен тунӑ.
12
Анӑҫ енче — аллӑ чике тӑршшӗ карӑсем, вӗсем валли вунӑ юпа, вӗсене лартма вунӑ тӗп; юписен ҫекӗлӗсемпе хытаркӑчӗсене кӗмӗлрен тунӑ.
13
Мал енче, тухӑҫалла — аллӑ чике тӑршшӗ карӑсем.
14
Картиш хапхин пӗр енӗ валли — вунпилӗк чике тӑршшӗ карӑсем, вӗсем валли виҫӗ юпа, вӗсене лартма виҫӗ тӗп;
15
тепӗр енӗ валли те [картиш хапхин икӗ енӗпех] — вунпилӗк чике тӑршшӗ карӑсем, вӗсем валли виҫӗ юпа, вӗсене лартма виҫӗ тӗп.
16
Картишӗн пур енчи каррисене те пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ виссонран тунӑ,
17
юписен тӗпӗсене — пӑхӑртан, юписен ҫекӗлӗсемпе хытаркӑчӗсене кӗмӗлрен тунӑ; вӗсен тӑррисене кӗмӗл сӑрнӑ, картиш юписене пурне те кӗмӗл хытаркӑчсемпе ҫыхӑнтарнӑ.
18
Картиш хапхин чаршавне сенкер ҫӑмран, хӗрхӗлтӗм, йӑм хӗрлӗ ҫӑмран тата пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ виссонран тӗрлесе тунӑ, унӑн тӑршшӗ ҫирӗм чике, ҫӳллӗшӗ картиш каррисем пек пилӗк чике пулнӑ;
19
ун валли тӑватӑ юпа, юписен айне лартма тӑватӑ пӑхӑр тӗп тунӑ; вӗсен ҫекӗлӗсем кӗмӗл пулнӑ, вӗсен тӑррисене кӗмӗл сӑрнӑ, вӗсен хытаркӑчӗсене кӗмӗлрен тунӑ.
20
Кӗлӗ чатӑрӗпе картиш тавра лартнӑ шалчасене пурне те пӑхӑртан тунӑ.
21
Моисей хушнипе, Ифамар — Аарон ывӑлӗ, священник — пӑхса тӑнипе левитсем Турӑ ирӗкне пӗлтерекен кӗлӗ чатӑрӗ тунӑ ӗҫре усӑ курнӑ япаласене шутласа тухнӑ.
22
Ҫӳлхуҫа Моисее мӗн хушнине пурне те Веселеил — Иуда йӑхӗн ҫынни, Ор ывӑлӗн Уриян ывӑлӗ — тунӑ,
23
унпа пӗрле Аголиав — Дан йӑхӗн ҫынни, Ахисамах ывӑлӗ — ӗҫленӗ, вӑл эрешлесе касаканскер, ӑста тӗртме пӗлекенскер, сенкер, хӗрхӗлтӗм, йӑм хӗрлӗ пир ҫине тата виссон пир ҫине хӳхӗм тӗрлеме пӗлекенскер пулнӑ.
24
Кӗлӗ чатӑрӗн мӗнпур япалине тумашкӑн усӑ курнӑ пӗтӗм ылтӑн — парнелӗх илсе пынӑ ылтӑн — таса сикль виҫипе шутласассӑн, мӗнпурӗ ҫирӗм тӑхӑр талант та ҫичҫӗр вӑтӑр сикль пулнӑ;
25
халӑхӑн шута кӗнӗ ҫыннисенчен илнӗ кӗмӗл, таса сикль виҫипе шутласассӑн, ҫӗр талант та пин те ҫичҫӗр ҫитмӗл пилӗк сикль пулнӑ;
26
апла ултҫӗр виҫӗ пин те пилӗкҫӗр аллӑ ҫын шутне, ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисен шутне, кӗнӗ кашни ҫын, таса сикль виҫипе шутласассӑн, ҫур сикль панӑ.
27
Ҫӗр талант кӗмӗл сӑваплӑ вырӑнӑн тӗпӗсене тата чаршав юписен тӗпӗсене тума кайнӑ; ҫӗр талантран — ҫӗр тӗп, пӗр тӗп тума — пӗр талант;
28
пин те ҫичҫӗр ҫитмӗл пилӗк сикльрен вӑл юпасен ҫекӗлӗсене тунӑ, юпасен тӑррисене сӑрнӑ, вӗсем валли хытаркӑчсем тунӑ.
29
Парнелӗх илсе пынӑ пӑхӑрӗ ҫитмӗл талант та икӗ пин те тӑватҫӗр сикль пулнӑ;
30
ҫак пӑхӑртан вӑл Турӑ ирӗкне кӑтартакан кӗлӗ чатӑрне кӗмелли ҫӗре лартнӑ юпа тӗпӗсене тунӑ, пӑхӑртанах парне вырӑнӗ тата ун валли пӑхӑр решетке тунӑ, парне вырӑнӗн мӗнпур савӑт-сапине тунӑ,
31
тата пӗтӗм картиш юписен тӗпӗсене, картиш хапхи юписен тӗпӗсене, кӗлӗ чатӑрӗн мӗнпур шалчине, картиш тавра лартса тухнӑ мӗнпур шалчана пӑхӑртан тунӑ.
← Chapter 37
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 39 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40