bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Exodus 10
Exodus 10
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 9
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 11 →
1
Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: фараон патне кӗр, вӗсем хушшинче Хамӑн ҫак паллӑмсене туса кӑтартас тесе тата
2
Эпӗ Египетра мӗн туни ҫинчен, Манӑн унта кӑтартнӑ паллӑмсем ҫинчен эсӗ хӑвӑн ывӑлна, ывӑлун ывӑлне каласа кӑтарттӑр тесе, эсир Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлччӗр тесе Эпӗ фараонӑн чӗрине, унӑн чурисен чӗрине хытарса ҫитертӗм, тенӗ.
3
Моисейпе Аарон фараон патне пынӑ та ӑна каланӑ: Ҫӳлхуҫа, еврейсен Турри, ҫапла калать: эсӗ Манӑн умӑмра нумайччен пӑхӑнмасӑр тӑрӑн-и? яр Манӑн халӑхӑма, вӑл Мана кӗлтутӑр;
4
эхер те эсӗ Манӑн халӑхӑма ямасассӑн, акӑ ыран [шӑп ҫакӑ вӑхӑтра] Эпӗ санӑн [пӗтӗм] ҫӗрӳ ҫине хӗрлӗ шӑрчӑк ярса тултарӑп;
5
вӑл пӗтӗм ҫӗр питне хупласа илӗ те, ҫӗр курӑнми пулӗ, пӑр ҫапнӑ хыҫҫӑн [ҫӗр ҫине] сирӗн мӗн юлнине [пӗтӗмпех] ҫисе ярӗ; ҫавӑн пекех сирӗн хирӗрте ӳсекен пӗтӗм йывӑҫа ҫисе пӗтерӗ,
6
санӑн ҫуртусене, санӑн мӗнпур чурусен пӳрчӗсене, пӗтӗм Египет ҫыннисен [мӗнпур] пӳрчӗсене кӗрсе тулӗ, санӑн аҫусем те, санӑн аҫусенӗн ашшӗсем те ҫӗр ҫинче пурӑна пуҫланӑ кунран пуҫласа паянхи куна ҫитиччен ун пеккине курман, тет, тенӗ. [Моисей] ҫаврӑннӑ та фараон патӗнчен тухса кайнӑ.
7
Вара чурисем фараона каланӑ: вӑл пире чылайччен асаплантарӗ-и? яр эсӗ ҫав ҫынсене, вӗсем Ҫӳлхуҫана, хӑйсен Туррине, кӗлтуччӑр; Египет пӗтсе пынине эсӗ халӗ те курмастӑн-им? тенӗ.
8
Моисейпе Аарона каялла фараон патне илсе пынӑ, вара [фараон] вӗсене каланӑ: кайӑр, Ҫӳлхуҫана, хӑвӑр Туррӑра, кӗлтӑвӑр; кам-кам каять-ха? тенӗ.
9
Моисей каланӑ: хамӑрӑн пӗчӗк ачамӑрсемпе тата хамӑрӑн ватӑсемпе, хамӑрӑн ывӑлӑмӑрсемпе тата хамӑрӑн хӗрӗмӗрсемпе кайӑпӑр, тата хамӑр сурӑхсемпе, хамӑр вӑкӑрсемпе кайӑпӑр, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа [Туррӑмӑр] уявӗ пирӗн, тенӗ.
10
[Фараон] вӗсене каланӑ: ҫапла пултӑр, Ҫӳлхуҫа сирӗнпе! эпӗ сире яма хатӗр, анчах мӗншӗн ачӑрсемпе каясшӑн? куратӑр-и, эсир усал шухӑш тытнӑ!
11
ҫук, арҫынсем анчах кайӑр, кайӑр та Ҫӳлхуҫана кӗлтӑвӑр, мӗншӗн тесессӗн хӑвӑр ҫавна ыйтрӑр, тенӗ. Вара вӗсене фараон патӗнчен хӑваласа янӑ.
12
Ҫавӑн чухне Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: аллуна Египет ҫӗрӗ ҫине тӑс, Египет ҫӗрне хӗрлӗ шӑрчӑк тапӑнтӑр та ҫӗр ҫинчи пӗтӗм курӑка [тата йывӑҫ ҫинчи пур ҫимӗҫе], пӑр тивмесӗр юлнине пурне те ҫисе ятӑр, тенӗ.
13
Моисей хӑйӗн туйине Египет ҫӗрӗ ҫине тӑснӑ та, Ҫӳлхуҫа ҫакӑ ҫӗр ҫине тухӑҫ ҫилӗ янӑ, вӑл ҫав кун кунӗпех тата ҫӗрӗпех вӗрсе тӑнӑ. Ир пулнӑ, тухӑҫ ҫилӗ хӗрлӗ шӑрчӑк илсе килнӗ.
14
Пӗтӗм Египет ҫӗршывне хӗрлӗ шӑрчӑк тапӑннӑ, вӑл, шутсӑр йышлӑскер, пӗтӗм Египет ҫӗрне сӑрса илнӗ; халиччен кун чухлӗ хӗрлӗ шӑрчӑк пулман, ҫакӑн хыҫҫӑн та ун пекки пулас ҫук;
15
вӑл пӗтӗм ҫӗр питне хупласа илнӗ, ҫӗрӗ те курӑнми пулнӑ; пӑр тивмесӗр юлнӑ пӗтӗм курӑка, йывӑҫ ҫинчи мӗнпур ҫимӗҫе ҫисе пӗтернӗ, пӗтӗм Египет ҫӗрӗнче йывӑҫсем ҫинче те, хир курӑкӗсем ҫинче те пӗр симӗс ҫулҫӑ та юлман.
16
Фараон васкавлӑн Моисейпе Аарона чӗнтерсе илнӗ те каланӑ: эпӗ Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр, умӗнче тата сирӗн умӑрта ҫылӑха кӗтӗм;
17
манӑн ҫылӑхӑма тепӗр хут каҫарӑр ӗнтӗ, хӑвӑрӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑра кӗлтӑвӑр, Вӑл ҫакӑ вилӗме манран сирсе ятӑрччӗ кӑна, тенӗ.
18
[Моисей] фараон патӗнчен тухнӑ та Ҫӳлхуҫана кӗлтунӑ.
19
Вара Ҫӳлхуҫа хирӗҫ енчен питӗ вӑйлӑ анӑҫ ҫилӗ кӑларнӑ, хӗрлӗ шӑрчӑка вӗҫтерсе кайнӑ та ӑна Хӗрлӗ тинӗсе пӑрахнӑ; пӗтӗм Египет ҫӗршывӗнче пӗр хӗрлӗ шӑрчӑк та юлман.
20
Анчах Ҫӳлхуҫа фараон чӗрине хаярлатсах пынӑ, вӑл вара Израиль ывӑлӗсене кӑларса яман.
21
Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: аллуна тӳпенелле тӑс, ӗнтӗ Египет ҫӗрӗнче тӗттӗм пулӗ, сӗм тӗттӗм тӑрӗ, тенӗ.
22
Моисей вара аллине тӳпенелле тӑснӑ та, пӗтӗм Египет ҫӗрӗнче виҫӗ кун сӗм тӗттӗм тӑнӑ;
23
виҫӗ кун пӗрне-пӗри курман, никам та вырӑнтан хускалман; Израиль ывӑлӗсен вара пурин те хӑйсен килӗнче ҫутӑ пулнӑ.
24
Фараон Моисее [тата Аарона] чӗнтерсе илнӗ те каланӑ: кайӑр, Ҫӳлхуҫана [хӑвӑр Туррӑра] кӗлтӑвӑр, кунта вак выльӑхӑрпа шултӑра выльӑхӑр ҫеҫ юлтӑр, ачӑрсем сирӗнпе пӗрлех пыччӑр, тенӗ.
25
Анчах Моисей каланӑ: [ҫук,] пирӗн парнесене, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памаллисене те хамӑр алла пар, эпир вӗсене хамӑрӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑра кӳрӗпӗр;
26
пирӗн кӗтӳсем те хамӑрпа пӗрле пыччӑр, пӗр чӗрне те ан юлтӑр, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫана, хамӑрӑн Туррӑмӑра, парне кӳме эпир ҫавсенчен суйласа илӗпӗр; анчах унта ҫитмесӗр Ҫӳлхуҫана [хамӑрӑн Туррӑмӑра] парнелӗх мӗн кӳмеллине эпир пӗлместпӗр, тенӗ.
27
Ҫӳлхуҫа ӗнтӗ фараон чӗрине хаярлатса ҫитернӗ, фараон вӗсене ярасшӑн пулман.
28
Фараон Моисее каланӑ: кай ман патӑмран; сыхлан, манӑн куҫӑм умне урӑх ан курӑн; манӑн сӑнӑма курнӑ кун эсӗ вилмелле пулӑн, тенӗ.
29
Моисей каланӑ: эсӗ епле каларӑн, ҫапла пулӗ; эпӗ санӑн сӑнна урӑх курмӑп ӗнтӗ, тенӗ.
← Chapter 9
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 11 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40