bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Exodus 32
Exodus 32
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 31
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 33 →
1
Моисей ту ҫинчен вӑрахчен анманнине курсассӑн, халӑх Аарон патне пухӑннӑ та ӑна каланӑ: тӑр та пире турӑ туса пар, вӑл пирӗн умран пытӑрччӗ: хамӑра Египет ҫӗрӗнчен ертсе тухнӑ ҫакӑ ҫынна, Моисее, мӗн пулнине пӗлместпӗр, тенӗ.
2
Аарон вӗсене каланӑ: хӑвӑр арӑмӑрсен, ывӑлӑрсен, хӗрӗрсен хӑлхисенчен ылтӑн алкисене кӑларса илӗр те ман патӑма илсе килӗр, тенӗ.
3
Пӗтӗм халӑх хӑйӗн хӑлхисенчи ылтӑн алкасене кӑларса илнӗ те Аарон патне илсе пынӑ.
4
Вӑл ҫакна вӗсен аллинчен илнӗ те шӑратса пӑру кӗлетки тунӑ, ӑна каскӑчпа якатнӑ. Вара вӗсем: эй Израиль, акӑ сана Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ турру! тенӗ.
5
Ҫавна курсассӑн, Аарон унӑн умне парне вырӑнӗ лартса панӑ, унтан Аарон пӗлтернӗ: ыран Ҫӳлхуҫа уявӗ, тенӗ.
6
Тепӗр кунне вӗсем ирех тӑнӑ та пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парнесем кӳнӗ, канӑҫлӑх парнисем илсе пынӑ; вара халӑх ӗҫме-ҫиме ларнӑ, кайран тӑнӑ та выляма пуҫланӑ.
7
Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: васка [кунтан] анмашкӑн, мӗншӗн тесессӗн санӑн халӑху, эсӗ Египетран илсе тухнӑ халӑху, пӑсӑлса кайрӗ;
8
Эпӗ кӑтартнӑ ҫултан вӗсем часах пӑрӑнса кайрӗҫ: хӑйсем валли пӑру кӗлетки шӑратса турӗҫ, ӑна пуҫҫапрӗҫ, ӑна парне кӳчӗҫ: эй Израиль, акӑ сана Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ турру! терӗҫ, тенӗ.
9
Ҫӳлхуҫа Моисее тата каланӑ: Эпӗ ку халӑха куратӑп, акӑ вӑл — чурӑс халӑх;
10
эппин, Ман патӑмран кай, Манӑн ҫиллӗм вӗсем ҫине тӑвӑлса ҫиттӗр, вӗсене пӗтерем те санран йышлӑ халӑх ӗрчетем, тенӗ.
11
Анчах Моисей Ҫӳлхуҫана, хӑйӗн Туррине, тархаслама пуҫланӑ, вӑл каланӑ: эй Ҫӳлхуҫамӑм, Египет ҫӗрӗнчен хӑватлӑ вӑюпа, ҫирӗп аллупа илсе тухнӑ хӑвӑн халӑху ҫине ҫиллӳ тӑвӑлса ан ҫиттӗрччӗ,
12
Египет ҫыннисен: вӗсене Вӑл тусем хушшинче вӗлерсе пӗтерме, вӗсене ҫӗр пичӗ ҫинчен пӗтерсе тӑкма илсе тухнӑ, тесе каламалла ан пултӑрччӗ; Хӑвӑн ҫулӑмлӑ ҫиллӳне пӑрса ярсамччӗ, Хӑвӑн халӑхна пӗтерес шухӑшна улӑштарсамччӗ;
13
Хӑвӑн чурусене Авраама, Исаака, Израиле [Иакова] аса илсемччӗ, Эсӗ вӗсене Хӑвна асӑнса тупа туса каланӑ: сирӗн вӑрлӑхӑра йышлӑран та йышлӑ, тӳпери ҫӑлтӑрсем чухлӗ, тӑвӑп, Эпӗ каланӑ ҫакӑ пӗтӗм ҫӗре сирӗн вӑрлӑхӑра парӑп, [ӑна] вӗсем ӗмӗрех тытса тӑрӗҫ, тенӗ.
14
Ҫӳлхуҫа вара Хӑй халӑхӗ ҫине сехмет ярӑп тесе каланине улӑштарнӑ.
15
Моисей каялла ҫаврӑнса ту ҫинчен аннӑ; унӑн аллинче саккун ҫырнӑ икӗ [чул] хӑма пулнӑ, икӗ енне те ҫырнӑ пулнӑ: пӗр енне те, тепӗр енне те ҫырнӑ пулнӑ;
16
чул хӑмасем Турӑ ӗҫӗ пулнӑ, чул хӑмасем ҫине ҫырнӑ ҫырусем те Турӑ ҫырӑвӗсем пулнӑ.
17
Иисус шавлакан халӑх сассине илтнӗ те Моисее каланӑ: тапӑрта вӑрҫӑ шавӗ илтӗнет, тенӗ.
18
Анчах [Моисей]: ҫук, ку ҫӗнтерекенсем кӑшкӑрни те мар, ӳкекеннисем ҫухӑрни те мар; эпӗ юрлакансен сассине илтетӗп, тенӗ.
19
Тапӑр патне ҫывӑхарсассӑн, пӑру кӗлеткине тата ташлакансене курсассӑн, унӑн ҫилли тӑвӑлса ҫитнӗ те, вӑл, аллинчи чул хӑмасене ҫӗре вӑркӑнтарса, вӗсене ту айӗнче ҫапса ҫӗмӗрнӗ;
20
унтан вӑл вӗсем тунӑ пӑрӑва илнӗ те ӑна вут-ҫулӑмпа ҫунтарса янӑ, ӑна, тусан пек ӑвса, шыва сапнӑ та шывне Израиль ывӑлӗсене ӗҫме панӑ.
21
Моисей Аарона каланӑ: ку халӑх сана мӗн турӗ, мӗншӗн эсӗ ӑна пысӑк ҫылӑха кӗртрӗн? тенӗ.
22
Анчах Аарон [Моисее] каланӑ: манӑн хуҫамӑн ҫилли тулса ан ҫиттӗрччӗ; хӑвах пӗлетӗн — ку халӑх чарусӑр.
23
Вӗсем мана: пире турӑ туса пар, вӑл пирӗн умран пытӑрччӗ, мӗншӗн тесессӗн пире Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ ҫакӑ ҫынна, Моисее, мӗн пулнине пӗлместпӗр, терӗҫ.
24
Эпӗ вӗсене: камӑн ылтӑн пур, хӑвӑр ҫинчен хывӑр, терӗм. [Вӗсем хыврӗҫ те] мана пачӗҫ; эпӗ ӑна вутта пӑрахрӑм та, ҫакӑ пӑру пулса тӑчӗ, тенӗ.
25
Моисей ӗнтӗ ҫакӑ халӑх чарусӑр иккенне курнӑ, Аарон ирӗк панипе вӑл чарусӑрла хӑтланнӑ, тӑшманӗсем умӗнче намӑса юлнӑ.
26
Вара Моисей тапӑр хапхи умне тӑнӑ та: хӑшӗ Ҫӳлхуҫанӑн, [кил] ман патӑма! тенӗ. Ун патне Левий ывӑлӗсем пурте пухӑнса тӑнӑ.
27
Моисей вӗсене каланӑ: Ҫӳлхуҫамӑр, Израиль Турри, ҫапла калать: кашнийӗ хӑйӗн хӗҫне вӗче ҫумне ҫакса ярӑр, тапӑр тӑрӑх пӗр хапха патӗнчен тепӗр хапха патне ҫитиччен каллӗ-маллӗ утса тухӑр, кашнийӗ хӑйӗн тӑванне, кашнийӗ хӑйӗн тусне, кашнийӗ хӑйӗн ҫывӑх ҫыннине вӗлерӗр, тет, тенӗ.
28
Левий ывӑлӗсем Моисей каланӑ пек тунӑ: ҫав кун халӑхран виҫӗ пин ҫынна яхӑн пӗтнӗ.
29
Мӗншӗн тесессӗн Моисей [вӗсене] каланӑ: паянхи кун хӑвӑр ывӑлӑр урлӑ, хӑвӑр тӑванӑр урлӑ аллӑра Ҫӳлхуҫана халаллӑр, Вӑл сире паян пиллӗх ятӑр, тенӗ.
30
Тепӗр кунне Моисей халӑха каланӑ: эсир пысӑк ҫылӑх турӑр; эпӗ Ҫӳлхуҫамӑр патне улӑхам, сирӗн ҫылӑхӑра каҫарттарса пулмӗ-и, тенӗ.
31
Моисей каялла Ҫӳлхуҫа патне таврӑннӑ та каланӑ: эй [Ҫӳлхуҫамӑм!] ҫак халӑх пысӑк ҫылӑх турӗ: хӑй валли ылтӑн турӑ турӗ;
32
вӗсен ҫылӑхне каҫарсам, каҫармастӑн пулсассӑн — мана та Хӑвӑн кӗнекӳнтен, Хӑв ҫырса хунӑ ҫӗртен, кӑларса пӑрах, тенӗ.
33
Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: Ман умӑмра ҫылӑха кӗнӗ ҫынна Хамӑн кӗнекемрен кӑларса пӑрахӑп;
34
эппин, кай, [аяла ан,] ҫакӑ халӑха Эпӗ хӑвна каланӑ ҫӗре ертсе кай; акӑ Манӑн Ангелӑм санӑн умӑнтан пырӗ, Хам пырас кун Эпӗ вӗсене ҫылӑхӗсемшӗн пырса пӑхӑп, тенӗ.
35
Аарон туса панӑ пӑрушӑн Ҫӳлхуҫа халӑха пӗтерсе тухнӑ.
← Chapter 31
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 33 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40