bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Exodus 25
Exodus 25
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 24
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 26 →
1
Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:
2
Израиль ывӑлӗсене кала: вӗсем Мана парне кӳччӗр; тимлӗ пулнипе паракан кирек хӑш ҫынран та Ман валли парне илӗр.
3
Эсир вӗсенчен илме тивӗҫлӗ парнесем акӑ ҫаксем: ылтӑн, кӗмӗл, пӑхӑр,
4
сенкер ҫӑм, хӗрхӗлтӗм ҫӑм, йӑм хӗрлӗ ҫӑм, виссон, качака [ҫӑмӗ],
5
хӗрлӗ тутарнӑ така тирӗсем, кӑвак тирсем, ситтим йывӑҫӗ,
6
ҫутаткӑҫ валли — йывӑҫ ҫӑвӗ, ҫу сӗрмешкӗн тата тӗтӗрмешкӗн — ырӑ шӑршӑлӑх,
7
оникс чулӗ, ефодпа кӑкӑрлӑх валли — харша лартмалли чулсем.
8
Вӗсем Ман валли кӗлӗ ҫурчӗ тӑвӗҫ те, Эпӗ вӗсем хушшинче пулӑп;
9
Эпӗ сана кӗлӗ чатӑрӗн ӗлкине те, унти пӗтӗм савӑт ӗлкине те кӑтартрӑм, пурне те Эпӗ кӑтартнӑ пек [тӑвӑр]; ҫавӑн пек тӑвӑр та.
10
Ситтим йывӑҫӗнчен саккун арчи тӑвӑр: унӑн тӑршшӗ икӗ чике ҫурӑ, сарлакӑшӗ чике ҫурӑ, ҫӳллӗшӗ чике ҫурӑ пултӑр;
11
ӑна таса ылтӑн сӑр, тулашӗнчен те, шалтан та сӑрса тух; ҫиелтен ун тавра [эрешлесе] ылтӑн кӑшӑл ҫавӑр;
12
ун валли ылтӑнран тӑватӑ ункӑ шӑратса ту, вӗсене унӑн аялти тӑватӑ кӗтессине ҫирӗплетсе ларт: икӗ ункине — унӑн пӗр енне, икӗ ункине — унӑн тепӗр енне.
13
Ситтим йывӑҫӗнчен каштасем ту, вӗсене [таса] ылтӑн сӑрса ҫавӑр;
14
каштисене арчан икӗ айккинчи ункӑсене тӑхӑнтарт, саккун арчине ҫапла каштапа ҫӗклесе ҫӳремелле пултӑр;
15
каштисем арча ункисенчех тӑччӑр, вӗсене кӑларса хумалла мар.
16
Арчана Эпӗ сана парас чул хӑмасене хур.
17
Арча хупӑлчине те ҫавӑн пекех таса ылтӑнран ту: унӑн тӑршшӗ икӗ чике ҫурӑ, сарлакӑшӗ чике ҫурӑ;
18
тата ылтӑнран икӗ херувим ту: хывса-ҫапса ту, вӗсене арча хупӑлчин икӗ вӗҫне туса ларт;
19
пӗр херувимне пӗр хӗррине, тепӗр херувимне тепӗр хӗррине туса ларт; икӗ вӗҫӗнчи херувимне те арча хупӑлчинчен тухса тӑнӑ пек тӑвӑр;
20
херувимсем ҫуначӗсене ҫӳлелле сарса тӑрӗҫ, ҫапла ҫуначӗсемпе арча хупӑлчине хупӑрласа тӑрӗҫ, пичӗсем хире-хирӗҫ пулӗҫ: херувимсен пичӗ арча хупӑлчи ҫинелле пӑхса тӑрӗ.
21
Хупӑлчине арча ҫине ҫиеле хур, арчине Эпӗ сана парас саккун хӑмисене хур;
22
Эпӗ сана ҫавӑнта курӑнӑп, Израиль ывӑлӗсене сан урлӑ мӗн каламаллине пурне те Эпӗ сана арча хупӑлчи ҫийӗнчен, саккун арчи ҫийӗнчи икӗ херувим хушшинчен пӗлтерсе тӑрӑп.
23
Ситтим йывӑҫӗнчен сӗтел ту, тӑршшӗ икӗ чике, сарлакӑшӗ пӗр чике, ҫӳллӗшӗ чике ҫурӑ пултӑр,
24
ӑна таса ылтӑн сӑр, ун тавра [эрешлесе] ылтӑн кӑшӑл ҫавӑр;
25
ун тавра ывӑҫ тупанӗ сарлакӑш шакӑлча туса ҫаврӑн, шакӑлчи тавра ылтӑн кӑшӑл ту;
26
ун валли тӑватӑ ылтӑн ункӑ ту та ункисене тӑватӑ кӗтесе унӑн тӑватӑ ури ҫумне ҫыпӑҫтар;
27
сӗтеле каштапа ҫӗклесе ҫӳреме каштине чикмелли ункисем шакӑлча ҫумӗнче пулмалла;
28
каштисене вара ситтим йывӑҫӗнчен ту, вӗсене [таса] ылтӑн сӑр, ҫакӑ сӗтеле ҫав каштасемпе ҫӗклесе ҫӳрӗҫ;
29
ҫаплах тата ун валли тирӗксем, тӗтӗркӗчсем, чашӑксем, ӑсса ямалли куркасем ту: вӗсене таса ылтӑнран ту;
30
сӗтел ҫине Ман умӑма яланах Турӑ умне хумалли ҫӑкӑрсем хурса тӑр.
31
Таса ылтӑнран ҫутаткӑҫ ту; ҫав ҫутаткӑҫа ылтӑнран хывса-ҫапса ту; унӑн туни пултӑр, унран турачӗсем, чечек чашӑкӗсем, улмисем, чечекӗсем тухса тӑччӑр;
32
унӑн аяккинчен ултӑ турат тухса тӑтӑр: ҫутаткӑҫӑн виҫӗ турачӗ — пӗр енчен, виҫӗ турачӗ — тепӗр енчен;
33
пӗр турачӗ ҫинче миндаль чечекӗ евӗрлӗ виҫӗ чечек чӑмӑркки, улми, чечекӗсем пулччӑр, тепӗр турачӗ ҫинче те миндаль чечекӗ евӗрлӗ виҫӗ чечек чӑмӑркки, улми, чечекӗсем пулччӑр: ҫутаткӑҫран тухса тӑракан пур ултӑ турачӗ ҫинче те ҫапла пултӑр;
34
ҫутаткӑҫ туни ҫинче вара миндаль чечекӗ евӗрлӗ тӑватӑ чечек чӑмӑркки, улмисем, чечекӗсем пулччӑр;
35
ҫутаткӑҫ тунинчен тухакан ултӑ туратӑн икӗ турачӗ айӗнче пӗр улма пултӑр тата тепӗр икӗ турачӗ айӗнче те улма, виҫҫӗмӗш икӗ турат айӗнче те улма пултӑр [тата ҫутаткӑҫ туни ҫинче миндаль чечекӗ евӗрлӗ тӑватӑ чечек чӑмӑркки пултӑр];
36
улмисем, турачӗсем унран тухса тӑмалла: ӑна таса ылтӑнран, пӗр катрамран хывса-ҫапса тумалла.
37
Ун валли ҫичӗ лампада ту, лампадисене ун ҫине ларт, вӗсем унӑн мал енне ҫутатса тӑччӑр;
38
ун валли таса ылтӑнран хӗскӗчсем, ӑскӑчсем [ту];
39
ҫутаткӑҫа, унӑн пӗтӗм хатӗр-хӗтӗрне пӗр талант таса ылтӑнран туччӑр.
40
Асту, вӗсене хӑвна ту ҫинче кӑтартнӑ ӗлке евӗрлӗ ту.
← Chapter 24
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 26 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40