bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Exodus 9
Exodus 9
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 8
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 10 →
1
Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: фараон патне кай та ӑна кала: Ҫӳлхуҫа, еврейсен Турри, ҫапла калать, те: Манӑн халӑхӑма яр, вӑл Мана кӗлтутӑр;
2
эхер те эсӗ [Манӑн халӑхӑма] ярасшӑн мар пулсассӑн, ӑна татах тытса тӑрсассӑн,
3
акӑ Ҫӳлхуҫа алли санӑн хирте ҫӳрекен выльӑху-чӗрлӗхӳ ҫине ҫитӗ, лашусем, ашакусем ҫине, тӗвӳсем, вӑкӑрусем, сурӑхусем ҫине ҫитӗ: мур чирӗ питех те йывӑр пулӗ;
4
Ҫӳлхуҫа [ҫав вӑхӑтра] Израиль выльӑхӗ-чӗрлӗхне Египет выльӑхӗ-чӗрлӗхӗнчен уйӑрӗ, Израиль ывӑлӗсен мӗнпур [выльӑхӗнчен] пӗри те вилмӗ, те, тенӗ.
5
Ҫӳлхуҫа вара вӑхӑтне палӑртса хунӑ: ҫакна Ҫӳлхуҫа ҫакӑ ҫӗрте ыран тӑвӗ, тенӗ.
6
Ҫӳлхуҫа ҫакна тепӗр кунне тунӑ: Египетӑн пӗтӗм выльӑхӗ-чӗрлӗхӗ вилсе пӗтнӗ; Израиль ывӑлӗсен выльӑхӗ-чӗрлӗхӗ пӗри те вилмен.
7
Фараон пӗлме янӑ, акӑ Израиль [ывӑлӗсен пӗтӗм] выльӑхӗ-чӗрлӗхӗнчен пӗри те вилмен. Анчах фараон чӗри хаярланса ҫитнӗ, вӑл халӑха яман.
8
Турӑ Моисейпе Аарона каланӑ: кӑмакаран ывӑҫӑр тулли кӗл илӗр, вара ӑна Моисей фараон [тата унӑн чурисен] куҫӗ умӗнче тӳпенелле саптӑр;
9
вара пӗтӗм Египет ҫӗрӗнче тусан ҫӗкленӗ, пӗтӗм Египет ҫӗрӗнче ҫынсене, выльӑх-чӗрлӗхе ҫӑпанлӑ чир ҫыпӑҫӗ, тенӗ.
10
Вӗсем кӑмакаран кӗл ывӑҫласа илнӗ те фараон умне пырса тӑнӑ. Моисей кӗле тӳпенелле сапнӑ та, ҫынсене, выльӑх-чӗрлӗхе ҫӑпанлӑ чир ҫыпӑҫнӑ.
11
Хӑйсене чир ернӗ пирки ӑрӑмҫӑсем Моисее хирӗҫ тӑрайман, мӗншӗн тесессӗн чирӗ ӑрӑмҫӑсене те, Египетри пур ҫынна та ернӗ.
12
Анчах Ҫӳлхуҫа фараон чӗрине хаярлатса ҫитернӗ те, Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ пекех, фараон вӗсене итлемен.
13
Вара Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: ыран ирех тӑр та фараон умне пырса ӑна кала: Ҫӳлхуҫа, еврейсен Турри, ҫапла калать, те: Манӑн халӑхӑма яр, вӑл Мана кӗлтутӑр;
14
сана пӗтӗм ҫӗр ҫинче Ман евӗрли урӑх ҫуккине пӗлтермешкӗн ку хутӗнче Эпӗ санӑн чӗрӳне пӗтӗм суранӑмпа суранлатӑп, ӑна санӑн чурусене те, санӑн халӑхна та ҫитерӗп;
15
Эпӗ Хамӑн аллӑма тӑсрӑм ӗнтӗ, апла сана та, санӑн халӑхна та хӑрушӑ чирпе тӗп тӑваттӑм, сана ҫӗр ҫинчен пӗтереттӗм,
16
анчах сан ҫинче Хамӑн хӑватӑма кӑтартмашкӑн, пӗтӗм ҫӗре Хамӑн ятӑма пӗлтермешкӗн Эпӗ сана упраса хӑвартӑм;
17
эсӗ вара ҫаплах Манӑн халӑхӑма хирӗҫ тӑратӑн, эсӗ ӑна халӗ те ярасшӑн мар, —
18
акӑ ыран, шӑп ҫак вӑхӑтра, Эпӗ питӗ вӑйлӑ пӑрлӑ ҫумӑр ҫутарӑп, Египета никӗсленӗ кунран пуҫласа халиччен ун пекки пулман-ха;
19
эппин, хӑвӑн кӗтӗвӳсене, хирте мӗн пуррине пурне те пуҫтарма яр; килӗсене таврӑнмасӑр хире юлнӑ мӗнпур ҫынна, выльӑх-чӗрлӗхе пӑр ҫапӗ те, вӗсем вилсе пӗтӗҫ, тет, тенӗ.
20
Фараонӑн Ҫӳлхуҫа сӑмахӗнчен хӑраса ӳкнӗ хӑш-пӗр чурисем васкавлӑн хӑйсен чурисене, хӑйсен кӗтӗвӗсене килӗсене пуҫтарнӑ;
21
Ҫӳлхуҫа сӑмахне хӑйӗн чӗрине илменнисем вара хӑйсен чурисене, хӑйсен кӗтӗвӗсене хиртех хӑварнӑ.
22
Ҫӳлхуҫа вара Моисее каланӑ: аллуна тӳпенелле тӑс та — пӗтӗм Египет ҫӗрӗ ҫине, ҫынсем ҫине, выльӑх-чӗрлӗх ҫине, Египет ҫӗрӗнчи пӗтӗм хир курӑкӗ ҫине пӑр ӳкӗ, тенӗ.
23
Моисей хӑйӗн туйине тӳпенелле тӑснӑ та, Ҫӳлхуҫа аслати авӑттарнӑ, пӑр ҫутарнӑ, тата ҫӗр ҫийӗн вут-ҫулӑм сарӑлнӑ; Ҫӳлхуҫа [пӗтӗм] Египет ҫӗрӗ ҫине пӑр янӑ;
24
пӑр ҫунӑ, пӑр варринчен вут-ҫулӑм тапа-тапа тухнӑ, [пӑрӗ] питех те вӑйлӑ пулнӑ, Египет ҫӗрӗнче ҫын пурӑна пуҫланӑранпа та кун пекки пулман.
25
Пӗтӗм Египет ҫӗрӗнче хирте мӗн пуррине пурне те — ҫыннисенчен пуҫласа выльӑхӗ-чӗрлӗхӗ таранах — пӑр ҫапса тухнӑ, хирти мӗнпур курӑка та пӑр ҫапнӑ, хирте пур йывӑҫа та [пӑр] хуҫса пӗтернӗ;
26
Израиль ывӑлӗсем пурӑнакан Гесем ҫӗрӗнче ҫеҫ пӑр пулман.
27
Вара фараон Моисейпе Аарона чӗнтерсе илнӗ те вӗсене каланӑ: ку хутӗнче эпӗ ҫылӑха кӗтӗм; Ҫӳлхуҫа тӳрӗ, эпӗ тата манӑн халӑхӑм вара айӑплӑ;
28
[маншӑн] Ҫӳлхуҫана кӗлтӑвӑр: Турӑ аслатийӗ, пӑр [тата ҫӗр ҫинчи вут-ҫулӑм] чарӑнтӑр, вара эпӗ сире ярӑп, урӑх чарса тӑмӑп, тенӗ.
29
Моисей ӑна каланӑ: хуларан тухсассӑнах сана ҫӗр Ҫӳлхуҫанӑн иккенне пӗлтермешкӗн эпӗ аллӑмсене Ҫӳлхуҫамӑр патнелле [тӳпенелле] тӑсӑп та — аслати чарӑнӗ, пӑр та, [ҫумӑр та] урӑх пулмӗ;
30
анчах эсӗ те, санӑн чурусем те халлӗхе Ҫӳлхуҫа Турӑран хӑраманнине эпӗ пӗлетӗп, тенӗ.
31
Йӗтӗнпе урпана пӑр пӗтерсех тӑкнӑ, мӗншӗн тесессӗн урпа пучаха ларнӑ пулнӑ, йӗтӗн пуҫ кӑларнӑ пулнӑ;
32
тулӑпа пӑрие пӗтереймен, мӗншӗн тесессӗн вӗсене каярах акнӑ.
33
Моисей фараон патӗнчен хуларан тухнӑ та аллисене Ҫӳлхуҫа енне тӑснӑ, вара аслати те, пӑр та чарӑннӑ, ҫумӑр та ҫӗр ҫине ҫума пӑрахнӑ.
34
Фараон ҫумӑр та, пӑрпа аслати те чарӑннине курса каллех ҫылӑха кӗме пуҫланӑ: хӑй те, унӑн чурисем те хӑйсен чӗрине хытарса ҫитернӗ.
35
Фараонӑн [тата унӑн чурисен] чӗри хаярлансах ҫитнӗ, Ҫӳлхуҫа Моисей урлӑ каланӑ пекех, вӑл Израиль ывӑлӗсене яман.
← Chapter 8
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 10 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40