bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Exodus 6
Exodus 6
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 5
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 7 →
1
Вара Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: халӗ эсӗ Эпӗ фараона мӗн тӑвасса курӑн; хӑватлӑ алӑ тытӑнсассӑн, вӑл вӗсене кӑларса ярӗ; хӑватлӑ алӑ тытӑнсассӑн, вӗсене хӑйӗн ҫӗрӗнчен те хӑваласа кӑларӗ, тенӗ.
2
Моисейпе калаҫса, Турӑ ӑна каланӑ: Эпӗ Ҫӳлхуҫа.
3
Эпӗ Авраама, Исаака тата Иакова «Пурне те Пултаракан Турӑ» ятпа курӑнтӑм, Хамӑн «Ҫӳлхуҫа» ятӑмпа вӗсене палӑрмарӑм;
4
вӗсене Ханаан ҫӗрне — хӑйсем куҫса ҫӳренӗ, хӑйсем ҫӳресе тухнӑ ҫӗре — пама пулса Эпӗ вӗсемпе халал хыврӑм.
5
Эпӗ Израиль ывӑлӗсем Египет ҫыннисен чуралӑхӗнче йынӑшса йӗнине илтрӗм, вара Хамӑн халалӑма асӑма илтӗм.
6
Эппин, Израиль ывӑлӗсене кала: Эпӗ Ҫӳлхуҫа, Эпӗ сире Египет пусмӑрӗнчен илсе тухӑп, сире вӗсен чуралӑхӗнчен хӑтарӑп, хӑватлӑ аллӑма тӑсса, аслӑ сут тӑва-тӑва сире ҫӑлӑп;
7
сире Хамӑн халӑхӑм пулма йышӑнӑп, сирӗн Туррӑр пулӑп, вара эсир Эпӗ Ҫӳлхуҫа, хӑвӑр Туррӑр, сире [Египет ҫӗрӗнчен,] Египет пусмӑрӗнчен хӑтарса кӑлараканӗ, иккенне пӗлӗр;
8
Эпӗ сире Авраама, Исаака тата Иакова пама пулса Хамӑн аллӑма ҫӗклесе тупа тунӑ ҫӗре илсе кӗрӗп, сире ӑна еткерлӗхе парӑп. Эпӗ Ҫӳлхуҫа, тенӗ.
9
Моисей ҫакна Израиль ывӑлӗсене каласа панӑ, анчах вӗсем хӑйсем хӑравҫӑ пулнӑран, ӗҫӗ йывӑр пулнӑран Моисее итлемен.
10
Вара Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:
11
фараон патне, Египет патши патне, кӗр те кала, вӑл Израиль ывӑлӗсене хӑйӗн ҫӗрӗнчен кӑларса ятӑр, тенӗ.
12
Моисей Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫапла тесе каланӑ: акӑ Израиль ывӑлӗсем мана итлемеҫҫӗ; фараон мана епле итлетӗр-ха? эпӗ сӑмаха ӑстах мар, тенӗ.
13
Ҫӳлхуҫа Моисейпе тата Ааронпа калаҫнӑ, вӗсене Израиль ывӑлӗсем тӗлӗшӗнчен мӗн-мӗн тумаллине, Израиль халӑхне Египет ҫӗрӗнчен илсе тухас тесе фараона, Египет патшине, мӗн каламаллине пӗлтерсе хунӑ.
14
Акӑ вӗсен ӑрӑвӗсен пуҫлӑхӗсем: Израилӗн малтанхи ывӑлӗн Рувимӑн ывӑлӗсем: Ханох тата Фаллу, Хецрон тата Харми: кусем — Рувим килӗ-йышӗ.
15
Симеон ывӑлӗсем: Иемуил тата Иамин, тата Огад, тата Иахин, тата Цохар, тата ханаан арӑмӗн ывӑлӗ Саул: кусем — Симеон килӗ-йышӗ.
16
Акӑ Левий ывӑлӗсен ӑрӑвӗсем, вӗсен ячӗсем: Гирсон тата Кааф, тата Мерари. Левий кунҫулӗ ҫӗр вӑтӑр ҫичӗ ҫула пынӑ.
17
Гирсон ывӑлӗсем: Ливни тата Шимеи хӑйсен килӗ-йышӗпе.
18
Кааф ывӑлӗсем: Амрам тата Ицгар, тата Хеврон, тата Узиил. Кааф кунҫулӗ ҫӗр вӑтӑр виҫӗ ҫула пынӑ.
19
Мерари ывӑлӗсем: Махли тата Муши. Кусем — Левий ӑрӑвӗсен килӗ-йышӗ.
20
Амрам хӑйӗн мӑн аккӑшне Иохаведӑна качча илнӗ, Иохаведа ӑна Ааронпа Моисее [тата Мариама, вӗсен аппӑшне,] ҫуратса панӑ. Амрам кунҫулӗ ҫӗр вӑтӑр ҫичӗ ҫула пынӑ.
21
Ицгар ывӑлӗсем: Корей тата Нефег, тата Зихри.
22
Узиил ывӑлӗсем: Мисаил тата Елцафан, тата Сифри.
23
Аарон Елисаветӑна — Аминадав хӗрне, Наассон йӑмӑкне — качча илнӗ, Елисавета ӑна Надава тата Авиуда, Елеазара тата Ифамара ҫуратса панӑ.
24
Корей ывӑлӗсем: Асир, Елкана тата Авиасаф: кусем — Корей килӗ-йышӗ.
25
Елеазар, Аарон ывӑлӗ, Футиил хӗрӗсенчен пӗрне качча илнӗ, вӑл ӑна Финееса ҫуратса панӑ. Ҫаксем — Левий ӑрӑвӗсен килӗ-йышӗ пуҫлӑхӗсем.
26
Израиль ывӑлӗсене Египет ҫӗрӗнчен илсе тухӑр, вӗсем хӑйсен ҫарӗсемпе тапранса тухчӑр тесе Ҫӳлхуҫа шӑпах ҫав Ааронпа Моисее каланӑ ӗнтӗ.
27
Израиль халӑхне Египет ҫӗрӗнчен илсе тухас тесе фараонпа, Египет патшипе, калаҫакансем шӑпах ҫавсем пулнӑ ӗнтӗ; вӗсем — Моисейпе Аарон.
28
Ҫапла вара Египет ҫӗрӗнче Ҫӳлхуҫа Моисейпе калаҫнӑ чухне
29
Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: Эпӗ Ҫӳлхуҫа! Эпӗ сана мӗн каланине фараона, Египет патшине, пӗтӗмпе каласа пар, тенӗ.
30
Моисей вара Ҫӳлхуҫа умӗнче каланӑ: акӑ ӗнтӗ эпӗ сӑмаха ӑста мар, фараон мана епле итлӗ? тенӗ.
← Chapter 5
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 7 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40