bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Exodus 14
Exodus 14
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 13
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 15 →
1
Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ:
2
Израиль ывӑлӗсене кала, ҫаврӑнса пырса, вӗсем Пи-Гахироф тӗлне, Мигдолпа тинӗс хушшине, Ваал-Цефон умне тапӑрӑн ларса тухчӑр; тапӑра ҫавна хирӗҫ, тинӗс хӗррине лартӑр.
3
Фараон [хӑйӗн халӑхне] Израиль ывӑлӗсем ҫинчен: вӗсем ку ҫӗрте аташса кайрӗҫ, вӗсене пушхир хупса хучӗ, тейӗ.
4
Эпӗ фараон чӗрине хаярлантарса ярӑп та, вӑл вӗсем хыҫҫӑн хӑвала пуҫлӗ, вара фараонпа унӑн мӗнпур ҫарӗ ҫинче Хамӑн мухтавлӑхӑма кӑтартӑп; ун чухне вара Египет ҫыннисем [пурте] Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗҫ, тенӗ. Ҫапла тунӑ та.
5
Египет патшине халӑх тарнӑ тесе хыпар тунӑ; фараонӑн тата унӑн чурисен чӗри ҫакӑ халӑха хирӗҫ кӳтсе ҫитнӗ, вӗсем: эпир капла мӗн туса хутӑмӑр? Израиль ҫыннисене мӗншӗн кӑларса ятӑмӑр-ха, вӗсем пирӗншӗн ан ӗҫлеччӗр тесе-и? тенӗ.
6
[Фараон] хӑйӗн ҫар урапине кӳлнӗ те халӑхне хӑйпе пӗрле ертсе кайнӑ;
7
ҫар ураписене чи лайӑххисене ултҫӗр урапа илнӗ, Египетри мӗнпур ҫар урапине, вӗсен пуҫлӑхӗсене пурне те илсе кайнӑ.
8
Ҫӳлхуҫа фараонӑн, Египет патшин, [тата унӑн чурисен] чӗрине хаярлантарса янӑ, вӑл вара Израиль ывӑлӗсем хыҫҫӑн хӑваласа кайнӑ; Израиль ывӑлӗсем ӗнтӗ хӑватлӑ алӑ хӳттипе пынӑ.
9
Египет ҫыннисем, фараонӑн ҫар урапи кӳлнӗ учӗсем, юланутҫисем, унӑн пӗтӗм ҫарӗ вӗсем хыҫҫӑн хӑваласа кайнӑ, халӑх ун чухне тинӗс хӗррине, Пи-Гахироф ҫывӑхне, Ваал-Цефон умне вырӑнаҫса ларнӑ пулнӑ, вӗсене ҫавӑнта хӑваласа ҫитнӗ.
10
Фараон ҫывӑхарса пынӑ, Израиль ывӑлӗсем ҫаврӑнса пӑхнӑ та — акӑ Египет ҫыннисем вӗсем хыҫҫӑн килеҫҫӗ; вара Израиль ывӑлӗсем сехӗрленсе ӳкнӗ те Ҫӳлхуҫана тилмӗрсе йӑлӑннӑ,
11
вӗсем Моисее каланӑ: Египетра тупӑк ҫук-им, эсӗ пире пушхире вилме илсе килтӗн-и? Египетран илсе тухса эсӗ пире мӗн кӑтартрӑн?
12
Эпир сана Египетра та ҫакнах каламарӑмӑр-и: хӑвар пире, эпир Египет ҫыннисемшӗнех ӗҫлесе пурӑнар, темерӗмӗр-и? Мӗншӗн тесессӗн пушхирте виличчен пирӗншӗн Египет ҫыннисем патӗнче чуралӑхра пулни авантарахчӗ, тенӗ.
13
Анчах Моисей халӑха каланӑ: ан хӑрӑр, ҫирӗп тӑрӑр — акӑ Ҫӳлхуҫа ҫӑлӑнӑҫне курӑр, ҫакна Вӑл халӗ сирӗншӗн тӑвӗ, халӗ хӑвӑр куракан Египет ҫыннисене урӑх ӗмӗрне те курас ҫук;
14
Ҫӳлхуҫа сирӗншӗн ҫӗнтерсе пырӗ, эсир вара лӑпкӑ пулӑр, тенӗ.
15
Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: мӗн эсӗ Мана кӑшкӑрса чӗнетӗн? Израиль ывӑлӗсене кала, вӗсем утчӑр,
16
эсӗ туюна ҫӗкле те аллуна тинӗс ҫине тӑс, ӑна икӗ еннелле уйӑр, Израиль ывӑлӗсем тинӗс варринчен типӗ ҫӗртен каҫса кайӗҫ;
17
Эпӗ [фараонпа мӗнпур] Египет ҫыннисен чӗрине хаярлатса ярӑп, вӗсем вара сирӗн хыҫҫӑн кайӗҫ; ҫапла фараон ҫинче, унӑн пӗтӗм ҫарӗ ҫинче, унӑн урапаллӑ ҫарӗ ҫинче, унӑн юланутҫисем ҫинче Хамӑн мухтавлӑхӑма кӑтартӑп;
18
Хамӑн мухтавлӑхӑма фараон ҫинче, унӑн урапаллӑ ҫарӗ ҫинче, унӑн юланутҫисем ҫинче кӑтартсассӑн, Египет ҫыннисем [пурте] Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗҫ, тенӗ.
19
Израиль [ывӑлӗсен] тапӑрӗ умӗнчен пыракан Турӑ Ангелӗ тапранса кайнӑ та вӗсен хыҫӗнчен пыра пуҫланӑ; пӗлӗт юпа та, вӗсен умӗнчен тапранса, вӗсен хыҫне пырса тӑнӑ;
20
Египет тапӑрӗпе Израиль [ывӑлӗсен] тапӑрӗ хушшине тӑнӑ: пӗрисемшӗн хура пӗлӗт те сӗм тӗттӗмлӗх пулнӑ, тепӗрисемшӗн каҫ тӗттӗмне ҫутатса тӑнӑ, вара пӗрисем тепӗрисем патне ҫӗр каҫичченех ҫывӑхарайман.
21
Моисей хӑйӗн аллине тинӗс ҫине тӑснӑ та, Ҫӳлхуҫа тинӗсе ҫӗрӗпех тухӑҫ енчен вӗрекен вӑйлӑ ҫилпе хӑвалаттарса тинӗс вырӑнне типӗ ҫӗр туса хунӑ, шывӗ уйӑрӑлса тӑнӑ.
22
Израиль ывӑлӗсем вара тинӗс варрипе типӗ ҫӗртен кайнӑ: вӗсен сылтӑм енче те, сулахай енче те шыв хӳме пек тӑнӑ.
23
Египет ҫыннисем вӗсене хӑвала пуҫланӑ, фараонӑн учӗсем, ҫар ураписем, юланутҫисем вӗсем хыҫҫӑн тинӗс варрине кӗрсе кайнӑ.
24
Ирхи хурал вӑхӑтӗнче Ҫӳлхуҫа Египет ҫарӗ ҫине вут юпа ӑшӗнчен, пӗлӗт юпа ӑшӗнчен пӑхнӑ та Египет ҫарне пӑлхатса янӑ;
25
вӗсен ҫар ураписен кустӑрмисене кусайми тунӑ, ҫавӑнпа вӗсене аран-аран сӗтӗрсе пынӑ. Вара Египет ҫыннисем: Израиль ҫыннисенчен тарар, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа вӗсен хутне кӗрсе Египет ҫыннисене ҫӗнтерсе пырать, тенӗ.
26
Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: аллуна тинӗс ҫине тӑс, шыв ӗнтӗ Египет ҫыннисем ҫине, вӗсен урапаллӑ ҫарӗ ҫине, вӗсен юланутҫисем ҫине кайтӑр, тенӗ.
27
Моисей аллине тинӗс ҫине тӑснӑ та, ир тӗлне шыв хӑй вырӑнне таврӑннӑ; Египет ҫыннисем вара [шыва] хирӗҫ чупнӑ. Египет ҫыннисене Ҫӳлхуҫа тинӗс варринче ҫапла путарнӑ.
28
Шыв каялла юхса пынӑ та Израиль ҫыннисем хыҫҫӑн тинӗсе кӗнӗ фараонӑн пӗтӗм ҫарне, урапаллӑ ҫарне, юланутҫисене хупласа хунӑ; вӗсенчен пӗри те хӑтӑлса юлайман.
29
Израиль ывӑлӗсем вара тинӗс варрипе типӗ ҫӗртен каҫса кайнӑ: шыв вӗсен сылтӑм енче те хӳме пек [тӑнӑ], сулахай енче те [хӳме пек] тӑнӑ.
30
Ҫав кун Ҫӳлхуҫа Израиль халӑхне Египет ҫыннисен аллинчен хӑтарнӑ, Израиль [ывӑлӗсем] тинӗс хӗрринче Египет ҫыннисем вилӗ выртнине курнӑ.
31
Вара Израиль ҫыннисем Ҫӳлхуҫа Египет ҫыннисем ҫинче кӑтартнӑ хӑватлӑ алла курнӑ, халӑх Ҫӳлхуҫаран хӑраса ӳкнӗ, Ҫӳлхуҫана тата Моисее, Унӑн чурине, ӗненме пуҫланӑ. Моисейпе Израиль ывӑлӗсем Ҫӳлхуҫана мухтаса, ҫапла каласа, ҫак юрра юрланӑ:
← Chapter 13
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 15 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40