bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Exodus 37
Exodus 37
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 36
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 38 →
1
Веселеил ситтим йывӑҫӗнчен саккун арчи тунӑ; унӑн тӑршшӗ икӗ чике ҫурӑ, сарлакӑшӗ чике ҫурӑ, ҫӳллӗшӗ чике ҫурӑ;
2
ӑна шалтан та, тулашӗнчен те таса ылтӑн сӑрнӑ, ун тавра ылтӑн кӑшӑл туса ҫавӑрнӑ;
3
ун валли ылтӑнран тӑватӑ ункӑ шӑратса тунӑ, вӗсене аялти тӑватӑ кӗтессине ҫыпӑҫтарнӑ: икӗ ункине — унӑн пӗр енне, икӗ ункине — унӑн тепӗр енне.
4
Ситтим йывӑҫӗнчен каштасем тунӑ, вӗсене ылтӑн сӑрнӑ;
5
саккун арчине ҫӗклесе ҫӳремешкӗн унӑн икӗ айккинчи ункӑсене каштасем тӑхӑнтартнӑ.
6
Арча хупӑлчине таса ылтӑнран тунӑ: унӑн тӑршшӗ икӗ чике ҫурӑ, сарлакӑшӗ чике ҫурӑ пулнӑ.
7
Ылтӑнран икӗ херувим хывса-ҫапса тунӑ: вӗсене арча хупӑлчин икӗ вӗҫне туса лартнӑ,
8
пӗр херувимне — пӗр вӗҫне, тепӗр херувимне тепӗр вӗҫне туса лартнӑ; икӗ вӗҫӗнчи херувимне те арча хупӑлчинчен тухса тӑнӑ пек тунӑ;
9
херувимсем ҫуначӗсене ҫӳлелле сарса тӑнӑ, ҫапла ҫуначӗсемпе арча хупӑлчине хупӑрласа тӑнӑ, пичӗсем тӗлме-тӗл пулнӑ; херувимсен пичӗ арча хупӑлчийӗ ҫинелле пӑхнӑ.
10
Ситтим йывӑҫӗнчен сӗтел тунӑ: тӑршшӗ икӗ чике, сарлакӑшӗ пӗр чике, ҫӳллӗшӗ чике ҫурӑ пулнӑ,
11
ӑна таса ылтӑн сӑрнӑ, ун тавра ылтӑн кӑшӑл ҫавӑрнӑ;
12
ун тавра ывӑҫ тупанӗ сарлакӑш шакӑлча туса ҫаврӑннӑ, шакӑлчи тавра ылтӑн кӑшӑл тунӑ;
13
ун валли ылтӑнран тӑватӑ ункӑ шӑратса тунӑ, вӗсене унӑн тӑватӑ кӗтессине, тӑватӑ ури ҫумне ҫирӗплетсе лартнӑ;
14
сӗтеле каштапа ҫӗклесе ҫӳремешкӗн каштине чикмелли ункисем шакӑлча ҫумӗнче пулнӑ;
15
сӗтеле ҫӗклесе ҫӳреме ситтим йывӑҫӗнчен каштасем тунӑ, вӗсене ылтӑн сӑрнӑ.
16
Унтан сӗтел ҫинче тыткаламалли савӑтсем — тирӗксем, тӗтӗркӗчсем, ӑсса ямалли куркасемпе чашӑксем — тунӑ, вӗсене таса ылтӑнран тунӑ.
17
Таса ылтӑнран ҫутаткӑҫ тунӑ, ӑна хывса-ҫапса тунӑ; унӑн туни пулнӑ, тунинчен турачӗсем, чечек чӑмӑрккисем, улмисем, чечекӗсем тухса тӑнӑ;
18
унӑн аяккинчен ултӑ турат тухса тӑнӑ: ҫутаткӑҫӑн виҫӗ турачӗ — пӗр енчен, виҫӗ турачӗ — тепӗр енчен;
19
пӗр турачӗ ҫинче миндаль чечекӗ евӗрлӗ виҫӗ чечек чӑмӑркки, улми, чечекӗсем пулнӑ, тепӗр турачӗ ҫинче те миндаль чечекӗ евӗрлӗ виҫӗ чечек чӑмӑркки, улми, чечекӗсем пулнӑ: ҫутаткӑҫран тухса тӑракан пур ултӑ турачӗ ҫинче те ҫапла пулнӑ;
20
ҫутаткӑҫ туни ҫинче вара миндаль чечекӗ евӗрлӗ тӑватӑ чечек чӑмӑркки, улмисем, чечекӗсем пулнӑ;
21
тунаран тухса тӑракан ултӑ туратӑн малтанхи икӗ турачӗ айӗнче пӗр улма, тепӗр икӗ турачӗ айӗнче те пӗр улма, виҫҫӗмӗш икӗ турачӗ айӗнче те пӗр улма пулнӑ;
22
улмисемпе турачӗсем унран тухса тӑнӑ; ҫутаткӑҫа пӗтӗмпех таса ылтӑнран, пӗр катрамран хывса-ҫапса тунӑ.
23
Ун валли таса ылтӑнран ҫичӗ лампада, хӗскӗчсем, ӑскӑчсем тунӑ;
24
ӑна, унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне пӗр талант таса ылтӑнран тунӑ.
25
Ситтим йывӑҫӗнчен тӗтӗрмелли парне вырӑнӗ тунӑ: унӑн тӑршшӗ пӗр чике, сарлакӑшӗ пӗр чике, тӑватӑ кӗтеслӗ, ҫӳллӗшӗ икӗ чике пулнӑ; унран мӑйракисем тухса тӑнӑ;
26
ӑна — унӑн ҫине те, йӗри-тавра аяккисене те, мӑйракисене те — таса ылтӑн сӑрнӑ тата ун тавра ылтӑн кӑшӑл туса ҫавӑрнӑ;
27
кӑшӑлӗ айне икӗ кӗтессине икӗ ылтӑн ункӑ туса хунӑ; тӗтӗрмелли парне вырӑнне ҫӗклесе ҫӳреме каштасем чикмешкӗн вӗсене унӑн икӗ енне тунӑ;
28
каштисене ситтим йывӑҫӗнчен тунӑ, вӗсене ылтӑн сӑрнӑ.
29
Тасалӑх тивлечӗ кӳме сӗрекен мирӑ тунӑ, ырӑ шӑршӑ тӗтӗрмелли таса хутӑш хатӗрленӗ — ҫакна сӗрӗш тӑвакан ҫыннӑн ӑсталӑхӗпе тунӑ.
← Chapter 36
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 38 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40