bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Exodus 22
Exodus 22
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 21
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 23 →
1
Кам та пулин вӑкӑр е сурӑх вӑрласа ӑна пусас е сутса ярас пулсассӑн, пӗр вӑкӑршӑн пилӗк вӑкӑр, пӗр сурӑхшӑн тӑватӑ сурӑх тӳлӗ.
2
Кам та пулин вӑрттӑн алтакан вӑрра курса ӑна вӗлермеллех ҫапас пулсассӑн, ӑна юншӑн айӑпламӗҫ;
3
анчах та ҫакна хӗвел ҫутинче тунӑ пулсассӑн, юншӑн айӑплӑ пулӗ. Вӑрлаканни тӳлеме тивӗҫлӗ; тӳлеме нимӗн те ҫук пулсассӑн, хӑй вӑрланӑ япалишӗн тӳлеме ӑна хӑйне сутчӑр;
4
[ӑна тытнӑ пулсассӑн,] вӑрланӑ выльӑхӗ — вӑкӑр-и, ашак-и, сурӑх-и — унӑн аллинче чӗрӗ халлӗн тупӑнсассӑн, [вӗсемшӗн] икӗ хут ытларах тӳлетӗр.
5
Эхер те кам та пулин хӑйӗн выльӑхне ют хире ярса хире е иҫӗм ҫырли пахчине таптатса пӗтерсессӗн, [унти ҫимӗҫне кура хӑйӗн хирӗнчен тӳлетӗр; пӗтӗм хире таптатса тухас пулсассӑн,] хӑйӗн хирӗнчи чи лайӑх ҫимӗҫне, иҫӗм пахчинчи чи лайӑх ҫимӗҫне патӑр.
6
Эхер те вут-ҫулӑм тухса йывӑҫ тӗмӗсене хыпса илсессӗн, ҫӗмелсене е тырра-пулла, е хире ҫунтарса ярсассӑн, уншӑн ҫав вут-ҫулӑма кӑлараканни тӳлеме тивӗҫлӗ.
7
Эхер те кам та пулин хӑйӗн кӗмӗлне е япалине ҫывӑх ҫыннине упрама парсассӑн, вӗсене унӑн килӗнчен вӑрласа тухсассӑн, эхер те вӑрри тупӑнсассӑн, вӑл икӗ хут ытларах тӳлетӗр;
8
вӑрри тупӑнмасассӑн, ҫурт хуҫи тӳресем умне пытӑр та: «ҫывӑх ҫыннӑн япалине аллӑмпа та тӗкӗнмерӗм» тесе [тупа тутӑр].
9
Кирек мӗнле тавлӑ япала пирки те — вӑкӑр-и вӑл, ашак-и, сурӑх-и, тумтир-и, ҫухалнӑ япала-и — кам та пулин «ку манӑн» тесе калать пулсассӑн, иккӗшӗн ӗҫне те тӳресем патне ҫитермелле: тӳресем кама айӑплаҫҫӗ, ҫавӑ тепӗр ҫыннине икӗ хут ытларах тӳлетӗр.
10
Кам та пулин хӑйӗн ашакне е вӑкӑрне, е сурӑхне, е тата урӑх выльӑхне ҫывӑх ҫынни патне парса хӑварсассӑн, выльӑхӗ вилес пулсассӑн е амансассӑн, е ӑна тытса кайсассӑн, анчах ҫакна никам та куракан-тӑвакан пулмасассӑн,
11
илсе юлаканӗ «ҫын япалине аллӑмпа та тӗкӗнмерӗм» тесе Турӑ умӗнче тупа тутӑр; вара выльӑх хуҫин ҫакӑнпа ҫырлахмалла, лешӗн тӳлемелле мар;
12
хӑй патӗнченех вӑрласа тухас пулсассӑн, унӑн выльӑх хуҫине тӳлемелле пулать;
13
эхер те тискер кайӑк ҫурса пӑрахас пулсассӑн, ӗнентермешкӗн ҫурнӑ выльӑхне илсе пырса кӑтарттӑр: ҫурса пӑрахнӑ выльӑхшӑн вӑл тӳлемест.
14
Эхер те кам та пулин хӑйӗн ҫывӑх ҫыннинчен выльӑх тара илсессӗн, анчах выльӑхӗ суранланас е вилес пулсассӑн, хуҫи унта пулман пулсассӑн, тара илекенни тӳлеме тивӗҫлӗ;
15
хуҫи унтах пулнӑ пулсассӑн — тӳлемелле мар; выльӑхне тара илнӗшӗн мӗн чухлӗ тӳлемелле пулнӑ, ҫавӑн чухлӗ тӳлетӗр.
16
Кам та пулин ҫураҫман хӗре илӗртсе улталасассӑн, унпа выртса ҫывӑрсассӑн, вӑл ӑна хулӑм патӑр, [ӑна хӑй валли] качча илтӗр;
17
анчах ашшӗ ҫав ҫынна хӗрне пама [кӑмӑл тумасассӑн,] килӗшмесессӗн, [ашшӗне] хӗршӗн паракан хулӑм хакӗ чухлӗ кӗмӗл тӳлетӗр.
18
Юмӑҫсене чӗрӗ ан хӑвар.
19
Выльӑхпа хутшӑнакан кирек хӑш ҫынна та вӗлерме тытса панӑ пултӑр.
20
Ҫӳлхуҫасӑр пуҫне урӑх турӑсене парне кӳрекене пӗтернӗ пултӑр.
21
Ютран килнӗ ҫынна ан хӗсӗрле, ӑна ан пусмӑрла, эсир хӑвӑр та Египет ҫӗрӗнче ютран пынӑ ҫын пулса пурӑнтӑр.
22
Тӑлӑх арӑмсене те, тӑлӑх ачасене те ан хӗсӗрлӗр;
23
эсӗ вӗсене хӗсӗрлесессӗн, вӗсем Мана тилмӗрсе йӑлӑнӗҫ те, Эпӗ вӗсем йӗнине илтӗп,
24
вара Манӑн ҫиллӗм тулса ҫитӗ, сире хӗҫпе вӗлерсе тухӑп, арӑмӑрсем тӑлӑх арӑм пулса юлӗҫ, ачӑрсем тӑлӑха тӑрса юлӗҫ.
25
Манӑн халӑхӑм хушшинчи чухӑна укҫа кивҫен паратӑн пулсассӑн, ӑна ан хӗсӗрле, унран услам ан ил.
26
Эхер те хӑвӑн ҫывӑх ҫыннунтан салук тумтир илсе юлсассӑн, ӑна хӗвел анса лариччен тавӑрса пар,
27
мӗншӗн тесессӗн вӑл — унӑн пӗртен-пӗр витӗнкӗҫӗ, унӑн ӳтне витсе тӑракан тумтирӗ: унсӑр вӑл мӗн витӗнсе ҫывӑрӗ? вӑл Мана тилмӗрсе йӑлӑнӗ те, Эпӗ илтӗп, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ ырӑ кӑмӑллӑ.
28
Халӑху хушшинче тӳресене ан хурла, пуҫлӑха ан питле.
29
Хӑвӑн анкартинчи малтан пуҫтарса кӗртнӗ тырруна, малтан пухнӑ ҫырлуна [Мана парассине] вӑраха ан яр. Хӑвӑн ывӑлусенчен малтан ҫуралнине Мана пар;
30
хӑвӑн вӑкӑру, сурӑху [тата ашаку] тӗлӗшӗнчен те ҫавнах ту: ҫичӗ кунччен вӗсем амӑшӗпе ҫӳреччӗр, саккӑрмӗш кунне вӗсене Мана пар.
31
Вара Манӑн сӑваплӑ ҫыннӑмсем пулатӑр; хирте тискер кайӑк ҫурса пӑрахнӑ выльӑх ашне ан ҫийӗр, ӑна йытта парӑр.
← Chapter 21
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 23 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40