bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Exodus 12
Exodus 12
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 11
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 13 →
1
Ҫӳлхуҫа Египет ҫӗрӗнче Моисейпе Аарона ҫапла тесе каланӑ:
2
ҫак уйӑх сирӗн уйӑхсенӗн пуҫламӑшӗ пултӑр, вӑл ҫулталӑк уйӑхӗсем хушшинчи пӗрремӗш уйӑх пултӑр.
3
Израиль [ывӑлӗсен] пӗтӗм халӑхне калӑр: ҫак уйӑхӑн вуннӑмӗш кунӗнче кашни кил-йыш пӗр путек суйласа илтӗр, кил-йыш пуҫне пӗрер путек илӗр;
4
эхер те килӗ-йышӗ ытла пӗчӗк пулсассӑн, путекне ҫисе яраймасть пулсассӑн, хӑйӗн ҫывӑх кӳршипе пӗрлешсе, ҫын шутне кура илтӗр: кашнийӗ мӗн чухлӗ ҫиессе шайласа путек илӗр.
5
Сирӗн путекӗр айӑпсӑр пултӑр, така пултӑр, пӗр ҫулхискер пултӑр; вӑл сурӑх путекки е качака путекки пултӑр,
6
вӑл путек сирӗн ҫак уйӑхӑн вунтӑваттӑмӗш кунӗччен сыхӑ тӑтӑр; вара Израилӗн пӗтӗм халӑхӗ ӑна каҫпала пустӑр,
7
унӑн юнне илсе, ӑна ҫиме пуҫтарӑннӑ килӗрсенче алӑксен икӗ янахӗпе урлавне сӗрсе тухчӑр;
8
унӑн ашне, вут-ҫулӑм ҫинче пӗҫернӗскере, ҫав каҫах ҫисе яччӑр; ӑна тутлӑлла ҫӑкӑрпа, йӳҫӗ курӑксемпе ҫиччӗр;
9
ӑна пиҫнӗ-пиҫмен е шывпа пӗҫерсе ан ҫийӗр, вут-ҫулӑм ҫинче пӗҫерсе пуҫӗпе урисене тата ӑшне-чиккине ҫийӗр;
10
ирччен унран нимӗн те ан хӑварӑр, [унӑн шӑммисене ан ватӑр,] унран ирччен мӗн юлнине вутра ҫунтарса ярӑр.
11
Ҫиессе ӑна ҫапла ҫийӗр: пилӗкӗре ҫыхнӑ пултӑр, урӑрсене сырнӑ пултӑр, туйӑрсем аллӑрсенче пулччӑр, ӑна васкаварлӑн ҫийӗр: ку — Ҫӳлхуҫа Пасхи.
12
Эпӗ шӑпах ҫак каҫ Египет ҫӗрӗ витӗр тухӑп, Египет ҫӗрӗнче малтан ҫуралнисене пурне те — ҫыннисенчен пуҫласа выльӑхӗ-чӗрлӗхӗ таранчченех — вӗлерсе тухӑп, Египетӑн пур туррине те сут тӑвӑп. Эпӗ Ҫӳлхуҫа.
13
Эсир пурӑнакан килӗрсем ҫинче паллӑ, юн, пулӗ, юна курӑп та сирӗн тӗлтен иртсе кайӑп, Эпӗ Египет ҫӗрне пӗтернӗ чухне сирӗн хушшӑрта тӗп тӑвакан чир пулмӗ.
14
Ҫакӑ кун сирӗншӗн асӑнмалӑх кун пултӑр, [пур] сыпӑкӑрта та ҫав кун Ҫӳлхуҫашӑн уяв тӑвӑр; ку — ӗмӗрлӗхе хунӑ йӗрке, ӑна ҫапла уявласа тӑрӑр.
15
Ҫичӗ кун хушши тутлӑлла ҫӑкӑр ҫийӗр; килӗрти йӳҫӗлле ҫӑкӑра пӗрремӗш кунах пӗтерӗр, мӗншӗн тесессӗн пӗрремӗш кунран пуҫласа ҫиччӗмӗш куна ҫитиччен йӳҫӗлле ҫӑкӑр ҫиекен чуна Израиль хушшинчен пӗтерӗҫ.
16
Пӗрремӗш кун сирӗн сӑваплӑ пуху пултӑр, ҫиччӗмӗш кунне те сӑваплӑ пуху пултӑр: ҫав кунсенче нимӗнле ӗҫ те тумалла мар; кам мӗн ҫиет, сирӗн пӗр ҫавна ҫеҫ хатӗрлеме юрать.
17
Тутлӑлла ҫӑкӑр уявне туса тӑрӑр, мӗншӗн тесессӗн шӑп ҫакӑ кун Эпӗ сирӗн халӑхӑра Египет ҫӗрӗнчен кӑлартӑм, ҫакӑ куна ӗмӗрлӗхе хунӑ йӗрке тӑрӑх сыпӑкран сыпӑка уяса тӑрӑр.
18
Пӗрремӗш уйӑхӑн вунтӑваттӑмӗш кунӗн каҫӗнчен пуҫласа ҫав уйӑхӑн ҫирӗм пӗрремӗш кунӗн каҫӗччен тутлӑлла ҫӑкӑр ҫийӗр;
19
сирӗн килӗрсенче ҫичӗ кун йӳҫӗ чуста пулмалла мар, мӗншӗн тесессӗн кам йӳҫӗлле ҫӑкӑр ҫиет, ҫав чуна — вӑл ют ҫӗртен килнӗскер-и е ҫуралнӑранпах ҫав ҫӗрте пурӑнаканскер-и — Израиль [ывӑлӗсен] халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗҫ.
20
Йӳҫӗтсе пӗҫернине нимӗн те ан ҫийӗр; хӑвӑр кирек ӑҫта пулсан та тутлӑлла ҫӑкӑр ҫийӗр, тенӗ.
21
Моисей Израиль [ывӑлӗсен] пур аслӑ ҫыннине чӗнсе пуҫтарнӑ та вӗсене каланӑ: килӗр-йышӑр тӑрӑх хӑвӑр валли путек суйласа илӗр те пасха пусӑр;
22
пӗр пайӑрка иссоп илсе, ӑна савӑтри юнпа йӗпетӗр те алӑксен урлавӗпе икӗ янахне ҫав савӑтри юнпа сӗрсе тухӑр; ирччен хӑвӑр ҫуртӑр алӑкӗнчен никам та ан тухӑр.
23
Ҫӳлхуҫа Египета пӗтерме кайӗ, Ҫӳлхуҫа алӑк урлавӗпе икӗ янахӗ ҫинчи юна курӗ те алӑк ҫумӗнчен иртсе кайӗ, пӗтермӗше сирӗн килӗрсене кӗртмӗ, сире пӗтерме памӗ.
24
Ҫакна хӑвӑршӑн, хӑвӑр ывӑлӑрсемшӗн ӗмӗрлӗх саккун вырӑнне хурса астуса тӑрӑр.
25
Турӑ Хӑй каланӑ пек, эсир хӑвӑра Ҫӳлхуҫа парас ҫӗре кӗрсессӗн, ҫакӑ йӗркене тытса, уяса тӑрӑр.
26
Хӑвӑр ачӑрсем сире: ку мӗнле йӗрке? тесессӗн,
27
[вӗсене] ҫапла калӑр: ку — Ҫӳлхуҫашӑн кӳрекен пасха парни, Египет ҫыннисене пӗтернӗ чухне Вӑл Израиль ывӑлӗсен ҫурчӗсем ҫумӗнчен иртсе кайрӗ, пирӗн килӗмӗрсене хӑтарчӗ, тейӗр, тенӗ. Халӑх чӗркуҫленсе ларса, ӳксе пуҫҫапнӑ.
28
Вара Израиль ывӑлӗсем кайнӑ та мӗн каланине тунӑ: Ҫӳлхуҫа Моисейпе Аарона епле хушнӑ, ҫапла тунӑ та.
29
Ҫур ҫӗр тӗлӗнче Ҫӳлхуҫа Египет ҫӗрӗнчи мӗнпур малтанхи ачана — аслӑ пукан ҫинче ларакан фараонӑн малтанхи ывӑлӗнчен пуҫласа тӗрмере лараканӑн малтанхи ывӑлӗ таранчченех — вӗлерсе тухнӑ, малтан ҫуралнӑ выльӑх-чӗрлӗхе те пӗтернӗ.
30
Ҫӗрле фараон хӑй те, унӑн пур чури те, пӗтӗм Египет та вӑраннӑ; [пӗтӗм] Египет ҫӗрӗнче кӑшкӑрса-уласа йӗнӗ, мӗншӗн тесессӗн кашни ҫуртра виле выртнӑ.
31
Вара [фараон] Моисейпе Аарона ҫӗрлех чӗнтерсе илнӗ те [вӗсене] каланӑ: тӑрӑр та манӑн халӑхӑм хушшинчен тухса кайӑр, эсир хӑвӑр та, Израиль ывӑлӗсем те кайӑр, хӑвӑр каланӑ пек, Ҫӳлхуҫана [хӑвӑр Туррӑра] кайса кӗлтӑвӑр;
32
хӑвӑр каланӑ пекех, вак выльӑхӑра та, шултӑра выльӑхӑра та илӗр; кайӑр та мана та пиллӗх парӑр, тенӗ.
33
Вара Египет ҫыннисем халӑха ҫак ҫӗртен хӑвӑртрах кӑларса ярас тесе хистенӗ; вӗсем: эпир пурте вилсе пӗтетпӗр, тенӗ.
34
Халӑх хӑйсен чустине йӳҫсе ҫитичченех йӑтса кайнӑ; тумтирӗпе чӗркесе ҫыхнӑ кӑвас чӗресӗсене хулпуҫҫийӗ ҫине лартса пынӑ.
35
Моисей каланӑ пек туса, Израиль ывӑлӗсем Египет ҫыннисенчен кӗмӗл япаласемпе ылтӑн япаласем тата тумтир ыйтнӑ.
36
Ҫӳлхуҫа вара [Хӑйӗн] халӑхне Египет ҫыннисен куҫӗ умӗнче ырӑлӑх тунӑ: вӗсем ӑна мӗн ыйтнине панӑ, вӑл ҫапла Египет ҫыннисен пурлӑхне пухса тухса кайнӑ.
37
Вара Израиль ывӑлӗсем Раамсесран Сокхофа тухса кайнӑ: ачасемсӗр пуҫне ултҫӗр пин таран ҫуран арҫын пынӑ;
38
вӗсемпе пӗрле тӗрлӗ халӑх ҫыннисем питӗ нумаййӑн тухнӑ, вак выльӑх, шултӑра выльӑх, темӗн пысӑкӑш кӗтӳ, тухнӑ.
39
Египетран илсе тухнӑ чустаран вӗсем тутлӑлла пашалу пӗҫернӗ: чусти йӳҫсе те ӗлкӗреймен, мӗншӗн тесессӗн вӗсене Египетран хӑваласах кӑларса янӑ, вӗсем тӑхтаса тӑма пултарайман, ҫул ҫине хӑйсем валли апат та хатӗрлесе ӗлкӗреймен.
40
Израиль ывӑлӗсем [тата вӗсен ашшӗсем] Египетра [тата Ханаан ҫӗрӗнче] пурӑннӑ вӑхӑт пурӗ тӑватҫӗр вӑтӑр ҫул пулнӑ.
41
Тӑватҫӗр вӑтӑр ҫул иртсессӗн шӑп ҫав кунхине ҫӗрле Ҫӳлхуҫанӑн пӗтӗм ҫарӗ Египет ҫӗрӗнчен тухса кайнӑ.
42
Хӑйсене Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑшӑн ҫак каҫ ҫӗрӗпе ҫывӑрмасӑр Ҫӳлхуҫана асӑнмалла; ӗмӗрӗпе сыпӑкран сыпӑка пӗтӗм Израиль халӑхӗ ҫак каҫ ҫӗрӗпе ҫывӑрмасӑр Ҫӳлхуҫана асӑнтӑр.
43
Ҫӳлхуҫа Турӑ Моисейпе Аарона каланӑ: Пасха йӗрки акӑ: урӑх йӑх ҫынни ӑна никам та ҫимелле мар;
44
ӳтне кассассӑн, ӑна кӗмӗл парса туяннӑ кирек мӗнле чура та ҫиме пултарать;
45
куҫса килнӗ ҫыннӑн, тара кӗрӗшнӗ ҫыннӑн ӑна ҫиме юрамасть.
46
Ӑна пӗр килте ҫимелле, [ирччен нимӗн те ан хӑварӑр,] ашне пӳртрен илсе ан тухӑр, унӑн шӑммисене ан ватӑр.
47
Ҫакна Израиль [ывӑлӗсен] пӗтӗм халӑхӗ туса пыма тивӗҫлӗ.
48
Эхер те сан патна ютран килнӗ ҫын пырса вырӑнаҫас пулсассӑн, вӑл Ҫӳлхуҫашӑн Пасха тӑвасшӑн пулсассӑн, унӑн килӗнчи пӗтӗм арҫыннин ӳтне кас, вара вӑл Пасха тума тытӑнтӑр, ҫак ҫӗрте ҫуралса ӳснӗ ҫын пекех пултӑр; ӳтне касман ҫыннӑн ӑна нихӑшӗн те ҫимелле мар;
49
ҫак ҫӗрте ҫуралса ӳснӗ ҫыншӑн та, сирӗн хушшӑра ютран килсе вырӑнаҫнӑ ҫыншӑн та пӗр саккун пултӑр, тенӗ.
50
Вара Израиль ывӑлӗсем мӗн каланине тунӑ: Ҫӳлхуҫа Турӑ Моисейпе Аарона епле хушнӑ, ҫапла тунӑ та.
51
Шӑп ҫав кун Ҫӳлхуҫа ушкӑнӑн-ушкӑнӑн йӗркеленсе тӑнӑ Израиль ывӑлӗсене Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ.
← Chapter 11
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 13 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40